Четверг, 18 апреля

Яшсем — Раççей çарĕн пулас салтакĕсем!

Яшсем — Раççей çарĕн пулас салтакĕсем!

«Салтака кайма юрăхлă пул», — теççĕ чăвашсем ывăл çут тĕнчене килсен. Çакă пепкене çирĕп те сывлăхлă пулма сунниех пулать, çара хавшак сывлăхлисене илмеççĕ-çке-ха. Комсомольски вăрманĕ хĕрринче иртнĕ çар вĕренĕвĕсем паянхи яшсем çара кайма юрăхлине, пур енĕпе те пултаруллине кăтартса пачĕç. Пилĕк куна тăсăлнă вĕренÿ вăхăтĕнче районти шкулсенче 10-мĕш классенче ăс пухакан каччăсем салтакри пурнăçа астивсе курчĕç, тĕрлĕ енлĕ çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухрĕç.

Çар вĕренĕвĕн программи, чăннипех те, пуян. Шкул ачисем физкультура хатĕрленĕвĕпе, медицина пулăшăвĕ енĕпе, граждан оборонипе, тактика хатĕрленĕвĕпе теори тата практика занятийĕсенче пулчĕç, окопсем чаврĕç, хÿтĕлев е тапăну вăхăтĕнче салтаксен хăйсене мĕнле тытмаллипе паллашрĕç. Çавăн пекех пневматика винтовкинчен перес ăсталăхне туптарĕç, чăн-чăн çарти пекех черетленсе дежурствăра тăчĕç, хăйсемех апат пĕçерчĕç.
— Республикăри районсене пăхас пулсан, пирĕн патра тата Етĕрне районĕнче çеç çар вĕренĕвĕсем талăк тăршшĕпех тăсăлаççĕ. Ытти районсем пĕр-пĕр шкулта пуçтарăнса заняти ирттереççĕ те ачасене килĕсене яраççĕ. Пирĕн вара ачасем 5 кун вăрман хĕрринче палаткăсенче пурăнаççĕ, салтак пăтти мĕн тути каланине лайăхрах ăнланаççĕ, — пĕлтерет лагерь начальникĕ Нежметдин Сахров.
Çакăн пек хатĕрленÿ ирттересси — йăлана кĕнĕ япала. Ăна 70-мĕш çулсенчех ирттерме пуçланă. Унтанпа çур ĕмĕре яхăн иртнĕ пулсан та, çар вĕренĕвĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ, паянхи кун та 10-мĕш классен ачисем çак мероприятие чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

— Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпах çар вĕренĕвĕсене кĕтсе пурăнтăм. Кунта питĕ интереслĕ: çар пăшалĕсенчен те петĕмĕр, окопсем те чаврăмăр, тактика вăййи тата питĕ килĕшрĕ. Çара кайсан çăмăл пулмĕ, çавăнпа та çакăн пек хатĕрленÿ питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Пирĕн ертÿçĕсене Г.Н.Миронова, В.П.Автономова тата В.Ф.Волкова пире нумай çĕнни вĕрентнĕшĕн тав тăвас килет, — уçать шухăшне Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Василий Степанов.
Шкул ачисем, паллах, вăрман хĕрринче хăйсем тĕллĕн çеç пурăнмаççĕ. Кашни шкултанах ОБЖ тата физкультура учителĕсем вĕсене сăнаса-вĕрентсе тăраççĕ. Сăмах май, чылай çул ĕнтĕ çак лагере Урмаел вăтам шкулĕн ОБЖ учителĕпе Н.С.Сахровпа Асанкасси вăтам шкулĕн ОБЖ вĕрентекенĕ Ю.М. Копташкин ертсе пыраççĕ. Нумай çул юратнă ĕçре вăй хуракансем çар вĕренĕвĕсене кашнинчех тĕплĕн хатĕрленеççĕ, вĕренÿ вăхăтĕнче кĕтменлĕхсем сиксе тухасран лайăх тимлеççĕ. Чылай çул хушшинче мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ха?
— Ачасем, ытти çулсенчи пекех, питĕ маттур. Каланине итлеççĕ, мĕн хушнине туххăмрах пурнăçлаççĕ. Кăçал пĕрремĕш хут Шупашкара стрелоксен тирне Калашников автоматĕнчен пеме кайса килтĕмĕр. Пирĕн ачасем тĕлĕнмелле лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Улшăнусем пирки калас пулсан вара, халĕ, унчченхипе танлаштарсан, укçа-тенкĕпе тивĕçтересси лайăхланчĕ тесе каламалла. Район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕ ертсе пынипе ачасене халĕ апат-çимĕç те аван çитереççĕ, ытти тĕллевсемпе те укçа уйăраççĕ, — паллаштарчĕ лару-тăрупа штаб начальникĕ Юрий Копташкин.
Çар вĕренĕвне хутшăннă 71 шкул ачине çак кунсенче ăша хывнă теори тата практика пĕлĕвĕсем пуласлăхра питĕ пулăшасса, вĕсем Раççей çарĕн тивĕçлĕ салтакĕсем пуласса, тĕрлĕ çĕрте службăра тăрса район тата республика чысне çÿллĕ шайра тытасса шанатпăр.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *