Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн уй-хирте машина-трактор сасси пӗр вӑхӑт лӑпланнӑ пек пулнӑччӗ. Нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулмалӑх ӳссе ҫитӗннӗ хыҫҫӑн хирсем каллех техника шавӗпе тулчӗҫ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем сенаж хураҫҫӗ, утӑ хатӗрлеҫҫӗ.

Июнӗн 15-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1127 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Ҫак ӗҫе пур хуҫалӑх та тенӗ пекех тытӑннӑ. Хальлӗхе 1469 тонна сенаж хывнӑ. Ку енӗпе «Рассвет» ЯХПК аван ӗҫленине палӑртмалла. «Родина» ОООра 200 тонна сенажа пленкӑпа чӗркесе хатӗрленӗ. Округри предприятисем пурӗ 432 тонна утӑ янтӑланӑ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлесси вӑй илсех пырать.

Минзаит Зайнуллин,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *