Четверг, 18 апреля

Образование

Пултаруллă çамрăк

Каçал ен хастар та пултаруллă çамрăксемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Марианна Яковлева. Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕн 11 класĕнче вĕренет. Юрлама, ташлама ăста çамрăк вĕренÿре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Баскетбол вăййине выляма юратать. Марианна акăлчан тата истори предмечĕсене кăмăллать. Хĕр шкултан вĕренсе тухсан хăй килĕштерекен предметсемпе вĕрентекен тата юрист дипломĕсене алла илме ĕмĕтленни пирки хавхаланса калаçрĕ. Марианна тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче хăй пултаруллине кăтартать. Унăн портфолио Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе пуян. Пĕлтĕр Л.В.Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă "Чăвашлăха — çăлтăр çулĕпе" курав-тĕлпулура калаври сăнара лайăх вылянăшăн Чăваш Республикин Профессионаллă писательсен союзĕн Хисеп грамотине, районти тĕп биб
Республикăра мала тухнă

Республикăра мала тухнă

Нумаях пулмасть шкул тулашĕнчи ĕçĕн "Эткер" центрĕнче Пĕтĕм Раççейри "Моя малая родина: природа, культура, этнос" конкурсăн республика тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Унта Куславкка, Комсомольски, Вăрмар районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен конкурсантсем пулнă. "Этноэкологи журналистики" номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Валерия Казакова /ертÿçи — П.В.Родионов/ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Унăн ĕçне конкурсăн пĕтĕм Раççейри шайне ярса янă.  

Волейболла вылянă

Шкул волейбол лигин чемпионачĕ — шкул командисем хушшинче ирттерекен чи анлă сарăлнă спорт проекчĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче пирĕн район çак чемпионата хастаррăн хутшăнать. Январĕн 29-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра шкул волейбол лигин муниципаллă тапхăрĕ старт илчĕ. Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев саламларĕç. Çак кун хĕрсен командисем вăй виçрĕç. Каччăсен командисем хушшинче те вăйăсем хĕрÿ иртрĕç.  
Кĕнеке парне пултăр

Кĕнеке парне пултăр

Районти централизациленĕ библиотека тытăмĕ Пĕтĕм Раççейри "Дарите книги с любовью!" акцие хутшăнма йыхравлать. Ăна Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна халалласа ирттереççĕ. Районти библиотекăсенче асăннă акци февралĕн 1—14-мĕшĕсенче иртет. Кам çак акцие хутшăнса кĕнекесем, журналсем парнелеме хатĕр — вĕсене районти тĕп библиотекăра 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен кĕтеççĕ.  

Çĕнĕ автобуссемпе тивĕçтернĕ

Январĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççисене панă. Республикăна пĕтĕмпе 15 автобус илсе çитернĕ. Çĕнĕ автобуссем хăтлă, ГЛОНАСС, тахограф, хăвăртлăха тытса пыракан тата навигаци приборĕсем пур. Кашни ларкăч çине хăрушсăрлăх пиççиххийĕ çирĕплетнĕ. Палăртмалла, кăçал шкул автобусĕсем туянмашкăн республика хыснинчен 16 миллион тенкĕ уйăрнă.  

Çĕнĕ Мăрат ачисем култараççĕ

Ачасем, эсир "Култаракан арча" пирки илтнĕ-и? Эпир вара ун çинчен чылай пĕлетпĕр. Ку — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн хастарĕсен "пепкийĕ". Вырăс ачисен "Ералаш" киножурналне куç умне кăларăр-ха. Шăпах çавăнти пек кулăшла тата кăсăклă сюжетлă кăларăмсемпе палăрса тăрать те "Култаракан арча" видеожурнал. Тата вĕсем тăрăшнипех нумаях пулмасть пĕр мультфильмри сăнарсем чăвашла калаçма тытăннă. Ку таранччен Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем 5 серие кун çути кăтартнăччĕ. Çак кунсенче "Телейлĕ вĕренекен" куракансем патне çитнĕ. Видеожурнал калăплаканĕ — шкулти "Çĕнĕ хум" пресс-центр. Унти хастарсем кашни уйăхра шкул хаçачĕ кăлараççĕ, фоторепортажсем, видеороликсем хатĕрлеççĕ. "Кон-тактра" социаллă сетьре "Çĕнĕ Мăратри шкул ачисен юхăмĕ /РДШ/" ушкăна тытса пыраççĕ, пичет кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Ташăра та, вĕренÿре те маттур

Январĕн 18-мĕшĕнче Канаш хулинче бал ташшисен "Бал четырех побед" республикăри конкурсĕ иртнĕ. Конкурса Чăваш Енри кадет класĕсенче пĕлÿ пухакансем хутшăннă. Район чысне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакансем хÿтĕленĕ. Кадетсем виçĕ номинацире палăрма пултарнă. "Обязательная бальная композиция" номинацире вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, "Свободная бальная композиция" номинацире кадетсем — тăваттăмĕшсем, "Лучшая бальная пара" номинацире Дина Хайртдиновăпа Вавил Андреев çĕнтернĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, кадетсем конкурсра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Саламлатпăр!  

Ачасен çыравçи – Николай Ытарай

Ачалăх.... Ачалăх мĕнне пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Эпир пурте ачалăхран тухнă. Ачасемпе ĕçлекенсем, ачасем валли çыракансем ăçтан тухнă? Вĕсем те ачалăхранах. Уйрăмлăхĕ çакă: ачасемшĕн çыракан ачалăхран тухать те каялла ачалăха таврăнать, ачасемпе пĕрле çĕнĕрен пурăнма тытăнать. Ачалăха каялла таврăнмасăр ачасем çинчен çырма май çук. Николай Васильевич Васильев-Ытарай пирки те çавнах калас пулать. Вăл ачасем валли çырассине хăйĕн пурнăç тĕллевĕ туса хунă. Ачасем валли илĕртÿллĕ, çăмăл, çав вăхăтрах усăллă хайлавсем çырнă. Вăл çырнă кашни хайлав чĕрĕ сăмахпа, чĕрĕ сăнарпа, чĕрĕ шухăшпа пуян. Николай Ытарай 1925 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнче çуралнă. Пирĕн ентеш пурăннă пулсассăн кăçал 95 çул тултарнă пулĕччĕ. Ентеш ятне вулакансем асра тытчăр, çыравçăн пулта

Хĕл – хаваслă вăхăт

Хĕл ачасене хăйĕн илемĕпе часах савăнтармарĕ. Çапах та пурте чăтăмсăррăн кĕтни сая каймарĕ. Раштав уйăхĕн пĕр кунĕнче лапка-лапка йĕпе юр çуса пачĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем кантăк енчен куçĕсене илмерĕç. "Хĕвел шевлисем" ушкăнри ачасем васкаса тумланса урама уçăлма тухрĕç. Юрĕ сахал пулин те, юр кĕлетке тумалăх пуçтарăнчĕ. Çав тери тăрăшса ĕçлерĕç пĕчĕкскерсем. Часах юр кĕлетке пулса та тăчĕ. Ăна тĕрлĕ тумпа илемлетрĕç, юнашар тăрса сăн ÿкерĕнчĕç. Мĕн тери хаваслă пулчĕ çак кун, урамран кĕрес те килмерĕ. Çапла, ачасене савăнтарма нумай та кирлĕ мар. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эпир малашне юр нумай çăвасса шанса пĕчĕккĕн юртан купасем тăватпăр. Вылямалли лаптăксенче илемлĕ кĕлеткесем ăсталаса, çÿллĕ тăвайккисем туса ачасене савăнтарасси сирĕнтен те нумай килет. Çавăнпа та çывăх вăхăтра юртан ăсталанă

Кремльти елкăра пулнă

Ача-пăча хĕле чи малтанах Çĕнĕ çул уявĕсене пула чăтăмсăррăн кĕтет. Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле капăр елка тавра юрласа-ташласа савăнни тепĕр çулчченех асра юлать, чунра ăшă туйăм çуратать. Мускаври Кремльте иртекен елкăра пулса курни вара — уйрăмах асра юлмалли пулăм. Çакна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш "б" класра пĕлÿ илекен Полина Романова çирĕплетсех калама пултарать. Кăçал вăл шăпах Кремльти елкăна кайма тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи елкăна, паллах, кашни ачанах йыхравламаççĕ. Унта çитсе курас тесен чылай тăрăшмалла: вĕренÿре ĕлкĕрсе пымалла, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене тивĕçмелле, пур çĕрте те активлă пулмалла. Çакна асра тытса Полина мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренет, унăн дневникĕнче "5" паллăсем анчах. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнма яланах хавас. Çавăнпах та пу