Образование

Пур енĕпе те пултаруллă

Пур енĕпе те пултаруллă

Кашни шкултах пур енĕпе те маттур, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, тĕрлĕ конкурсра мала тухакан хастар ачасем пур. Вĕсем предмет олимпиадисене хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ, сцена çине тухса куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Çакăн пек маттур ачасенчен пĕри —  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан София Чернова. Класри пĕр мероприяти те Соньăсăр иртмест. Вăл мĕн пĕчĕкрен хастарлăхпа палăрать, уроксенче лайăх ĕлкĕрсе пырать, класс тулашĕнчи ĕçе те активлăн хутшăнать. Биологипе, географипе, вырăс чĕлхипе, математикăпа, акăлчан чĕлхипе, физикăпа, историпе, общество-знанипе — кашни предметпах вăл хăйĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулнине конкурс-олимпиадăсене хутшăнса çирĕплетет. 2017 çулта вăл пуçватмăшсем шутлас енĕпе ирттернĕ "
Шкул лагерĕнче

Шкул лагерĕнче

  Çуллахи кану вăхăтĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал та, яланхи йăлапа, шкулсем çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕнчи "Солнышко" лагере 14 вĕренекен çÿрерĕ. Ытларах кунта кĕçĕн классенчи ачасем пулчĕç. Вĕсем кану вăхăтне усăллă тата кăсăклă ирттерччĕр тесе тăватă педагог вăй хучĕ: Л.Г.Белкова /лагерь ертÿçи/, И.М.Степанова, Р.Н.Алексеева воспитательсем тата А.В.Корнилова вожатăй. Канакансене кăсăклантарас тесе кашни куна мĕне те пулин халалланă: Çемье кунĕ, Сывлăхпа спорт кунĕ, Туслăх кунĕ, Астăвăм кунĕ тата ытти те. Уйрăмах ачасене Нептун кунĕ килĕшрĕ, мĕншĕн тесен çав кун вĕсем Йĕпреçри физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра шыва кĕрсе киленчĕç. Кино кунĕ вара Урмаелĕнчи "Урмай" кинозала çитсе килнип
Республикăран – каллех çĕнтерÿпе

Республикăран – каллех çĕнтерÿпе

Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасен кĕçĕн классенченех технологи кружокĕсенче тĕрлĕ модельсем тăвассинче ăсталăхне ÿстерсе пырса, вĕсемпе республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнасси çирĕп йĕркене кĕрсе çитнĕ тесех каламалла. Турнирсенче ачасем хăйсене лăпкă, хумханмасăр тытаççĕ, шанчăкĕ пурнăçа кĕрессине малтанах курса тăраççĕ пулмалла, тĕрлĕ лару-тăрура çухалса каясси те çук вĕсен. Ракета, самолет, карап, автомобиль, хут çĕлен моделĕсене пысăк ăсталăхпа ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеме, çĕнтерÿ тутине ÿстерме, мĕн вĕрентнине пурнăçа кĕртме, яланах мал ĕмĕтлĕ пулма ачасене технологи кружокĕн ертÿçи, шкул учителĕ В.М.Салаев вĕрентет. Кружок ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелени те куç умĕнчех. Çакна республикăри кашни турнирта кружок членĕсем нумай наградăсем илни те уçç
Призерсен шутĕнче

Призерсен шутĕнче

Июнĕн 19—22-мĕшĕсенче ачасен сывлăхне çирĕплетекен Çĕрпÿ районĕнчи "Звездный" лагерь территорийĕнче "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен республика тапхăрĕ иртнĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен 87 команда пуçтарăннă. "Зарница" ушкăнра — 29 команда, "Орленокра" 25 команда вăй виçнĕ. Унсăр пуçне 15 çарпа патриот клубĕ тата 18 професси вĕренÿ организацийĕ тупăшнă. Пурĕ ăмăртăва 870 çын хутшăннă. Пирĕн район чысне "Орленок" ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр ăнăçлăн тухса çамрăк армеецсем, пĕлтĕрхи пекех, 3-мĕш вырăна тухнă. Л.АНТОНОВА.  
Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Кăçал "Парксен маршĕ" акципе килĕшÿллĕн Тискер çутçанталăка сыхлакан центр ачасем хушшинче "Хĕрлĕ кĕнеке страницисем" конкурс йĕркеленĕ. Çамрăк ÿнер-çĕсем Чăваш Республикин е Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕрекен чĕрчунсемпе ÿсентăрансене сăнланă. Унсăр пуçне ачасем мĕншĕн шăпах вĕсене конкурс ĕçĕ валли суйланине, çак чĕрчунсемпе ÿсентăрансем мĕнле хăрушлăхра пулнине кĕскен çырса панă. Республика тапхăрне регионăн 3 хулипе 10 районĕнчен 120 ĕç килнĕ. Вĕсене хак панă чухне ачасем ĕçе хăйсем тĕллĕн ха-тĕрлени, ĕç темăпа килĕшсе тăни, ÿкерчĕк пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрнă. Конкурса 3 ÿсĕмре пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх 15 ĕçе Мускаври Тискер çутçанталăка сыхлакан центра конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма ярса панă. Çулсерен "Парксен маршĕ" акцин çĕнĕ девизне шутласа кăларакансем хушшинче те конкурс ирте
Ачасем Олимп кунне хутшăнчĕç

Ачасем Олимп кунне хутшăнчĕç

Июнĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи А. Игнатьев ячĕпе хисепленекен регионти Олимп центрĕнче Пĕтĕм Раççейри XXX Олимп кунĕ иртрĕ. Ăна Минскра пулакан Европа вăййисене тата Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитетне 125 çул çитнине халалласа йĕркелерĕç. Мероприятие килсе çитнĕ мĕн пур хăнасене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каларĕ. "Спорт — патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах çирĕплетсе калать. Паянхи куна Чăваш Республикинче пурĕ 51 спорт шкулĕ. Массăллă спорта халăх хапăл тусах çÿрет. Спортсменсем регион шайĕнче анчах мар, Раççей, тĕнче шайĕнче пысăк кăтартусемпе палăрни те куçкĕретех", — тенĕ Михаил Игнатьев. Спорт уявĕн хăни Раççейр
Çулла — хаваслă вăхăт

Çулла — хаваслă вăхăт

Çулла — чылайранпа ача-пăча кĕтнĕ каникулсемпе отпусксен, походсен хаваслă та шавлă, çав вăхăтрах хула айккинчи пикниксен вăхăчĕ. Кашни канмалли кун пиншер автомашина, автобус çĕршер çынна асфальтлă, уçă сывлăшсăр урамсенчен юханшывсемпе кÿлĕсен çыранĕсене, вăрмансемпе ращасене илсе çитерет. Шывра ишме, хĕвел питтинче хĕртĕнме, çырла-кăмпа пуçтарма, уçăлса çÿреме юратакансем тарават çутçанталăкăн хĕвел ăшшипе, çулçă пăшăлтатăвĕпе, вăрман сулхăнĕпе киленĕç. Çак ешĕл тĕнчен ырлăхĕ пĕтĕмпех этем аллинче. Çавăнпа та унпа пĕлсе усă курасчĕ, упрасчĕ ăна! Ача-пăча пирки калас пулсан, каникул вăхăтĕнче ачан пурнăçне уйрăмах сăнаса тăмалла. Ăс-тăнпа кăмăл-сипет аталанăвне шайлаштарма тăрăшмалла. Ача кану кунне килте епле ирттерет; Паллах, ашшĕ-амăшĕн хыпăнчăк сăнĕсене яланах курни ăна савăнтармаст
Вĕренекенсене – паспорт

Вĕренекенсене – паспорт

Иртнĕ эрнере Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан 14 çул тултарнă çамрăксем пурнăçри чи паллă документа — паспорта — алла илчĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн заведующийĕ Любовь Пушкина саламларĕ. Паспорт — пурнăçри чи кирлĕ документ иккенне тата ăна çав тери типтерлĕ тытмалли çинчен аса илтерсе хăварчĕ. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене паспорт илнĕ ятпа саламларĕç. — Алла паспорт илнĕ кун — пурнăçри чи паллă кун. Халĕ эсир Раççей Федерацийĕн гражданинĕсем. Апла пулсассăн сирĕн яваплăх ÿсет. Пурнăçра тÿрĕ кăмăллă, маттур, хастар, ĕçчен пулăр, — терĕ Ольга Витальевна. Паспорта алла илнисем: Карина Максимова, Вика Горбунова, Юля Плешкова, Настя Егорова, Валерия
Асăрхануллă пулăр!

Асăрхануллă пулăр!

Мопедсемпе, велосипедсемпе ытларах шкул ачисем ярăнма кăмăллаççĕ. Çул-йĕр правилисене пĕлменни, транспорт хатĕрĕпе çÿрес енĕпе опыт пухайманни, ÿсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманни вĕсене час-часах йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Çул çитмен ачасем асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çÿренĕ чух асăрханусăр пулнăран аварие лексе йывăр сусăрланнă тĕслĕх çулсеренех пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне ачисене транспорт хатĕрĕсем туянса панă чух асăрхануллă пулма, кĕçĕннисене çул-йĕр правилисемпе паллаштарма ыйтас килет. Пурлăха упрассишĕн те яваплă пулар. Транспорт хатĕрĕсене лавккана е ытти çурта кĕнĕ чух çăрапа картасенчен, ятарлă вырăнсенчен çаклатса хăварăр е паллакансене асăрхаса тăма ыйтăр. Д.СОЛОВЬЕВ.  
Çуллахи кану инкек ан кÿтĕр

Çуллахи кану инкек ан кÿтĕр

Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей, Турă панă парне. Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел çуратса тивĕçлĕ пăхса ÿстерме ĕмĕтленет. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсем çине питĕ пысăк яваплăх илеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ачасем тулаш сăлтавсене пула çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пысăкки пирки пăшăрханса каларĕ, профилактика субъекчĕсен çак сăлтавсене сирес тĕлĕшпе пĕрлехи вăйпа ĕçлемеллине палăртрĕ. Сывă, тĕрĕс-тĕкел çуралнă ача тулашри сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлни —пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри. Шел пулин те, радио-телевидени, хаçат-журнал урлă çакăн евĕр тĕслĕхсем пирки час-часах илтетпĕр. Ача кирек хăш ÿсĕмре те хÿтлĕхсĕр. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплă пулнипе пĕрлех тимлĕ те асăрхануллă