ИТ-специалистсене çартан хăтараççĕ

ИТ-специалистсене çартан хăтараççĕ

Çĕршыври 8,7 пин ытла çамрăк ИТ-специалист çар тивĕçне каярах вăхăта куçарма ыйтса çырнă.

7695 çыннăн ыйтăвне  тивĕçтернĕ, çав шутра Чăваш Енре — 67-ĕн. Çак списока лекнĕ специалистсен повестка  илсен çар комиссариатне  паспорт, çар учетĕнче тăнине çирĕплетекен хут, водитель удостоверенине (пур пулсан), ИТ-испециальноçпе аслă пĕлӳ илнине çирĕплетекен  диплом илсе каймалла. Çавăн пекех пĕлтĕрхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен ИТ-организацире  (аккредитаци тухнине) ĕçленине ĕнентерекен справка пулмала. Кĕркуннехи призывра çартан хăтарма ыйтса çыракансенчен июль уйăхĕнчен пуçласа йышăнаççĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *