Пятница, 26 апреля

Образование

Хĕл – хаваслă вăхăт

Хĕл ачасене хăйĕн илемĕпе часах савăнтармарĕ. Çапах та пурте чăтăмсăррăн кĕтни сая каймарĕ. Раштав уйăхĕн пĕр кунĕнче лапка-лапка йĕпе юр çуса пачĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем кантăк енчен куçĕсене илмерĕç. "Хĕвел шевлисем" ушкăнри ачасем васкаса тумланса урама уçăлма тухрĕç. Юрĕ сахал пулин те, юр кĕлетке тумалăх пуçтарăнчĕ. Çав тери тăрăшса ĕçлерĕç пĕчĕкскерсем. Часах юр кĕлетке пулса та тăчĕ. Ăна тĕрлĕ тумпа илемлетрĕç, юнашар тăрса сăн ÿкерĕнчĕç. Мĕн тери хаваслă пулчĕ çак кун, урамран кĕрес те килмерĕ. Çапла, ачасене савăнтарма нумай та кирлĕ мар. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эпир малашне юр нумай çăвасса шанса пĕчĕккĕн юртан купасем тăватпăр. Вылямалли лаптăксенче илемлĕ кĕлеткесем ăсталаса, çÿллĕ тăвайккисем туса ачасене савăнтарасси сирĕнтен те нумай килет. Çавăнпа та çывăх вăхăтра юртан ăсталанă

Кремльти елкăра пулнă

Ача-пăча хĕле чи малтанах Çĕнĕ çул уявĕсене пула чăтăмсăррăн кĕтет. Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле капăр елка тавра юрласа-ташласа савăнни тепĕр çулчченех асра юлать, чунра ăшă туйăм çуратать. Мускаври Кремльте иртекен елкăра пулса курни вара — уйрăмах асра юлмалли пулăм. Çакна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш "б" класра пĕлÿ илекен Полина Романова çирĕплетсех калама пултарать. Кăçал вăл шăпах Кремльти елкăна кайма тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи елкăна, паллах, кашни ачанах йыхравламаççĕ. Унта çитсе курас тесен чылай тăрăшмалла: вĕренÿре ĕлкĕрсе пымалла, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене тивĕçмелле, пур çĕрте те активлă пулмалла. Çакна асра тытса Полина мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренет, унăн дневникĕнче "5" паллăсем анчах. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнма яланах хавас. Çавăнпах та пу
Стипендиатсем паллă

Стипендиатсем паллă

Çулсерен республикăри чи маттур та пултаруллă яшсемпе хĕрсем ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, вĕсен йышĕнче пирĕн районти пултаруллă çамрăксем пур. Çав шутра: Пĕтĕм Раççейри "Молодая гвардия Единой России" обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн членĕсем Валерия Александрина, Никита Лепешкин тата Есения Любимова, Алексан-дровка тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен Никита Алексеев, РФ ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕн следователĕ Энис Биккулов, полицин участковăй уполномоченнăйĕ Илнур Гайнетдинов, Ольга Ильина юрисконсульт, кадрсемпе ĕçлекен специалист Рамиля Сабирова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Ангелина Бурлакова, Кирилл Краснов, Иван Кузьмин тата Александра Салмина, Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен Дарья Голыева, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс п

Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрсан

Кăçал юр часах çуманнине кура йĕлтĕр спортне кăмăллакансем чылай пăшăрханчĕç. Декабрь вĕçленчĕ, апла пулин те йĕлтĕр сырса уя тухмалли çинчен ĕмĕтленмелли те çукчĕ-ха. Çĕнĕ çула хирĕç лапка-лапка юр çуса пани вара спортсменсемшĕн питĕ кĕтнĕ парне пулчĕ. Çак кунсенче районта пурăнакансем те хĕллехи спорт сезонне уçма васкарĕç — Хырхĕрри ял тăрăхĕнче Олимп чемпионне В.П.Воронкова асăнса йĕркелекен районти йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнчĕç. Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев спорт уявĕ ячĕпе саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç. Чи малтанах старта районти организацисенче, предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем тухрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хырхĕрри тĕп шкулĕн директорĕ Юрий Алек

Уяв – ачасене пĕрлештерет

Раштав — Христос çуралнă кун /Рождество Христово/ — пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Православи тĕнне тытса пыракансем Раштава январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ. Христиансем пурте çак уява питĕ кĕтеççĕ. Çак кун тĕнчере чи паллă çын — Христос — çуралнă. Вăл тĕнче историне улăштарнă, пĕтĕм этемлĕхе чăн Турă патне çул уçса панă. Пысăк та сăваплă уява тĕпе хурса районта кашни çулах "Вознесения Господня" чиркÿре Раштав елки тата "Свет Рождества" фестиваль йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи уяв январĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Вăл çÿллĕ шайра пулчĕ. Чи малтанах районти культура ĕçченĕсем чиркĕве пухăннă ачасем валли елка ирттерчĕç. Хĕл мучипе Юр пике те килсе çитрĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Унтан вара пурте вырсарни шкулне пухăнчĕç. Уява килсе çитнисене Канаш епархийĕн 3-мĕш округри благочиннăйĕ Ал
Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Çак илемлĕ уява аслисем те, пĕчĕк ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. "Пучах" ача садĕнчи "Хĕвел" ушкăнри пĕчĕккисем асамлă Çĕнĕ çула кĕтсе илме малтанах хатĕрленме тытăннă. Воспитательсем ачасемпе çак уявпа çыхăннă калаçусем ирттернĕ, сăвă-юрăсем, ташăсем вĕрентнĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче ачасем хăйсене асамлă юмах тĕнчине лекнĕ пекех туяççĕ. Унта вĕсем юмахсенчи сăнарсемпе тĕл пулаççĕ, Хĕл мучипе унăн мăнукне сăвăсем каласа параççĕ, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ, вăйăсем выляççĕ. Хĕл мучи парнисемшĕн ачасем питĕ савăнаççĕ. Çакăн пек уявсенче яланах савăнăçлă ача-пăча сасси, вăййи-кулли янăраса тăтăр. В.СЕНАТОВА, "Колосок" ача сачĕн воспитателĕ.  

«Пилеш» ача сачĕн юбилей

1969 çулта Комсомольскинче "Рябинушка" ача сачĕ уçăлнă. Тĕрлĕ вăхăтра унта çÿренисем ача садне халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Кун пеккисем вара — пинĕ-пинĕпе. Декабрĕн 20-мĕшĕнче ача сачĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. 50 çул... Учрежденишĕн ку — хаваслă пулăмсемпе, уявсемпе тата ачасен ăшă куллисемпе тулнă манăçми çулсем. Ача садне ахальтен мар иккĕмĕш кил теççĕ. Кунта ачасене ăшăлăхпа, тимлĕхпе хупăрлаççĕ. Шăпăрлансем пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ, пĕрремĕш туссем тупаççĕ, тавралăхпа паллашаççĕ, хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Ача садĕнче иртнĕ çулсем ĕмĕрлĕхе асра юлаççĕ. Юратнă воспитатель, няня, урамри вăйăсем, уявсем — çаксене аса илсен çитĕннисен те пичĕсем ăшă кулăпа çуталаççĕ. "Рябинушка" ача сачĕн коллективне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлă

Маттуррисен шутĕнче

Нумаях пулмасть Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче район шайĕнчи "Ача-пăча сасси" конкурс иртрĕ. Çулсерен конкурс валли çĕнĕ юрăсемпе ташăсем хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕрхи фестивальте Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем куракансене авалхи ача-пăча юррисене шăрантарса малтисен йышне лекме пултарнăччĕ. Кăçалхи конкурса пирĕн шкултан виçĕ ушкăн хутшăнма кăмăл турĕ. Ку пире питĕ савăнтарчĕ. Хальхи çамрăксем асатте-асаннесен авалхи юррисене юрлани, йăли-йĕркисене аса илни халăхăн культурине сыхласа хăварма, аталантарма пулăшать. Конкурсра çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕсене тĕрлĕ номинацисенче кăтартрĕç. "Вăйă" ушкăн куракансене илемлĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕ. Вĕсене пултарулăхне кура I степеньлĕ Диплом парса чысларĕç. Вăтам шкулта вĕренекен С. Ильина çулсерен тĕрлĕ конкурссене хутшăн
Ют чĕлхепе мĕн ачара туслă

Ют чĕлхепе мĕн ачара туслă

Декабрĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасен пултарулăхĕн ют чĕлхесемпе иртекен "English for arts" районти IV фестивалĕ иртрĕ. Ăна ачасене ют çĕршыв литературипе интереслентерес, пĕр-пĕринпе ют чĕлхепе хутшăнма вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕç. Акăлчан чĕлхипе класс тулашĕнче те ĕçлени чĕлхене ытларах аталантарма, нумайрах сăмах ас туса юлма, монолог тата диалог евĕр пуплеме вĕренме пулăшать, ачасене ку предметпа тата та ытларах интереслентерет. Фестивале районти пур шкулта вĕренекенсем те хастаррăн хутшăнчĕç. Вăл виçĕ номинаципе иртрĕ: "Ют чĕлхепе сăвă каласси", "Ют чĕлхепе юрă юрласси", "Ют чĕлхепе сценка лартасси". Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене виçĕ ушкăнра палăртрĕç. Нимĕçле сăвă каласа Шурут вăтам шкулĕн 2-мĕш класĕнче вĕренекен Анна Красильникова тата Урмаел вăтам шкулĕн 7-
Как бороться с детскими истериками и капризами?

Как бороться с детскими истериками и капризами?

Что может привести родителей в ярость и смущение одновременно. Конечно же детская истерика, закатанная на виду у всех. Рано или поздно каждый из нас сталкивается с этой неприятной ситуацией. Больше всего истерик приходится на возраст от 1,5 до 3 лет. Как раз в этот период дети всячески демонстрируют свою самостоятельность. Ребенок понимает, что истерика — это самый быстрый способ добиться желаемого или, по крайней мере, привлечь к себе внимание. А если не выдержать и уступить? О, тогда он мгновенно поймет, что добился своего и станет прибегать к этому средству снова и снова. А что делать родителям? Ждать, когда перерастет. Но это период может затянуться надолго, если малыша не учить справляться со своими эмоциями и выражать их другим способом. Вот 5 главных принципов борьбы с детской истер