Вторник, 30 апреля

Образование

Ашшĕ-амăшĕ яваплă

Ашшĕ-амăшĕ яваплă

Ачасене хирĕç никам та преступлени ан тутăр тесен чи малтанах ашшĕ-амăшĕн сыхă пулмалла. Ачасене тимлĕх уйăрмалла, вĕсем кампа хутшăннипе интересленмелле. Аса илтеретпĕр: çуллахи вăхăтра 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен ачасен çитĕннисемсĕр обществăлла вырăнсенче, урамра çÿреме юрамасть. Вĕсен вăйă заведенийĕсене, алкоголь шĕвекĕсемпе сăйлакан обществăлла апатлану вырăнĕсене ашшĕ-амăшĕсĕр кĕме юрамасть. Ачасен воспитанийĕшĕн, аталанăвĕшĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă. Енчен те çитĕннисем çул çитменнисен прависене хÿтĕлемеççĕ, воспитани тата вĕрентÿ енĕпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ пулсан, малтанлăха вĕсене асăрхаттараççĕ е 500 тенкĕ таран административлă штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ е вĕрентекен, çул çитменнисемпе ĕçлекен урăх организацин ĕçченĕ хăйĕн тивĕçĕс
Пултаруллă тренер

Пултаруллă тренер

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ тĕрлĕ çитĕнÿсемпе пуян пулчĕ. Районти ачасен тата çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ ачасенчен 13-шĕ I разрядлă пулчĕ, пĕри спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ, 3-шĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине кĕчĕ. Кун пекки халиччен пулман. Нежеметдин Садртдинович армспорт тата акватлон енĕпе ачасене хатĕрлентерет. Акватлон — спортăн чи йывăр тĕсĕсенчен пĕри. Унта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарма 5 çухрăм таран чупмалла, 1 çухрăма ишмелле. I разряд илес тесен 2,5 çухрăма чупмалла, 500 метра ишмелле. Çак енĕпе Н.С.Сахров районта çеç мар, республикăра та чи лайăххи. Районти тренерсем хушшинче унăн çеç — аслă квалификаци категорийĕ. Унăн команди республика шайĕнчи ăмăртура 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çакна валли питĕ нум
Ачасемпе тĕл пулнă

Ачасемпе тĕл пулнă

"Пĕрле наркотике хирĕç" акципе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Людмила Ярышева, медицина ĕçченĕ Татьяна Леонтьева, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Фаина Матросова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Светлана Дмитриева Хирти Явăш тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсемпе тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 11-мĕш класс ачисемпе тĕл пулнă. Вĕсем психоактивлă япаласемпе усă курни мĕн патне илсе пыни çинчен калаçу ирттернĕ. Людмила Ярышева ачасене наркотиксен, сигаретсемпе алкоголь шĕвекĕсен сиенлĕ витĕмĕ çинчен каласа панă, электрон сигаретсемпе спайссен сиенĕ, кальян туртни мĕнле чирсем пуçарса яма пултарни çинче чарăнса тăнă. Светлана Дмитриева обществăлла вырăнсенче, урамра, килте хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ачасемпе кала
«Малышиада-2019»

«Малышиада-2019»

Спорт уявĕсем ачасене физкультура хăнăхтарăвĕсемпе, спортпа интереслентереççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса малалла талпăнма вĕрентеççĕ. Майăн 21-мĕшĕнче "Рябинушка" ача садĕнче "Малышиада — 2019" районти спорт вăййисем иртрĕç. "Теремок" ушкăна çÿрекен ачасем пур ăмăртăва та хастаррăн хутшăнчĕç. И.Волковпа В.Орлова чупса финиша 2-мĕшсем çитрĕç, инçĕшне  сиксе     А.Мадюков 3-мĕш пулчĕ, И.Хисамова 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Скакалкăпа сиксе Э.Сабирова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, мечĕк сиктерсе А.Ананьев 3-мĕш вырăна, С.Шалина 2-мĕш вырăна тухрĕç. "Спорт ташши" номинацире те пирĕн ачасем палăрчĕç, 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр! Г.ИЛЬЯСОВА, Г.ТУКАЕВА.  
Шкул пĕтерекенсемшĕн янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Шкул пĕтерекенсемшĕн янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал юлашки шăнкăрав районти 11-мĕш тата 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн майăн 23-мĕшĕнче янăрарĕ. Çак кун пĕр вăхăтрах савăнăçлă та, пăлхануллă та. 11 çул пĕр класра вĕренсе, ăмăртусенче пĕрле тупăшнă вĕренекенсемшĕн пушшех те пулĕ тетĕп. Нĕркеç вăтам шкулĕнчен кăçал 11-мĕш класран 5 ача çеç вĕренсе тухать. Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та ырă кăмăллă, çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ. Çак кун тăван шкулта пулса курма тÿр килнишĕн те савăнатăп. Çырма-вулама вĕрентнĕ, шутлама хăнăхтарнă педагогсем — пурте чуна çывăх. Вĕсем вун-вун ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, чунне парса вĕрентнĕ. Çак ĕçе халĕ те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Вĕренекенсене уяв ячĕпе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, шкул директорĕ Надежда Петрова салам
Кĕнекесене тусан ан хуплатăр

Кĕнекесене тусан ан хуплатăр

Районти ача-пăча библиотекинче вулама çеç мар, ÿкерме, сĕтелçи вăййи выляма, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама пулать. Кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Ирина Крыловăпа Елена Прокопьева ачасене яланах хавас кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Вĕсене кĕнекесене, хаçат-журналсене вулама сĕнеççĕ, мĕн кирлине те наччасрах тупса параççĕ. Елена Прокопьева пуян опытлă специалист, вăл шаннă ĕçре 30 çул ытла тăрăшать. Ирина Крылова çак ĕçре 5 çул çеç пулин те, шанса панă ĕçе пĕлсе тата вăхăтра пурнăçлать. Çамрăк библиотекарь пирки калас пулсассăн, вăл хăйĕн ăсталăхне куллен ÿстерме тăрăшать. Нумай вулать, ыттисен паха опычĕпе паллашать. Библиотекăна çÿрекен ачасемпе те вăл çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Ахальтен мар, ачасем вулавăшра йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Унта çеç мар, республика ш
Хастар пике

Хастар пике

Чăннипех те маттур та пултаруллă яш-кĕрĕм ÿсет паянхи кун пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри вăл — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Матросова. Пĕрре те алă усса лармасть вăл. Яланах вĕренÿре, ĕçре. Нумаях пулмасть республика шайĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе "Илемлĕ сăмах ăсти" конкурс иртрĕ. Каçал енре çуралнă поэтăн — В.Шемекеевăн "Кам амăшĕ эсĕ" сăввине вуласа хăйĕн ăсталăхне кăтартса Таня 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Маларах çак конкурс районта иртнĕччĕ. Унта вара маттур пике çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Çĕнĕ Мăрат шкулĕн чысне çеç мар, Каçал ен чысне те хÿтĕлеме пултарчĕ вăл. Ытти çулсенче те вăл илемлĕ вулакансен конкурсĕсенче яланах малтисен ретĕнче пулнă. Таня сăвă е проза вуланă чухне пире хăйĕн авăрне кĕртсе ÿкерет. Залра шăп. Унпа пĕрле пăлханатă
Яшсем — Раççей çарĕн пулас салтакĕсем!

Яшсем — Раççей çарĕн пулас салтакĕсем!

"Салтака кайма юрăхлă пул", — теççĕ чăвашсем ывăл çут тĕнчене килсен. Çакă пепкене çирĕп те сывлăхлă пулма сунниех пулать, çара хавшак сывлăхлисене илмеççĕ-çке-ха. Комсомольски вăрманĕ хĕрринче иртнĕ çар вĕренĕвĕсем паянхи яшсем çара кайма юрăхлине, пур енĕпе те пултаруллине кăтартса пачĕç. Пилĕк куна тăсăлнă вĕренÿ вăхăтĕнче районти шкулсенче 10-мĕш классенче ăс пухакан каччăсем салтакри пурнăçа астивсе курчĕç, тĕрлĕ енлĕ çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухрĕç. Çар вĕренĕвĕн программи, чăннипех те, пуян. Шкул ачисем физкультура хатĕрленĕвĕпе, медицина пулăшăвĕ енĕпе, граждан оборонипе, тактика хатĕрленĕвĕпе теори тата практика занятийĕсенче пулчĕç, окопсем чаврĕç, хÿтĕлев е тапăну вăхăтĕнче салтаксен хăйсене мĕнле тытмаллипе паллашрĕç. Çавăн пекех пневматика винтовкинчен перес ăсталăхне туптарĕç,
Пурте – пĕрремĕш

Пурте – пĕрремĕш

Майăн 7-мĕшĕнче вара Асанкасси ачисем Шуршăл ялĕнче пулчĕç. Кунта А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа ачасем хăйсем ăсталанă ракета моделĕсене тÿпере вĕçтерсе ăсталăхне кăтартса пачĕç. Командăра виççĕн: Даниил Маргиданов, Дмитрий Герасимов, Станислав Чижиков. Виççĕшĕ те кружок руководительне савăнтармаллипех савăнтарчĕç — пĕрремĕш призерсем пулса тăчĕç. Каласа хăвармалла, çÿлерех асăннă ăмăртусем Чăваш Республикинчи шкул ачисен спартакиади шутне кĕрсе балсем пуçтарма май параççĕ. В.САЛАЕВ, В.ГАВРИЛОВ.  
Автомоделистсем – виççĕмĕшсем

Автомоделистсем – виççĕмĕшсем

Çак модельсемпе ăмăртусем Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулта апрелĕн 30-мĕшĕнче иртрĕç. Кунта та ачасем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Автомобильсемпе Даниил Маргидановпа /6-мĕш класс/ Алексей Языков /7-мĕш класс/ 2-мĕшсем пулчĕç, Борис Маштановпа Станислав Чижиков /иккĕшĕ те 7-мĕш класс/ 3-мĕш вырăнсене хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç. Команда вара виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Республикăри çарпа воспитани «Юнитэкс» центрĕ ачасене хавхалантарса çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.