Автор: Редакция

Утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ

Утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ӳсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе пыраççĕ. Унтан хуçалăхсенчи  выльăх-чăрлĕх валли утă хатĕрлеççĕ, ĕçлекенсене валеçсе параççĕ, сенаж хываççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе 2835 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. Хуçалăхсем 4341 тонна утă, 5000 тонна сенаж, 2118 тонна силос хатĕрленĕ. Çавăн пекех çĕрулми лартнă хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăр» йăранĕсене çырса кăпкалатаççĕ. Р.Басников.  

Спорта парăннă ветеран

Урампа утса иртнĕ чухне, çирĕплетсех калатăп, никам та ăна сакăр теçеткере тесе шутламасть. Уттисем вăр-вар, сăн-питне те ватлăх сĕмĕ пусса илмен. Чăннипе вара, Комсомольскинче пурăнакан Василий Иванович Пундяков çак кунсенче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пурнăçĕ çăмăлах килмен унăн, хур-шурне нумай курнă вăл. Вăрçă умĕн кун çутине килнĕскерĕн ачалăхĕ йывăр çулсене килнĕ. Апат-çимĕç енчен те, тумтир тĕлĕшпе те хĕн лекнĕ. Ача ачах ĕнтĕ, кил-çуртра, колхозра ĕçленипе пĕрлех урамра выляса кулма та вăхăт тупнă. Вăл вăхăтри шăпăрлансем вăрçăлла выляма юратнă. Май пулсанах Кĕтнере шăмпăлтатнă. «Вăл вăхăтра ку юхан шыв тап-тасаччĕ, çынсем апат пĕçерме те ун шывне ăсса хăпаратчĕç. Çырмаран çу кунĕсенче ача-пăча татăлмастчĕ», — аса илет Василий Иванович. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕр ураран кайман. Шартлам

Кандидатсемшĕн сасăларĕç

Конференцире чылай ыйтăва пăхса тухрĕç, вĕсене сасăласа çирĕплетрĕç. Çавăн пекех унта Комсомольски муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен кандидачĕсене пăхса тухрĕç. Вĕсем кашни суйлав округĕнче пĕрер пулĕç, пĕтĕмпе вара  делегатсем  17 кандидатшăн сасăларĕç.  Конференцире  «Единая Россия» партин  регионти уйрăмĕн XXXIII  конференцине хутшăнакан  делегатсене палăртрĕç. Вĕсем: район пуçлăхĕ Ремис Мансуров,   «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн  исполнителлĕ секретарĕ Людмила Макарова.  Пуçаруллă та маттур, обществăлла ĕçре хастар парти членĕсене% Александр Батюкова, Лариса Алексеевăна «Единая Россия» партин   Тав хучĕсемпе чысларĕç,  Александр Журавлева  çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. А.Антонова. &nb

Халăх йăи-йĕркине ĕмĕр-ĕмĕр упрар

Иртнĕ ытларикун, районти культурăпа кану паркĕнче фольклор ушкăнĕсем хушшинче анатри чăвашсен йăли-йĕркисен «Несĕлсен    сăвапĕ» фестиваль иртрĕ. Пуçтарăннисем Питрав уявне те  паллă турĕç. Фестивале хутшăнакансем вăйă картине тăрса хаваслăн юрларĕç, акăшсем пек илемлĕн, пĕр тикĕссĕн утрĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсем, арçынсем пăхса ытармалла мар илемлĕн курăнчĕç. Уяв ячĕпе район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.Селиванов, Чăваш Республикинчи халăх пултарулăх çурчĕн йăла-йĕркесен уйрăмĕн ертӳçи С.Тяхмусова, районти пĕрлештернĕ клубсен системин директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертӳçи В.Павлов саламларĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене тытса пынăшăн, ачасене вĕр

Саккуна пăсакансем ан пулччăр

Июлĕн 12-мĕшĕнче районти  муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмра 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва Чăваш Республикин  Ш,Мĕн штаб уйрăмĕн начальникĕн çумĕ И.Семенов,  район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă стрительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ  А.Краснов, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен прокурорĕсем О.Васильев, А.Кудряшов хутшăнчĕç. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланă ĕçсемпе районти уйрăм начальникĕ Р.Зайнуллин паллаштарчĕ.   Полици ĕçченĕсен   тĕллевĕ — районта саккунлăха тата обществăлла йĕркелĕхе сыхласси. Ку тĕлĕшпе муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмра ĕçлекенсем кăçалхи çур çулта чылай ĕçсем пурнăçланă. Саккуна пăснă тĕсл
Республика – малтисен йышĕнче

Республика – малтисен йышĕнче

Кăçалхи июнь уйăхĕнче РФ Цифра министерстви цифра улшăнăвĕсен ертӳçисемпе командисене хатĕрлекен центрпа пĕрле çĕршывăн регионĕсенчи цифра улшăнăвĕсен ертӳçисен ĕçĕн пахалăхне хаклас методикăна улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ çак çĕнĕлĕхпе хатĕрленĕ 2022 çулхи пĕрремĕш кварталăн оперативлă рейтингĕн кăтартăвĕсем паллă. Ун тăрăх Чăваш Ен пур регионсем хушшинче 25-мĕш вырăнта, Атăлçи федераллă округра вара чи малти виçĕ регион йышĕнче. Унччехи методикăра патшалăх органĕсем цифра технологийĕсемпе мĕнле усă курнине пур регионта та пĕр шайпа хакланă. Халĕ вара кашни субъектшăн çакна уйрăммăн палăртаççĕ. Çавăн пекех РФ субъекчĕсен  çӳлти шайри должноçри сăпачĕсем мĕнле ĕçленине хак панă чухне усă куракан рейтинг кăтартăвĕсене те улăштарнă, вĕсен йышне тепĕр виçĕ кăтарту — IT-отрасле пулăшни, информ
Чăваш Енре кирлĕ ĕçченсене хатĕрлеççĕ

Чăваш Енре кирлĕ ĕçченсене хатĕрлеççĕ

Паянхи кун IT-специальноçсем çĕршывра чи кирлисенчен тата анлă сарăлнисенчен пĕрисем. Çавăнпа та çак енпе кадрсем хатĕрлесси пысăк тимлĕх ыйтать. Аслă пĕлӳ паракан тытăм паянхи кунăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе çĕнĕ йышши вĕренӳ программисем хатĕрлет. «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программин «Искусствăлла интеллект» федераллă проекчĕпе килĕшӳллĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче магистратурăн тӳрех икĕ çĕнĕ профилĕ ĕçлеме пуçлĕ. Çак профильсемпе информатикăпа шутлав техникин тата экономика факультечĕсенче вĕренме пулĕ. Вĕсенче бизнес-аналитикăра тата банк тытăмĕнче искусствăлла интеллект енĕпе ĕçлекен специалистсене хатĕрлĕç. Вĕренӳ паянхи кун чи кирлисен шутне кĕрекен енсемпе пурнăçланĕ. Çав шутра: çутçанталăк чĕлхиллĕ текстсемпе ĕçлесси (Natural Language Proce
Социаллă сетьсем урлă хутшăнмалла

Социаллă сетьсем урлă хутшăнмалла

Июлĕн 12-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ,  депутатсен канашĕн председателĕ «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ    Александр Осипов, исполнителлĕ секретарĕ Людмила Макарова, парти членĕсем, делегатсем  тата ыттисем те хутшăнчĕç. Патшалăх Думи влаç органĕсен социаллă сетьсенче официаллă страницăсем тумалли тивĕçне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ саккун тăрăх, 2022 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен влаç органĕсен официаллă пабликсем тумалла. Вĕсенче хăйсен ĕç-хĕлне, тĕллевĕсене çутатмалла. Унччен влаç органĕсен обязательнăй йĕркепе сайтсем çеç тумалла пулнă. Çак саккунăн тĕллевĕ — граждансем актуаллă информацие социаллă сетьсемпе мессенджерсем урлă
Гранта тивĕçнĕ

Гранта тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Калининград хулинче Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Шум» форумĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн 77 регионĕнчен 500 ытла çамрăк креатор, фотограф, копирайтер, медийщик, дизайнер, блогер хутшăннă.   Форум вăхăтĕнче Çамрăксен ĕçĕсен федераллă агентстви ирттернĕ грант конкурсне пĕтĕмлетнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн студентки, «ЧГУ НЬЮС» медиацентрăн SMM енĕпе хутшăнакан Ксения Илюхина медиапроекта пурнăçа кĕртме 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. К.Илюхинан проекчĕ медиапа интересленекен, паянхи социаллă сетьсемпе онлайн-платформăсем урлă аталанас, хăйсем çинчен тата хăйсен ĕçĕ çинчен каласа парас кăмăллă çамрăксене хатĕрлес тĕллевлĕ. Проектпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ медиа-компетенцисемпе (фото, видео, дизайн, журналистика) ятарлă программа
ИТ-специалистсене çартан хăтараççĕ

ИТ-специалистсене çартан хăтараççĕ

Çĕршыври 8,7 пин ытла çамрăк ИТ-специалист çар тивĕçне каярах вăхăта куçарма ыйтса çырнă. 7695 çыннăн ыйтăвне  тивĕçтернĕ, çав шутра Чăваш Енре — 67-ĕн. Çак списока лекнĕ специалистсен повестка  илсен çар комиссариатне  паспорт, çар учетĕнче тăнине çирĕплетекен хут, водитель удостоверенине (пур пулсан), ИТ-испециальноçпе аслă пĕлӳ илнине çирĕплетекен  диплом илсе каймалла. Çавăн пекех пĕлтĕрхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен ИТ-организацире  (аккредитаци тухнине) ĕçленине ĕнентерекен справка пулмала. Кĕркуннехи призывра çартан хăтарма ыйтса çыракансенчен июль уйăхĕнчен пуçласа йышăнаççĕ.