Вторник, 23 апреля

«Ÿсĕм вырăнĕ» хавхаланатарать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем робот пуçтарма çеç мар, вĕсене программăлама та вĕренеççĕ. Конструктор деталĕсенчен пуçтарнăскерсене пĕр-пĕринпе ăмăртса «чуптараççĕ», ытти хушăва пурнăçлаттараççĕ. Çак тĕллевпе пультпа çеç мар, хăйсен карас телефонĕсемпе те усă кураççĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта йĕркеленĕ кружоксем ачасене килĕшекен тата илĕртекен нумай ĕçе тума вĕренмешкĕн пулăшаççĕ.
Шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центр пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче уçăлнă. Вăл икĕ пÿлĕмрен тăрать: пĕри — проект ĕçĕ-хĕлне аталантармалли, тепри — цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли. «Вĕренÿ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Хальхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн вĕсене сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Çав шутрах — ноутбуксемпе, пысăк мониторпа, квадрокоптерсемпе, ытти гаджетпа, 3D-принтерсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕпе, цифра фотоаппарачĕпе, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентмелли манекенсемпе, шахмат комплекчĕпе. «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕн аталанма пултараççĕ. Унта учительсем уроксем ирттереççĕ, вĕренÿ сехечĕсем хыççăн кружоксем ĕçлеççĕ. Шкул ачисем пĕлÿ çуртĕнче «Ÿсĕм вырăнĕ» уçнăшăн питĕ савăннă. Вăл чăнласах та пысăк ÿсĕмсем тума май паракан вырăн-çке-ха. Ялсенчи шкулсенче уçнă центрсем пирки хальхи йышши гаджетсемпе пуянлатнă пĕчĕк технопарксем тесе калас килет. Сăмах май, Каçал тăрăхĕнчи ачасем Шупашкарти технопаркра та пулнă, унти оборудование тата унпа мĕн-мĕн тума май пуррине курса тĕлĕннĕ. «Мĕншĕн çакăн пек центра маларах йĕркелемен-ши;» — теççĕ аслăрах классенче ăс пухакансем.
Вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, «Ÿсĕм вырăнĕ» центрăн ертÿçи Тамара Долгова ачасем роботсем валли ăмăртусем йĕркелени пирки те пĕлтерчĕ: «Хăшĕ тĕрлĕ чăрмава çĕнтерсе палăртнă çĕре маларах чупса çитет; Е тата хăшĕ хăйĕн çине кубик тиесе хăвăртрах чупать, ăна каялла пушатать? Вĕсем ку центрта каçченех ларма хатĕр. Хальхи йышши гаджетсемпе усă курнă чухне вĕсен куçĕсем çиçеççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем хăйсем мĕн пĕлнине кĕçĕнреххисене кăтартаççĕ».
«Центра илсе килнĕ пĕтĕм оборудованипе усă куратпăр. Ачасем виртуаллă чăнлăх шлемне тăхăнса темĕн те кураççĕ. Тĕслĕхрен, «Вернисажра» виртуаллă экскурсире пулаççĕ. Е тата урăх çĕре «çитсе килеççĕ». Аслăрах классенче вĕренекенсем çак шлем валли интернетран ятарлă программăсем уçласа илнипе çеç çырлахмаççĕ, хăйсем те çыраççĕ. Хальхи вăхăтра центрта 7 кружок ĕçлет. Вĕсене 115—120 ача çÿрет. «Шурă ладьяна» пыракансене Валерий Николаев шахматла выляма вĕрентет. Робототехникăн хăйнеевĕрлĕхĕсемпе Екатерина Тихонова паллаштарать, 3D-принтерпа ĕçлеме хăнăхтарать, ачасене кăсăклантарма пĕлет. Елена Ильина фотоаппаратпа хитре ÿкерессин вăрттăнлăхĕсене уçать. «Программăллă код» тата «Виртуаллă чăнлăх» кружоксене Тамара Никифорова ертсе пырать. Çак учительсем çамрăк, вăй-халĕ тапса тăрать, вĕсемшĕн йăлтах интереслĕ, çавна май вĕренекенсене те кăсăклантараççĕ», — калаçăва тăсрĕ Тамара Долгова.
Паллах, хальхи çамрăксем интернет пулăшнипе темĕн те вуласа-курса пĕлме пултараççĕ-ха, программăлама та хăнăхаççĕ, анчах алă айĕнче хальхи йышши оборудовани пурри, унпа усă курма май килни темиçе хут лайăхрах вĕт. Çакна 2-мĕш шкулта вĕренекенсен тивĕçлипе хаклама майсем пур. Акă кăçал 11 класс пĕтернĕ Даниил Николаев программист пулас тенĕ, халĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче 2-мĕш курсра вĕренет ?хушма информатика енĕпе/. Тамара Владимировна паян 10-мĕш класра ăс пухакан тепĕр 3 ача та программăлас ĕçе килĕштернине пĕлтерчĕ. Çапла вара çĕнĕ центр ачасене пулас профессие те суйлама май парать. Ялсенчи «Ÿсĕм вырăнĕсенче» пĕлĕвне тарăнлатакансем малашне республика тата çĕршыв шайĕнче иртекен конкурссене, тĕслĕхрен, роботсене программăлассипе çыхăннисене, хутшăнса çĕнтерессе те шанас килет.
«Ачасем темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Пире кăçал професси уявĕпе çĕнĕлле саламларĕç. Вĕренекенсем шкул картишĕнче ятарлă йĕркепе — çÿлтен пăхсан «Учитель кунĕ ячĕпе» тесе вуланмалла — тăнă, çавна квадрокоптерпа ÿкернĕ. «Шурă ладья» кружока çÿрекенсем те вĕсенчен юлас темен, шахматсенчен «Тавтапуç» тесе «çырнă». Çакна квадрокоптерпа ÿкернĕ. Ачасем килĕсенче кашни хăй тĕллĕн видеосалам çырнă, çавсене пĕрлештерсе хитре видео йĕркеленĕ. Пире питĕ кăмăллă пулчĕ»,— пĕлтерчĕ центр ертÿçи.
Ачасем «Технологи», «Информатика», «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ» предметсемпе пахалăхлă та тарăн, ИТ-технологисем, медиапултарулăх, шахмат, проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе хушма пĕлÿ илеççĕ.
Олег ФИЛИППОВ, вĕренекен ашшĕ:
«Ачасем центра хаваспах çÿренине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Ывăл-хĕрĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕсемпе паллаштарма пире кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсем умĕн ятарласа чĕнчĕç. Шахматла выляс енĕпе ăмăрту иртрĕ. Ачасем çывăх çыннисене хăйсем 3D-модельсем туса, 3D-принтерпа усă курса ăсталанă брелоксене парнелерĕç. Эпир ăсталăх класĕсенче те пулса куртăмăр: ачасем 3D-принтерпа, квадрокоптерсемпе, робототехникăпа хăйсем мĕн тума пултарнине кăтартса пачĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем, робототехникăпа çыхăннă кружока çÿрекенсем, «Lego education» тата «Vex IQ» наборсен моделĕсене пухрĕç, унтан Clawbot IQ робот мĕнле хусканусем тума пултарнине кăтартса пачĕç. Аслă классенче ăс пухакансем вара хăйсем квадрокоптерпа мĕнле усă курма пĕлнипе паллаштарчĕç. Центр ачасемшĕн тĕрлĕ енлĕ аталанмалли чи лайăх вырăн тесе шутлатăп. Кунта вĕсем çĕннине нумай пĕлеççĕ, пĕлĕвне аталантараççĕ».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *