Четверг, 25 апреля

Эрнелĕх иртрĕ

Эрнелĕх иртрĕ

Хырхĕрри тĕп шкулĕнче тĕрлĕ предметсен эрнелĕхĕсене ирттересси тахçантанпах йăлана кĕнĕ. Акă кăçал та март уйăхĕнче çак пулăм малалла тăсăлнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш эрнелĕх историпе тăван ен культури предмечĕсемпе çыхăннă. 2020 çул Асăнупа Мухтав çулĕ ятпа иртнĕрен эрнелĕхе те çак паллă пулăма халалланă.
Ытларикун 5—9 классенче вĕренекенсем хушшинче «Асамлă хир» вăйă иртрĕ. Ыйтусем пурте Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче палăрнă паттăрсем: Александр Матросов, Виктор Талалихин, Никита Кожедуб, Алексей Маресьев, Зоя Парфенова тата ыттисем çинчен пулчĕç. Хĕрÿ тупăшура çĕнтерÿçĕ ята 9-мĕш класри Кристина Бормотина тивĕçрĕ.
Юнкун 8—9-мĕш классенче «Совет Союзĕн Геройĕсем — пирĕн ентешсем» ятпа Г.А.Белкова истори вĕрентекенĕ уçă урок ирттерчĕ. Пĕлмелли-курмалли чылай пулчĕ кунта. Вĕренекенсем кĕске вăхăтра тĕрлĕрен ĕç туса ирттерчĕç. Хамăр паттăрсене пĕлни пурне те чыс кÿрет, паллах.
Кĕçнерникун «Çапăçура тата ĕçре палăрнисен медалĕ пĕр тимĕртен…» ?»Из одного металла льют медаль за бой, медаль за труд…»/ ятпа тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă ачисемпе тĕл пулу иртрĕ. Хырхĕрринче пурăнакан О.А. Щукина, А.Д.Емельянова, Л.В. Макарова вăрçă вăхăтĕнчи кунсене аса илчĕç. Хаяр вăрçа ашшĕсене, тăванĕсене ăсатса янине, чылайăшĕ каялла таврăнайманнине, ялти пĕтĕм ĕç ватă çынсемпе хĕрарăмсем, ача-пăчасем çине тиеннине куççуль витĕр хурланса каласа пачĕç вĕсем. Çапах та, темле йывăр пулсан та, ачасем шкула çÿренĕ, пĕлÿ пухнă. Л.В.Макарова хăйĕн шкулта вĕреннĕ свидетельствине илсе килнĕ. Тĕлĕнмелле, унта пĕтĕм «пиллĕк» паллă çеç! Паянхи пурнăçра выçлăх, çитменлĕх мĕнне пĕлмен шкул ачисен çакăн пек вĕренме тăрăшмалла та ĕнтĕ.
Хăнасене халалласа 8-мĕш класс ачисем сăвăсем каласа пачĕç. Е.Евдокимова, С.Белкова, А.Белицкая юрăсем шăрантарчĕç. Тĕлпулу кĕçĕн класри В.Малышеван çепĕç юрă парнипе вĕçленчĕ.
Эрнекун 8-мĕш класра вĕренекен Саша Андреев фронтовик, нумай çул шкул директорĕ пулнă И.Н.Малышев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕн презентацийĕпе паллаштарчĕ. Тата шкулта тăрăшнă И.П.Бажаев, В.Т.Ямщиков, Г.Е.Малышев, В.А.Коновалов, Н.С.Щукина вăрçă ветеранĕсем çинчен те сăмах пычĕ кунта. Вĕсемпе Галина Алексеевна истори вĕрентекенĕ паллаштарчĕ.
«Эрнелĕхре» ытти тупăшусем те пулчĕç. Ачасем пуçватмăшсемпе тĕрлĕрен кроссвордсем те хатĕрлерĕç. Вăрçă хирĕнчи пулăмсене сăрăпа сăнарлакансен хушшинче 7-мĕш класра вĕренекен Диана Лепешкина палăрчĕ.
Иртнине пĕлсе, асра тытса тăни пурне те чыс тăвать.
Г.БЕЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *