Понедельник, 6 мая

Халăх йăи-йĕркине ĕмĕр-ĕмĕр упрар

Иртнĕ ытларикун, районти культурăпа кану паркĕнче фольклор ушкăнĕсем хушшинче анатри чăвашсен йăли-йĕркисен «Несĕлсен    сăвапĕ» фестиваль иртрĕ.

Пуçтарăннисем Питрав уявне те  паллă турĕç. Фестивале хутшăнакансем вăйă картине тăрса хаваслăн юрларĕç, акăшсем пек илемлĕн, пĕр тикĕссĕн утрĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсем, арçынсем пăхса ытармалла мар илемлĕн курăнчĕç. Уяв ячĕпе район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.Селиванов, Чăваш Республикинчи халăх пултарулăх çурчĕн йăла-йĕркесен уйрăмĕн ертӳçи С.Тяхмусова, районти пĕрлештернĕ клубсен системин директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертӳçи В.Павлов саламларĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене тытса пынăшăн, ачасене вĕрентсе хăварнăшăн фольклор ушкăнне çӳрекенсене тав сăмахĕ каларĕç, малалла та тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

Кашни ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем чăвашсен тĕрлĕ уявĕсене кăтартса пачĕç. Хирти Сĕнтĕрсем «Çăварни», Аслă  Чурачăкри «Тевет» ача-пăча фольклор ушкăнĕ «Сĕрен», Кайнлăк ял тăрăхĕ «Мăнкун», Александровкăсем «Ниме», Комсомольскисем «Учук пăтти», Чĕчкен ял тăрăхĕ «Хĕр сăри», Элпуçсем «Улах», Хырхĕрри ял тăрăхĕ «Салтака  ăсатни», Урмаел  культура çурчĕ çумĕнчи «Мишар» халăх фольклор ансамблĕ «Тутар туйĕ», Тукай ял тăрăхĕ

«Çĕнĕ хăта», Асанкассисем «Ача пăтти», Шурут ял тăрăхĕ «Тăла çапни» йăли- йĕркисене кăтартса пачĕç.

Кашни уявăн хăйĕн юрри-ташши, такмакĕ, пил сăмахĕ. Вĕсемпе  паллашас текенсем чылайăн пулчĕç. Çакă, паллах, культурăна аталанма, йăла-йĕркесене йăхран-йăха куçса пыма пысăк витĕм           кӳрет. Çавăн пекех çак мероприятие ачасемпе çамрăксем хутшăнни савăнтарать. Чăваш халăхĕн  юрри-ташши тата нумай-нумай çул янăрĕ.

А.Матросова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *