Хастар пике

Хастар пике

Чăннипех те маттур та пултаруллă яш-кĕрĕм ÿсет паянхи кун пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри вăл — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Матросова. Пĕрре те алă усса лармасть вăл. Яланах вĕренÿре, ĕçре.
Нумаях пулмасть республика шайĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе «Илемлĕ сăмах ăсти» конкурс иртрĕ. Каçал енре çуралнă поэтăн — В.Шемекеевăн «Кам амăшĕ эсĕ» сăввине вуласа хăйĕн ăсталăхне кăтартса Таня 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Маларах çак конкурс районта иртнĕччĕ. Унта вара маттур пике çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Çĕнĕ Мăрат шкулĕн чысне çеç мар, Каçал ен чысне те хÿтĕлеме пултарчĕ вăл. Ытти çулсенче те вăл илемлĕ вулакансен конкурсĕсенче яланах малтисен ретĕнче пулнă.
Таня сăвă е проза вуланă чухне пире хăйĕн авăрне кĕртсе ÿкерет. Залра шăп. Унпа пĕрле пăлханатăн, унпа пĕрле куççуль кăларатăн. Текстри сăнарăн шăпишĕн кулянатăн е савăнатăн. Кашни сăмахне чĕри витĕр кăларса пирĕн чуна пырса тивмелле каласа кăтартать вăл. Чăн-чăн артист. Шутлатăн та — мĕнле ĕлкĕрет-ши вăл; Тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнма та, вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма та…
Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнса малти вырăнсене илме тивĕç пулчĕ вăл. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи «Туризм» кружока çÿресе республикăра тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Акă «Ориентирование» ăмăртура вăл 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Н.В.Николь-ский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа ирттерекен çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слетне те хастар хутшăнчĕ. Районта иртекен «Шкул пики — 2017» конкурсра «Вице — шкул пики» ята тивĕçрĕ, «Чăваш пики — 2018» конкурсра вара «Халăх юратакан пике» номинацире çĕнтерÿçĕ пулма пултарчĕ. Паллах, Таньăн çитĕ-нĕвĕсем тата та пур. Мĕн пĕчĕкрен музыка шкулне çÿренĕскер, тĕрлĕ инструментпа выляма пĕлет вăл, уйрăмах — хут купăспа. Юрлассипе-ташлассипе малти вырăнсене йышăнса пынă.
Таня — шкулта пĕрремĕш активистсенчен пĕри. Вăл — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ертÿçи, 2016 çулта йĕркеленнĕ «Юнармия» отрячĕн командирĕ. Шкулти тĕрлĕ мероприятисене те вăл йĕркелесе ертсе пырать. Кашни çулах «Зарницăна» хутшăнать. Нумаях пулмасть хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Хура тинĕс хĕрринчи «Орленок» лагерьте канма пултарчĕ.
Шутласан — йăрăс пÿллĕ, сăпайлă, çепĕç чĕлхепе калаçакан хĕрте мĕн чухлĕ вăй пурринчен тĕлĕнетĕн. Вăл, чăнах та, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнине куратăн. Пăрчăкан пек вăр-варскере пур ĕçре, паллах, хавхалантарса пыракансем пур — юратнă ашшĕпе амăшĕ, аппăшĕ, йăмăкĕсемпе шăллĕ, чи çывăх тăванĕсем. Таня малашне те çакăн пекех пултаруллă та маттур пуласса шанатпăр. Пурнăçра хăйне килĕшекен професси суйласа илме, çак таранччен туптаннă таланта малалла аталантарма сунатпăр!
Г.ТИМОФЕЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *