Пятница, 19 апреля

Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Çак илемлĕ уява аслисем те, пĕчĕк ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. «Пучах» ача садĕнчи «Хĕвел» ушкăнри пĕчĕккисем асамлă Çĕнĕ çула кĕтсе илме малтанах хатĕрленме тытăннă. Воспитательсем ачасемпе çак уявпа çыхăннă калаçусем ирттернĕ, сăвă-юрăсем, ташăсем вĕрентнĕ.
Çĕнĕ çул уявĕнче ачасем хăйсене асамлă юмах тĕнчине лекнĕ пекех туяççĕ. Унта вĕсем юмахсенчи сăнарсемпе тĕл пулаççĕ, Хĕл мучипе унăн мăнукне сăвăсем каласа параççĕ, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ, вăйăсем выляççĕ. Хĕл мучи парнисемшĕн ачасем питĕ савăнаççĕ.
Çакăн пек уявсенче яланах савăнăçлă ача-пăча сасси, вăййи-кулли янăраса тăтăр.
В.СЕНАТОВА,
«Колосок» ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *