Пятница, 26 апреля

Шăнкăрчсене кĕтсе илме хатĕр

Шăнкăрчсене кĕтсе илме хатĕр

Урамра çуркунне хуçаланма пуçларĕ. Пĕтĕм çут тĕнче чĕрĕлет. Хĕвелĕ те кашни кун ăшăрах пăхать. Кайăксен илемлĕ юррисем илтĕнкелеççĕ. Шăнкăрчсем те ăшă енчен килсе пыраççĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн пахчинче акă паян та шăнкăрчсем хаваслансах юрлаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, вĕсем килнĕ çĕре çĕнĕ çуртсем хатĕр те, епле юрламасăр чăтайăн. Шел, вĕсем мĕн çинчен юрланине ăнланма пулмасть. Тен, вĕсем ăста алăллă ачасене çĕнĕ вĕллесем туса панăшăн тав туса юрлаççĕ, тен, тăван çĕрсене вĕçсе килнĕрен савăнаççĕ… Ипотека илмелле мар, кивçене каймалла мар, кил те пурăн. Çавăнпа чун савăнать пуль çунатлă туссен.
Шкулти волонтерсем çулсерен шăнкăрч йăви хатĕрлеççĕ. Акă кăçал та вĕсем биологи вĕрентекенĕ Людмила Алексеевна Чернышева пулăшнипе вĕллесем ăсталарĕç. Вăл вĕсене çурт мĕн пысăкăш кирлипе, çунатлă туссен вĕллене кĕмелли шăтăкне еплерех касса кăларсан аванрах пулнипе паллаштарчĕ. Çак ĕçе кашни класра вĕренекен хăй кăмăлĕпе хутшăнчĕ, кашниех кайăксене пулăшма питĕ хавас. Хăйсен аллисемпе шăнкăрч вĕллисем ăсталаса вĕçен кайăксене пулăшу кÿме пултарни ачасене те савăнтарать. Иртнĕ кунсенче вĕсем ушкăнпа çĕнĕ «çуртсене» кам шкул садне, кам килти пахчана вырнаçтарчĕç. Халь ĕнтĕ хăнасен пурнăçне ирсерен сăнама та пулать.
Районти ытти шкулсенче вĕренекенсем те çакăн евĕр акцисем ирттереççĕ пуль тесе шутлатăп. Эпир пулăшнине кура çунатлă туссем ăшă йăвасăр юлмĕç.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *