Ашшĕ-амăшĕ яваплă

Ашшĕ-амăшĕ яваплă

Ачасене хирĕç никам та преступлени ан тутăр тесен чи малтанах ашшĕ-амăшĕн сыхă пулмалла. Ачасене тимлĕх уйăрмалла, вĕсем кампа хутшăннипе интересленмелле. Аса илтеретпĕр: çуллахи вăхăтра 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен ачасен çитĕннисемсĕр обществăлла вырăнсенче, урамра çÿреме юрамасть. Вĕсен вăйă заведенийĕсене, алкоголь шĕвекĕсемпе сăйлакан обществăлла апатлану вырăнĕсене ашшĕ-амăшĕсĕр кĕме юрамасть.
Ачасен воспитанийĕшĕн, аталанăвĕшĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă. Енчен те çитĕннисем çул çитменнисен прависене хÿтĕлемеççĕ, воспитани тата вĕрентÿ енĕпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ пулсан, малтанлăха вĕсене асăрхаттараççĕ е 500 тенкĕ таран административлă штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Енчен те ашшĕ-амăшĕ е вĕрентекен, çул çитменнисемпе ĕçлекен урăх организацин ĕçченĕ хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламасть, хăйне ачасемпе тискеррĕн тытать пулсан, ăна 40 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме, воспитани енĕпе 3 çул таран ĕçлеме чарма тата ытти мелпе явап тыттарма пултараççĕ.
Р.ЖУКОВА,
инспектор.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *