Пятница, 26 апреля

Мĕн лайăххи – пурте ачасем валли

Мĕн лайăххи – пурте ачасем валли

«Радуга» ача садĕнчи «Хĕвел шевлисем» ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем пепкисен ача садĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ. Вĕсем тĕрлĕ уявсем, конкурссем ирттернĕ чухне воспитательсене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Хăйсен аллисемпе тĕрлĕ япаласем, сувенирсем ăсталаççĕ.

Шакуровсен, Павловсен, Габдулловсен тата Матросовсен çемйисем тĕрлĕ темăсемпе дидактика вăййисем хатĕрленĕ. Вĕсем ачасен пуплевне аталантарнă чухне питĕ пулăшаççĕ. А.Никифорова хитре аквариум ăсталанă, шыв чĕрчунĕсем валли пĕчĕк кÿлĕ çыхса хатĕрленĕ. Горбуновсемпе Текмеевсен çемйисем юмах валли кермен-çурт ăсталама пулăшнă.
Ачасен ашшĕ-амăшĕсем уявсен сценарине кĕртнĕ сăнарсене выляма ăста. Сăмахран, И.Латыпов иккĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕнĕ Çул уявĕнче Хĕл Мучи рольне выляса ачасене савăнтарать. Латыповсем çемйипех ача сачĕн ĕç-хĕлне хастар хутшăнаççĕ, яланах пулăшма тăрăшаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ те маттур ĕçлет. Унăн председателĕ М.Кокорева пулăшнипе театр кĕтесне çĕнетрĕмĕр, унăн пултаруллă аллисем тунă япаласемпе ачасем юратса выляççĕ. Нумаях пулмасть Пахаловсен çемйи çав тери нумай парне — ăс-тăна, тавракурăма аталантармалли вăйăсем — илсе килчĕ. Чăнах та, ашшĕ-амăшĕсен пулăшăвĕ çинчен каласа та пĕтереймĕн. Вĕсем пурте маттур, пулăшу ыйтсан нихăçан та айккине тăрса юлмаççĕ.
«Ача-пăча ырра кура ырă пулать, усала кура усал пулать», — тенĕ ваттисем ĕлĕкрен. Çак ушкăна çÿрекен ачасем те ашшĕ-амăшне кура питĕ туслă, сăпайлă, ĕçчен. «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест», — тени те тĕрĕсех. Ача вăл — таса хут. Чи çывăххисем вара уншăн — çемьери çынсем. Çавăнпа та ачан пуласлăхĕ ашшĕ-амăшĕ çак хут çине мĕн çырнинчен нумай килет. Воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ. Эпĕ вĕсене тав сăмахĕ калатăп.
В.НИКИФОРОВА,
«Радуга» ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *