Фермӑра та хирте хастар ӗҫсемпе хитре

Фермӑра та хирте хастар ӗҫсемпе хитре

Ял ӗҫченӗн, фермӑра ӗҫлет-и вӑл е хирте тракторпа сухалать, хӗлӗн-ҫӑвӗн пӗр канӑҫ та ҫук. Кашни кун ӗҫе утмалла, канмалли кунсем те сахал. Вӗсен тӑрӑшуллӑ ӗҫне пула пирӗн округри ял хуҫалӑх отраслӗ, экономика аталанать. Ҫавӑнпа та хастар та пултаруллӑ ӗҫченсене пысӑк уявсенче чыслассине йӑлана кӗртнӗ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенчи механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем хушшинче  ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ, малти вырӑнсене тухнисене палӑртнӑ. Механизаторсем хушшинче «Рассвет» ЯХПКри Сергей Пыркина, «Урожай» колхозри Владимир Мунтайкинпа Илья Аюкова, «Слава» кооперативри Николай Владимирова, «Комсомольские овощи» агрофирмӑри Искендер Насыбуллина, «Восток» ЯХПКри Леонид Зайцевпа Андрей Захарова, «Сюрбеево» ОООри Айрат Ганеева тата «Слава картофелю» агрофирмӑри Леонид Ильина  Дипломпа тата хаклӑ парнепе наградӑланӑ.

,ҫпе юрӑ уявӗнче ӗнесене машинӑпа сӑвакан операторсене те чысларӗҫ. Вӗсем  хӗллехи тапхӑрта — октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 30-мӗшӗччен — епле ӗҫленин кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ. «Рассвет» кооперативри Ирина Краснова, Татьяна Прокопьева ҫичӗ уйӑхра пӗр ӗне пуҫне вӑтамран 4798-шар килограмм сӗт суса округра чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. «Восток» кооперативри Марина Белкова ҫав тапхӑрта кашни ӗнерен 3377 килограмм сӗт сума пултарнӑ. Тамара Квасовӑпа («Искра») Татьяна Пудовкина («Слава») хӗл каҫа  2917-шер, Инна Лебедева («Искра») 1498-шар килограмм сӗт сунӑ.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакансенчен «Урожай» колхозри Эльвира Голубева чи пысӑк кӑтарту тунӑ. Вӑл пӑхакан 75 пуҫ пӑру кунсерен 1057 грамм ӳт хушса пынӑ. «Слава» кооперативри Михаил Колпащиков пӑхакан 67 пӑру талӑкра 905-шер грамм, «Рассвет» хуҫалӑхри Татьяна Иванован 837-шер грамм хушнӑ. «Искра» колхозри тата «Восток» кооперативри Алексей Ишмуратовпа (800-шер грамм) Герман Андреев (700-шер грамм) пӑхакан выльӑхсем те аван ӳт хушнине палӑртнӑ, вӗсене те Акатуйра Диплом тата хаклӑ парне парса чысланӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА.      

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *