Пятница, 26 апреля

Образование

Стоп-коронавирус или Как продолжить работу с детьми?

Проблема коронавируса стала самой актуальной на сегодняшний день не только во всем мире, но и в нашей стране. До недавнего времени с трудом верилось, что эпидемия коронавируса может охватить всю планету и станет пандемией. Что беда может постучаться во многие дома и семьи. И не важно, сколько тебе лет, ребенок ты или взрослый. Перед вирусом все равны. Со своими воспитанниками, начиная с ранней группы, мы проводим систематическую работу по основам валеологии. На протяжении всего времени пребывания ребенка в дошкольном учреждении решаем задачи воспитания и обучения, направленные на укрепление здоровья детей, закаливание организма, привития гигиенических привычек и навыков культурного поведения. Они знают, как вести себя при кашле и чихании, умеют пользоваться носовым платком, своевременно

Эпĕ çĕлеме пултартăм, эсир?

Пурне те халь коронавирус шиклентерет. Çынсем усал чиртен сыхланма васкаççĕ. Нумайăшĕ маска тăхăнса çÿрет. Интернетра маска туянма çукки пирки чылай çын пăшăрханса çырать. Эпир — шкул ачисем — çурхи каникулта пултăмăр, дистанци мелĕпе вĕренетпĕр. Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пире, вĕренекенсемпе, килте пурăнма кичем пуласран тĕрлĕ конкурс-вăйă ирттерет. Акă, тĕслĕхрен, эпир çарпа патриотизм енĕпе конкурса хутшăнатпăр, кашни кун тĕрлĕ ĕç тума вĕренетпĕр. Мем тума вĕрентĕмĕр. Челленджсене хутшăнса маска çĕлеме те тиврĕ. Çĕлемелли майсене каллех шкул ачисен юхăмĕ хăй каласа пачĕ. Эпĕ те нумай шутласа тăмарăм, хамăн ăсталăха тĕрĕслесе пăхма шутларăм. Эпĕ васкасах маска çĕленине курса шăллăмпа йăмăк та пырса тăчĕç. "Пире валли те кирлĕ", — терĕç. Мĕнех, эп хам валли çĕленĕ май маска çĕлеме вĕре
Ачасем ĕçсĕр лармаççĕ

Ачасем ĕçсĕр лармаççĕ

Тĕнчипе хаяр чир çÿренĕрен çынсене килĕсенчен тухса çÿреме чарнă. Кашниех урама та тухасшăн, шкула вĕренме те çÿресшĕн... Анчах та хамăр тата ытти çынсен сывлăхне упрас тесен çак хушусене пурнăçламах тивет. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те каникула ахаль ирттермеççĕ. Мĕн тăваççĕ вĕсем тетĕр-и? Ара, хальхи пурнăçра пурин те телефон, компьютер, интернет пур. Çаксемпе усă курса тĕрлĕ конкурссене хутшăнма пулать. Раççейри шкул ачисен юхăмĕн кашни ушкăнĕ тĕрлĕ ĕçсем сĕнет. Хутшăнма вара кăмăл çеç кирлĕ. Акă, вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕ квест ирттерчĕ. — Кашни станцинче тĕрлĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Вĕсем пурте çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа, сывă пурнăç йĕркипе, обществăлла вырăнсенче хамăра мĕнле тытмаллипе тата экологипе çыхăннă, — пĕлтерчĕ Нарспи Борисова. Çавăн пекех "Усăллă çуркунне
Юбилей ячĕпе фестиваль иртрĕ

Юбилей ячĕпе фестиваль иртрĕ

2020 çул — Асăнупа Мухтав тата Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине паллă тăвакан çулталăк. Çак пулăма халалласа Асанкасси вăтам шкулĕнче истори, обществознани, экономикăпа право предмечĕсене вĕрентекенсен 10-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестивале хутшăнакансенечн кашниех вĕренекенсене кăсăклантарма тăрăшрĕ. Уроксенчен ытларахăшĕ вăрçă темине пăхăнчĕç. Педагогсем çĕнĕ технологисемпе, йăлана кĕмен вĕренÿ мелĕсемпе пуçаруллă усă курчĕç. Вĕренекенсем те хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. О.Н.Копташкина вĕрентекен йĕркеленипе 3—4, 5, 7, 8-мĕш классенче вĕренекенсем концерт хатĕрлерĕç. Ачасем сцена çинче вăрçă çулĕсенчи юрăсене, сăвăсене шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Юлашкинчен фестивале хутшăннисем çавра сĕтел хушшинче уçă уроксемпе мероприятисене тишкерсе тухрĕç, тĕрлĕ номинацире çĕ
Шăнкăрчсене кĕтсе илме хатĕр

Шăнкăрчсене кĕтсе илме хатĕр

Урамра çуркунне хуçаланма пуçларĕ. Пĕтĕм çут тĕнче чĕрĕлет. Хĕвелĕ те кашни кун ăшăрах пăхать. Кайăксен илемлĕ юррисем илтĕнкелеççĕ. Шăнкăрчсем те ăшă енчен килсе пыраççĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн пахчинче акă паян та шăнкăрчсем хаваслансах юрлаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, вĕсем килнĕ çĕре çĕнĕ çуртсем хатĕр те, епле юрламасăр чăтайăн. Шел, вĕсем мĕн çинчен юрланине ăнланма пулмасть. Тен, вĕсем ăста алăллă ачасене çĕнĕ вĕллесем туса панăшăн тав туса юрлаççĕ, тен, тăван çĕрсене вĕçсе килнĕрен савăнаççĕ... Ипотека илмелле мар, кивçене каймалла мар, кил те пурăн. Çавăнпа чун савăнать пуль çунатлă туссен. Шкулти волонтерсем çулсерен шăнкăрч йăви хатĕрлеççĕ. Акă кăçал та вĕсем биологи вĕрентекенĕ Людмила Алексеевна Чернышева пулăшнипе вĕллесем ăсталарĕç. Вăл вĕсене çурт мĕн пысăкăш кирлипе, çунат
Дистанци мелĕпе вĕренĕç

Дистанци мелĕпе вĕренĕç

Юлашки вăхăтра коронавирус сарăлни шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче тĕрлĕ ыйту çуратать. Пĕрисем — каникул тăсăлассине, теприсем — вĕренÿ учрежденийĕсене карантина хупассине палăртаççĕ. Виççĕмĕшсем вĕрентекенсем çурхи каникул хыççăн дистанцилле майпа вĕренĕве йĕркелесси çинчен пĕлтереççĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Л.М.Антонова пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çурхи каникул вĕçленнĕ хыççăн ачасене дистанци мелĕн тĕрлĕ формисемпе вĕрентĕç.  
Эрнелĕх иртрĕ

Эрнелĕх иртрĕ

Хырхĕрри тĕп шкулĕнче тĕрлĕ предметсен эрнелĕхĕсене ирттересси тахçантанпах йăлана кĕнĕ. Акă кăçал та март уйăхĕнче çак пулăм малалла тăсăлнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш эрнелĕх историпе тăван ен культури предмечĕсемпе çыхăннă. 2020 çул Асăнупа Мухтав çулĕ ятпа иртнĕрен эрнелĕхе те çак паллă пулăма халалланă. Ытларикун 5—9 классенче вĕренекенсем хушшинче "Асамлă хир" вăйă иртрĕ. Ыйтусем пурте Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче палăрнă паттăрсем: Александр Матросов, Виктор Талалихин, Никита Кожедуб, Алексей Маресьев, Зоя Парфенова тата ыттисем çинчен пулчĕç. Хĕрÿ тупăшура çĕнтерÿçĕ ята 9-мĕш класри Кристина Бормотина тивĕçрĕ. Юнкун 8—9-мĕш классенче "Совет Союзĕн Геройĕсем — пирĕн ентешсем" ятпа Г.А.Белкова истори вĕрентекенĕ уçă урок ирттерчĕ. Пĕлмелли-курмалли чылай пулчĕ кунта. Вĕ
Мĕн лайăххи – пурте ачасем валли

Мĕн лайăххи – пурте ачасем валли

"Радуга" ача садĕнчи "Хĕвел шевлисем" ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем пепкисен ача садĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ. Вĕсем тĕрлĕ уявсем, конкурссем ирттернĕ чухне воспитательсене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Хăйсен аллисемпе тĕрлĕ япаласем, сувенирсем ăсталаççĕ. Шакуровсен, Павловсен, Габдулловсен тата Матросовсен çемйисем тĕрлĕ темăсемпе дидактика вăййисем хатĕрленĕ. Вĕсем ачасен пуплевне аталантарнă чухне питĕ пулăшаççĕ. А.Никифорова хитре аквариум ăсталанă, шыв чĕрчунĕсем валли пĕчĕк кÿлĕ çыхса хатĕрленĕ. Горбуновсемпе Текмеевсен çемйисем юмах валли кермен-çурт ăсталама пулăшнă. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем уявсен сценарине кĕртнĕ сăнарсене выляма ăста. Сăмахран, И.Латыпов иккĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕнĕ Çул уявĕнче Хĕл Мучи рольне выляса ачасене савăнтарать. Латыповсем çемйипех ача сачĕн ĕç-хĕлне
Пултаруллă ачасем

Пултаруллă ачасем

Çулсерен вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче фестиваль ирттеретпĕр. Кăçалхи фестивале Аслă Çĕнтерĕве 75 çул, Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалларăмăр. Пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, кулăшла сценкăсем лартакансем, сăвă вулакансем, илемлĕ ташăпа савăнтаракансем пулчĕç кунта. Фестивале 6-мĕш класра вĕренекенсем "О той весне" юрăпа уçрĕç. Шкул çулне çитмен ачасем О.Шингалова воспитатель ертсе пынипе сцена çине "Цыплята" ташăпа тухрĕç. "Ты не бойся, мама" юрра шăрантаракансен çепĕç сасси куракансене тыткăнларĕ. "Прадедушка", "В землянке", "У моей России", "Алеша", "Sia chip Thrils" /Е.Зверева/ юрăсем янăрарĕç фестивальте. Иртсе кайнă уяв ячĕпе залра ларакансене Е.Илларионова "Юратнă анне" юрăпа саламларĕ. Вĕренекенсен "Журавли", "Катюша", "Милосе

Уçă уроксен фестивалĕ

Мартăн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районсем хушшинчи уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалланă. Фестивале Патăрьел, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Хăнасене Сăкăт вăтам шкулĕн директорĕ Анатолий Падусев, Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Кулакова саламласа фестивале ăнăçлă ирттерме сунчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕрентекенсем суйласа илнĕ классенче 6 уçă урок, 10 класс тулашĕнчи ĕç, 9 ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Кашни мероприятиех çÿллĕ шайра иртрĕ, уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпе тухăçл