Федераци Советӗнчи республика кунӗсем тухӑҫлӑ пулнӑ

Федераци Советӗнчи республика кунӗсем тухӑҫлӑ пулнӑ

Июнӗн 19—21-мӗшӗсенче Мускавра Раҫҫей Федераци Советӗнче Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Унта республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухса кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

Чи малтанах пирӗн округа та  тӳрремӗнех пырса тивекен йышӑну пирки чарӑнса тӑрас килет. Федераци Советӗнче  республикӑри Патӑрьел, Шӑмӑршӑ  округӗсенчи тата Комсомольски округӗн кӑнтӑр пайӗнчи ялӗсене, пурӗ 90 яла,  шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе поселоксем хушшинчи сетьсем тӑвас ыйтӑва ырласа йышӑннӑ. Ҫакӑн пирки «Водоканал» АО директорӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикинчи Эксперт клубӗн членӗ Оксана Курышева акӑ мӗн пӗлтернӗ: «Раҫҫейре пурӑнакансен 10 проценчӗ пахалӑхлӑ шывпа туллин усӑ кураймасть. Ку проблема Чӑваш Еншӗн те ҫивӗч тӑрать. Ӑна татса парас тӗлӗшпе регионта  шыв системин 300 километр тӑршшӗ тӑсӑлакан магистральне тӑвас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Анчах та ялсем хушшинче килсене шыв илсе пымалли сетьсем ҫук. Ҫавӑнпа та проекта пурнӑҫласа  вӗҫне ҫитерме федераллӑ бюджетран  5 миллиард тенке яхӑн  хушма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Сенаторсем ку проекта Федерацин адреслӑ  инвестици программине кӗртме килӗшнӗ».

Федераци Советӗнче Чӑваш Республикинчи Космонавтика музейне реконструкцилемелли проекта та пӑхса тухнӑ. Унта Шуршӑлта, А.Г.Николаев ячӗпе хисепленекен музей лаптӑкӗнче,  выставка ирттермелли ҫӗнӗ залсем уҫма,  хальхи вӑхӑтри паха техника хатӗрӗсем  вырнаҫтарнӑ хушма пӗлӳ паракан тата тӗпчевсем ирттерекен пӳлӗмсем тума май паракан тӑватӑ хутлӑ ҫурта хута яма палӑртнӑ. Ҫак проекта та федерацин адреслӑ инвестици программине кӗртнӗ.

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Федераци Совечӗн Аграрипе апат-ҫимӗҫ политикин тата ҫутҫанталӑк комитечӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ. Комитет председателӗ Александр Двойных  ертсе пынипе «Чӑваш Республикинчи агропромышленность комплексӗн аталанӑвӗ тата тавралӑха сыхласси» ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта пирӗн республикӑра хӑмла отрасльне аталантарас ыйту ҫинче чарӑнса тӑнӑ. «Чӑваш Ен Раҫҫейре хӑмла отрасльне аталантарас енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ регион пулма пултарать», — палӑртнӑ лару хыҫҫӑн Чӑваш Республикин министрӗ. Чӑваш Ен делегацийӗн фермерсен продукцине  суту-илӳ тытӑмӗнчи ятарлӑ лаптӑксенче сутма пуҫлас пуҫарӑва та Федераци Совечӗ ырласа йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех коммуналлӑ хытӑ каяшсене тирпейлессине модернизацилес, вӑрман лестничествисенче пушара хирӗҫ кӗрешекен техника валли гараж боксӗсем тӑвас, Шыв кодексне улшӑнусем кӗртес ыйтусене те пӑхса тухнӑ.

Тӗлпулусем вӑхӑтӗнче республикӑри клиника больницин ҫӗнӗ комплексӗ, реабилитаци центрӗ тӑвас, Шупашкарта  шыври спорт енӗсене аталантарма пулӑшакан спорт керменӗ ҫӗклес, «Новый город» тата «Акварель» микрорайонсенче ҫӗнӗ шкулсем хута ярас  ыйтусемпе те ӗҫлӗ калаҫусем пынӑ.

Федераци Совечӗн комитечӗсенче Кӳкеҫри канализаци коллекторӗн шӑпи, 1774 лифта юсас, ҫул-йӗр строительстви, каяшсене сортлас, причал инфраструктури тата ытти ыйтусем пирки те сӑмах пулнӑ.

Июнӗн 21-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Федераци Совечӗн Председателӗпе  Валентина Матвиенкӑпа тӗл пулнӑ. Вӑл Чӑваш Ен командине Федераци Совечӗн комитечӗсенче хастар ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Валентина Ивановна Шыв Кодексне улшӑнусем кӗртес пуҫарӑва ырланӑ. Федераци Совечӗн «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен» постановление йышӑнни Чӑваш Еншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. В.Матвиенко ЧР Пуҫлӑхӗпе О.Николаевпа  республикӑн пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне, йӑли-йӗркине кӑтартса паракан выставка-презентацине ҫитсе курса  паллашнӑ. Унта Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсен, ял хуҫалӑх продукцине, строительство, сывлӑха сыхлас ӗҫ, социаллӑ политика, вӗрентӳ, физкультурӑпа спорт, ЧР Патшалӑх Канашӗн ӗҫӗ-хӗлне сӑнлакан экспозицисем вырнаҫтарнӑ. Валентина Ивановна «Трактор завочӗ» концерн ӗҫӗ-хӗлне ырланӑ, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Г.Соловьев пуҫарса янӑ акӑлчан чӗлхине вӗрентекен онлайн-шкул пирки лайӑх енчен палӑртнӑ. Олег Николаев  Чӑваш Республикинче инвестицисене ӗҫе кӗртме май паракан пӗтӗм услови пулни ҫинчен каласа панӑ. Ҫак енӗпе ӗҫленипе кӑҫалхи январь—апрель уйӑхӗсенче  промышленность продукцийӗн шайӗ  пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 124,3 процент пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Ку кӑтарту Атӑлҫи федераллӑ округӗнче чи лайӑххи, Раҫҫей шайӗнче ҫак енӗпе 10-мӗш вырӑнта. Регионта ытти енсемпе те кӑтартусем япӑх мар.

Паянхи кун сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымаллине палӑртса Федераци Советӗнче Чӑваш Рес- публикин кунӗсем пынӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсем те йӗркеленӗ. Футбол тата волейбол площадкисенче Федераци Совечӗн тата Чӑваш Республикин правительствин пӗрлештернӗ командисем тӗл пулнӑ. Ҫавӑн пекех пӑшалтан тӗл перес енӗпе те тупӑшнӑ. Пур ӑмӑртура та туслӑх ҫӗнтернӗ. Тӗлпулу кунӗсем  культура мероприятийӗсемпе те пуян пулнӑ.

Федераци Советӗнчи Чӑваш Республикин кунӗсем маларах вунӑ ҫул каялла пулнӑ. Ун чухне те пысӑк пӗлтерӗшлӗ документсем йышӑнма, РФ правительствинчен паха пулӑшусем илме май килнӗ. Кӑҫалхи тӗлпулусем те тухӑҫлӑ «ҫимӗҫ» парасса шанас килет. Республика кунӗсенче хускатнӑ ыйтусене сенаторсем Федераци Совечӗн ларӑвӗсенче пӑхса тухса кирлӗ йышӑнусем тума палӑртаҫҫӗ.

Тӗрлӗ ҫӑлкуҫран илнӗ материалсем тӑрӑх

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *