Четверг, 25 апреля

Маттуррисен шутĕнче

Нумаях пулмасть Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче район шайĕнчи «Ача-пăча сасси» конкурс иртрĕ. Çулсерен конкурс валли çĕнĕ юрăсемпе ташăсем хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕрхи фестивальте Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем куракансене авалхи ача-пăча юррисене шăрантарса малтисен йышне лекме пултарнăччĕ.
Кăçалхи конкурса пирĕн шкултан виçĕ ушкăн хутшăнма кăмăл турĕ. Ку пире питĕ савăнтарчĕ. Хальхи çамрăксем асатте-асаннесен авалхи юррисене юрлани, йăли-йĕркисене аса илни халăхăн культурине сыхласа хăварма, аталантарма пулăшать.
Конкурсра çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕсене тĕрлĕ номинацисенче кăтартрĕç. «Вăйă» ушкăн куракансене илемлĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕ. Вĕсене пултарулăхне кура I степеньлĕ Диплом парса чысларĕç. Вăтам шкулта вĕренекен С. Ильина çулсерен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет. Ытларах юрлама ăста Снежана. Кăçалхи конкурсра Евгений Федотов ертсе пынипе вырăс халăх юррине шăрантарса çамрăк юрăç I степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ.
Вăтам шкул çумĕнчи ача садне çÿрекенсем /воспитателĕсем А.Родионовăпа Н.Кашина/ юрласа тата кашăксемпе шаккаса I степеньлĕ Диплома çĕнсе илчĕç.
Ачасем пур çĕрте те хастар пулни савăнтарать. Вĕсене педагогсем вĕрентсе, ертсе пыни утăм хыççăн утăм тума пулăшать те.

Р.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *