Пятница, 19 апреля

Пирĕн шкулта та хуларинчен кая мар

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Цифра тата гуманитари профилĕллĕ «Ÿсĕм вырăнĕ» кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче хута кайрĕ. Вĕренÿ центрĕ информатика тата ОБЖ предмечĕсене çĕнĕ пурлăхпа техника базипе усă курса вĕрентме май парать. Çавăн пекех IT-технологисемпе, медиатворчествăпа, шахмат вĕренĕвĕпе, проект ĕçĕпе хушма программăсем тăрăх ачасем пĕлÿ илме пултараççĕ. «Ÿсĕм вырăнĕ» икĕ кабинетран тăрать. Вĕсене тĕрлĕ оборудованипе, квадрокоптерсемпе, çынна пĕрремĕш пулăшу пама вĕренмелли манекенсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕсемпе, шахмат сĕтелĕсемпе, ноутбуксемпе тивĕçтернĕ. Çакă ачасене пур енлĕн аталанма пулăшать.
Шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» ĕçлеме пуçланăранпа нумаях вăхăт иртмерĕ пулин те, ачасем тĕрлĕ çĕнĕлĕхсене алла илме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕренекенсем 3D-принтерпа усă курса Çĕнĕ çул елки валли теттесемпе юр пĕрчисем туса кăларчĕç. Робототехника кружокне çÿрекенсем вара тăрăшсах роботсем ăсталассине алла илеççĕ. Л.Г.Галкина патĕнче пĕлÿ илекен Родион Зайцевпа Николай Совин пĕтĕм тĕнчери «РобоОлимп» вăйă-конкурса та хутшăннă. Унта вĕсем хăйсен ÿсĕмĕнче республика шайĕнче 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăннă.
Ачасем занятисем вăхăтĕнче скретч-программирование те алла илеççĕ: хăйсемех мульт- фильмсем тăваççĕ, компьютер программисем хатĕрлеççĕ. ОБЖ урокĕсенче информаци хăрушсăрлăхĕпе тата кибертехника енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ лару-тăрура инкеке лекнĕ çынна пулăшу пама хăнăхаççĕ. Математика енĕпе шухăшлава аталантарма ачасене шахматла выляма вĕрентеççĕ. Çак тата ытти çĕнĕлĕхсене ачаллах ăша хывни вĕсене, паллах, çитĕн- се анлă пурнăç çулĕ çине тухсан питĕ кирлĕ пулĕ. «Ÿсĕм вырăнĕн» кабинечĕсем пĕрре те пушă ларманни кунта шкул ачисене чăннипех те питĕ интереслĕ пулнине çирĕплетет.
Çĕнĕ программăсем, технологисем тата вĕренÿ методики те педагогсене çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ. Çавна май А.А.Валитова, Л.Н.Глинкина, Л.Г.Галкина, С.Г.Орлова, Е.Н.Сереброва, В.П.Автономов, Е.В.Федотов, П.В.Родионов, Н.А.Мельникова, О.А.Ефремова вĕрентекенсем «Ÿсĕм вырăнĕнче» ĕçе пикениччен ятарлă вĕренÿ курсĕ витĕр тухнă, çĕнĕ технологисемпе паллашса вĕсемпе мĕнле ĕçлемеллине ăша хывнă. «Халĕ пирĕн шкулта та хуларинчен кая мар пĕлÿ илме пулать, тăрăшулăх çеç кирлĕ», — теççĕ Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем.
ИРИНА СОЛОВЬЕВА, шкул директорĕ:
«Ÿсĕм вырăнĕ» центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклес, ял тата хула шкулĕсенче ăс пухакан ачасен пĕлĕвĕсене шайлаштарас тĕллевлĕ. Çак çĕнĕ йышши оборудованипе пуян кабинетсем вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталанма, вĕренÿ процесне кăсăклăн йĕркелеме, ачасене проект ĕçне явăçтарма пулăшаççĕ. Ачасем «Ÿсĕм вырăнĕнчи» занятисене питĕ кăмăллаççĕ, кунта нумай çĕнни, интересли пĕлме пулать-çке-ха. Малашне пирĕн вĕренекенсем «Ÿсĕм вырăнĕ» пулăшнипе республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче палăрасса, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шансах тăратăп».
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *