Пятница, 26 апреля

Пархатарлă ĕç — ĕмĕрлĕх асра

221 çул Сăр таата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçĕ Чăваш Ен тата Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмашкăн тивĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе ахальтен мар 2021 çула паттăрла çак пулăма халаллаççĕ те.
Октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăшмансенчен хÿтĕленмелли чикĕсем хăпартса паттăрла ĕçсем тунисен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Хăйсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнисен ĕçне пысăка хурса Чăваш Енре çитес çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ ятпа ирттерме палăртнă. Сăрпа Хусан чиккисене 1941-мĕш çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çĕклеме пуçланă. Халĕ вара шăпах октябрĕн 28-мĕшĕнче, юнкун, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕпе çыхăннă мероприятисене ирттерме пуçлаççĕ. «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене…» ас тăвăм акцийĕ мероприятисен ярăмне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче старт панă. Çавна май театрта «Пурнăç» мультимедиа куравĕ уçăлни те пысăк пулăм. Экспозици Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп саманчĕсемпе туллин паллаштарать. Чăваш халăхĕн тылри тата хÿтĕлев чиккисене тăвас ĕçри паттăрлăхĕ пирки уйрăм блок та пур. Акци вăхăтĕнче Улатăрпа тата Çĕмĕрлепе пĕрле çыхăну эфирĕсем иртнĕ. Республикăра пурăнакансене чикĕсем тума мобилизациленĕ. 1941—1942 çулсенчи пулăмсем çинчен театрализациленĕ представленисем кăтартнă.
Уява театрпа кино артисчĕсем — Ленинград хулинче çуралса ÿснĕ Анна Миклош тата Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Анатолий Гущин — ертсе пынă. Севастопольтен килнĕ хăнасем те — Хĕрлĕ ялавлă Хура тинĕс флочĕн юрăпа ташă ансамблĕ — куракан кăмăлне тупнă.
Пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышĕнче — Куславкка районĕнче хÿтĕлев чиккин паттăрĕсен ячĕпе палăк лартасси. Ун валли хăйсен çĕр лаптăкне пама кăмăл тунисен патриотизм туйăмне сума суса республика 100 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕсемпе чысланă.
Хĕрарăмсен, ватăсен, ачасен сăмахпа калайми пысăк ĕçне сума сăвакан çулталăкра республикăра тĕрлĕ ĕç туса ирттерме палăртаççĕ.
Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнă строительсен ĕç паттăрлăхне асра тытса районти культурăпа кану паркĕнче те çак кун флешмоб иртрĕ. Хÿтĕлев чиккисене хăпартнисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятие районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе йĕркелерĕç. Библиотека ĕçченĕсем историе аса илмелли буклетсем хатĕрленĕ. Александр Кокшин, Марина Волкова, Ильнар Хисамов савăк юрăсем парнелерĕç, Владимир Павлов, Виктор Кокшин, Владимир Павлов купăспа вылярĕç.
Районти фитнес-аэробика федерацийĕн Президенчĕ Мария Долгова пухăннисемпе флешмоб йĕркелерĕ.
Малашне паллă пулăм ячĕпе вун-вун мероприяти йĕркелеме палăртаççĕ. Районти шкулсенче хальхи вăхăтра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, курав- сем тата ытти мероприятисем иртеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *