Культура

Хирти ĕçсем вĕçленсен уявра савăнать хресчен

Кашнин сĕтелĕ çинче тин пиçсе тухнă çавра çăкăр пултăр тесе çĕр ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Çĕре юратса тăрăшакана, ял хуçалăх ĕçне пĕлсе тăвакана çĕр кÿрентермест, пуян тухăçпа савăнтарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уй-хирти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем уява пуçтарăнаççĕ, тунă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, чи маттуррисене чыслаççĕ. Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина уява пуçтарăннисене кăçалхи кăтартусемпе туллин паллаштарчĕ, ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем çулталăка аван вĕçленине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов,

Раççей шайĕнче – призер

Ноябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Мускаври «Динамо» спорт керменĕнче фитнес-аэробикăпа Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Мускавран, Тольяттинчен, Нефтекамскран, Челябинскран, Анапăран, Рязаньтен, Егорьевскран тата ытти хуласенчен чи пултаруллă спортсменсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне çак ăмăртура 100 ытла спортсмен хÿтĕленĕ. Чемпионата районти фитнес-аэробика федерацийĕн Президенчĕ Мария Долгова ертсе пыракан «Свит Бейби» команди те хутшăннă, хĕрачасем хăйсен ÿсĕмĕнчи командăсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Свит Бейби» команда йышĕнче Виктория Степанова, Виктория Федорова, Александра Лазарева, Екатерина Жукова, Ульяна Воробьева хăйсен пултарулăхне кăтартнă. — Ку пирĕншĕн — Раççей шайĕнчи пĕрремĕш чемпионат. Пур команда та питĕ вăйлă, пултаруллă. Çавăнпа та эпир те питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр,
Фестиваль халăхсене пĕрлештерет

Фестиваль халăхсене пĕрлештерет

Тĕрĕк тĕнчин йăла культурин халăхсем хушшинчи «Урмай залида — 2020» VIII фестивалĕ тăнăçлăх, музыка, туслăхпа ырлăх уявĕ пулса тăчĕ. Кăçал тутар культурин çулсерен иртекен уявне ТАССРа тата ЧАССРа туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа тата Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн никĕслевçи пулнă Ферит Гибатдинова асăнса йĕркеленĕ. Онлайн-фестивале Раççейĕн 20 ытла регионĕнче пурăнакан пине яхăн артист хутшăннă. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчи наципе культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсем те пур. Артистсем Пушкăртстанри, Тутарстанри, Мари, Чăваш, Кабардин-Балкар Республикисенчи, Çурçĕр Осетинчи, Якутири, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчи, Курган хулинчи тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен наци культурине кăтартса панă. Нумайăшĕ тăван хулисенчен тухмасăрах хăйсен пултару
Эпир вăрмансене çăлма хатĕр

Эпир вăрмансене çăлма хатĕр

Кĕнеке, тетрадь е журнал кăлармалли çĕнĕ хут валли мĕн чухлĕ йывăç кирлĕ! Ахальтен мар кил-çуртра пухăнса кайнă кирлĕ мар хута макулатурăна парса çынсем вăрмансене çăлаççĕ. Пухса тирпейлесен вăл çĕнĕ хут туса кăларма каятех. Кивĕ макулатурăн çирĕп массинчен строительство материалĕсем те туса кăлараççех. Кирлĕ мар хута тепре усă курса эпир вăрмансене çăлса хăваратпăр. Пурте пĕлетпĕр вĕт, вăрман — кислородăн тĕп çăлкуçĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем çулсерен кирлĕ мар хут пухса йывăçсене çăлма тăрăшаççĕ. Ырă йăлана кăçал та пăрахас темен вĕсем. Кашни çулах ачасем хут-хăмăр пуçтарассипе лайăх ĕçлеççĕ. Çак кунсенче çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем пурте пĕрле тата 1300 килограмм хаçат-журнал, тетрадь, хут пухса ăна тиесех ячĕç. Ку ĕçре пуринчен хастаррисем 5-мĕшсем пулчĕç. Вĕсем 300 килограма
Вула ача, ăслă пулăн!

Вула ача, ăслă пулăн!

«Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ». Ахальтен мар ĕнтĕ каланă çак сăмахсене Петĕр Хусанкай. Чăннипех те, кĕнекесĕр пĕлÿ илме май çук. Мĕнле вăйлă технологисен вăхăтĕнче те кĕнеке хăйĕн ятне-сумне çухатмасть. Кĕнекене алăран вĕçертмен çын ăс-тăнран пуян та çирĕп пулать. Вулаканăм, эсĕ тĕпренчĕкне кĕнеке юратма вĕрентетĕн-и? Каннă вăхăтра юмах тĕнчине путатăр-и; Е аллунта телефон тытса çывăрса каятăн? Апла-и, капла-и, кĕнеке патне вара сукмак хывасах пулать. Мĕншĕн тесен кĕнеке — этемĕн чи хаклă пуянлăхĕ. 20—30 çул каялла кăна çынсем кĕнеке вулассишĕн çунатчĕç. Пĕр-пĕр интереслĕ кĕнеке пулсан вара алран-алла кайнă. Кĕнекери пулăма пĕр-пĕринпе сÿтсе явнă, калаçнă. Кĕнеке пĕр-пĕринпе пĕрлештернĕ, туслăха çирĕплетнĕ. Самана улшăнса пынă май, çын шухăш-кăмăлĕ те улшăна пуçларĕ. Кĕнекепе çыхăну çухалчĕ. Ал

Пархатарлă ĕç — ĕмĕрлĕх асра

221 çул Сăр таата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçĕ Чăваш Ен тата Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмашкăн тивĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе ахальтен мар 2021 çула паттăрла çак пулăма халаллаççĕ те. Октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăшмансенчен хÿтĕленмелли чикĕсем хăпартса паттăрла ĕçсем тунисен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Хăйсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнисен ĕçне пысăка хурса Чăваш Енре çитес çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ ятпа ирттерме палăртнă. Сăрпа Хусан чиккисене 1941-мĕш çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çĕклеме пуçланă. Халĕ в

Сĕм аваллăха чĕртекен Куçма Турхан

Пирĕн тăван ен хăйĕн сăпкинче сиктерсе нумай пултарулăх çыннине — сăвăçсене, çыравçăсене, юрăçсене, композиторсене, артистсене, актерсене, ÿнерçĕсене тата ыттисене те — анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Районтан тухнă паллă çынсем хушшинче литература анинче сулмаклă утăмсем туса хисепе тивĕçнисем уйрăмах чылайăн. Октябрĕн 27-мĕшĕнче вĕсенчен пĕрне — Куçма Турхана — аса илсе районти тĕп библиотекăра мероприяти йĕркелерĕç. Тĕлпулăва ЧР Професилле писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова, Лидия Сарине сăвăç, прозаик, Улькка Эльмен прозаик тата çамрăк фантаст Инесса Шашкина та хутшăнчĕç. Библиотека ĕçченĕ Валентина Боровкова пуçтарăннисене Куçма Турханăн биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ. «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман-трилогипе чапа тухнă Куçма Турхан 1915 çулта Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче

Библиотека патриотла воспитани парать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекинче çитĕнекен ăрăвăн гражданла тата патриотла воспитанийĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Патриотла воспитани яланах шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă, мĕншĕн тесен шăпах шкул ÿсĕмĕнче Тăван çĕршыва юратма, хаклама вĕрентме тăрăшмалла. Çак тĕллевпе 2017 çулта шкулта «Патшалăх çар служби» çул-йĕрпе пĕлÿ паракан пĕрремĕш кадет класĕ уçнă. Малалла вара кашни çул кадет класĕсен шучĕ нумайланнă. Хушма вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн те çак енĕпе кружоксем ĕçлеççĕ. Кадетсем муниципалитет, республика шайĕнчи ăмăртусене, конкурссене, смотрсене активлăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Библиотекăра шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас тĕллевпе нумай мероприяти иртет. Çав шутра тематикăлла калаçусем, астăвăм, хăюлăх урокĕсем, çар мухтавĕн сехечĕс
Астăвăм сехечĕ

Астăвăм сехечĕ

Октябрĕн 23-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагог Иван Яковлев /1848—1930/ пурнăçран уйрăлса кайнăранпа шăпах 90 çул çитрĕ. Çавна май Иван Яковлевăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче Астăвăм сехечĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. «Эпир Яковлев умĕнче пуçăмăра таятпăр, ĕçне-хĕлне малалла туса пыратпăр. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх — кăçал çулла йышăннă «Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси» çумпрограмма. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕмĕр. Кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче ăна пĕрремĕш хут паллă тăвăпăр. Çак кунсенче тата Шупашкарта чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйтупа регионсен хушшинчи конференци ĕçлерĕ. Тăван чĕлхен шăпи, пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан килет. Иван Яковлевăн халалне манăçа кăларас марччĕ», — тенĕ Олег Алексеевич.  
Куравра — «Пурнăç»

Куравра — «Пурнăç»

Октябрĕн 29 — ноябрĕн 6-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мультимеди куравĕ иртет. Ячĕ ансат, çапах та анлă — «Пурнăç». Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халаллаççĕ. Çак курав Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн указĕпе çирĕплетнĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенче вăй хунă çынсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятисен циклне уçать. Мультимеди куравĕн уйрăм пайĕ вăрçă вăхăтĕнче чăваш çыннисен тылри паттăрлăхне кăтартса парать. Вăйлă эффектсем çынна хăйне хÿтĕлев чиккинче туйма та май параççĕ. Октябрĕн 29—30-мĕшĕсенче тата ноябрĕн 2—6-мĕшĕсенче курав шкул ачисем валли ĕçлет, ытти кунсенче унта республикăра пурăнакан кашни çын пырса курма пултарать. Курав тÿлевсĕрех. Роспотребнадзор сĕнĕвĕсе