Суббота, 20 апреля

Туслă та çирĕп çемье – чăн телей

Кашни çын çирĕп те телейлĕ çемье çинчен ĕмĕтленет. Шăпах çакăн пек çемье чи хаклă пуянлăх пулса тăрать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăри чи хастар, пултаруллă, туслă та çирĕп çемьесем хушшинче кашни çулах «Çулталăк çемйи» конкурс иртет. Кăçал ăна коронавирус чирне пула хăнăхнă йĕркепе ирттерме май килмен. Апла пулин те, республикăри чи маттур çемьесем онлайн мелпе конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
«Çулталăк çемйи — 2020» конкурса тĕрлĕ районсемпе хуласенчен 105 çемье хутшăннă. Вĕсенчен 28-шĕ финала тухма пултарнă. Вĕсем хушшинче Тăманлă Выçли ялĕнчи Поляковсен çемйи те пур. Çак кунсенче вĕсене район администрацийĕн çуртне йыхравласа чысланă, видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ мероприятире конкурса хутшăннă çемьесене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ Наталья Алексеевна та ăшшăн саламланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Поляковсене «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнни çинчен калакан свидетельство тата сертификат парса чысланă.
Çемье пуçĕ Сергей Петрович «Мир» ЯХПК ОООра сĕт пуçтаракан водительте тăрăшать. Вăл 25 çул руль умĕнче. Мăшăрĕ Алена Овиковна районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн заведующийĕнче ĕçлет. Унăн музей тытăмĕнчи ĕç стажĕ 20 çулпа танлашать. Поляковсем 3 ывăла кун çути парнеленĕ. Аслă ывăлĕ Атнер Шупашкарти транспортпа строительство техникумне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Белгород хулинче службăра тăрать. Антонпа Андрей Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухаççĕ.
«Сачĕ епле — пан улмийĕсем те çавăн пек», — çак девизпа пурăнаççĕ Поляковсем. Алена Овиковнăпа Сергей Петрович ывăлĕсене тĕрĕс воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене тÿрĕ чунлă, хăюллă, хастар та мал ĕмĕтлĕ пулма, йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр малалла талпăнма, хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытма, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене хÿтĕлеме вĕрентеççĕ. Канмалли кунсенче Поляковсем пурте пĕрле çутçанталăкра канма, çырла-кăмпа пуçтарма юратаççĕ. Вĕсем спортпа та питĕ туслă.
Ĕçчен мăшăр тĕпренчĕкĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерет. Поляковсем пысăк хуçалăх тытаççĕ, выльăх нумай усраççĕ. 4 гектар çĕрпе усă курса вĕсене тăрантармалăх выльăх апачĕ туса илеççĕ. Туслă çемьере ĕçсене пурте пĕрле, килĕштерсе пурнăçлаççĕ, никам та хăйне хушнă ĕçрен турткаланса тăмасть.
Ачисем ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне, юратăвне туйса ÿсни, мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренни, ĕçе явăçни мĕн тери паха. Шăпах çакăнта ĕнтĕ вăл çемье телейĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *