Чăваш Енре кирлĕ ĕçченсене хатĕрлеççĕ

Чăваш Енре кирлĕ ĕçченсене хатĕрлеççĕ

Паянхи кун IT-специальноçсем çĕршывра чи кирлисенчен тата анлă сарăлнисенчен пĕрисем. Çавăнпа та çак енпе кадрсем хатĕрлесси пысăк тимлĕх ыйтать. Аслă пĕлӳ паракан тытăм паянхи кунăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе çĕнĕ йышши вĕренӳ программисем хатĕрлет. «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программин «Искусствăлла интеллект» федераллă проекчĕпе килĕшӳллĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче магистратурăн тӳрех икĕ çĕнĕ профилĕ ĕçлеме пуçлĕ. Çак профильсемпе информатикăпа шутлав техникин тата экономика факультечĕсенче вĕренме пулĕ. Вĕсенче бизнес-аналитикăра тата банк тытăмĕнче искусствăлла интеллект енĕпе ĕçлекен специалистсене хатĕрлĕç.

Вĕренӳ паянхи кун чи кирлисен шутне кĕрекен енсемпе пурнăçланĕ. Çав шутра: çутçанталăк чĕлхиллĕ текстсемпе ĕçлесси (Natural Language Processing, NLP), машинăпа ĕçлесси (Machine Learning), даннăйсен интеллектуаллă анализĕ (Data Mining), эксперт тытăмĕсем (Intelligent Q&amp*A systems), виртуаллă агентсем (чат-ботсем тата виртуаллă пулăшуçăсем) (Virtual personal assistants), сĕнӳсен тытăмĕсем (Recommender systems). Вĕренӳ куçăн майпа 2 çул, куçăмсăр майпа 2 çул та 3 уйăхран пуçласа тăсăлать.

«IT-специалистсене пахалăхлă хатĕрлесси — Чăваш Еншĕн çивĕч ыйту. Искусствăлла интеллект енĕпе çĕнĕ вĕренӳ направленийĕсем уçни — питĕ пысăк утăм. Вăл выпускниксене пирĕн вузсене илĕртет, малашне вара кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшать. Республикăна çамрăк  та амбициллĕ IT-специалистсем кирлĕ», — палăртнă Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина.

«Чăваш Енре те, Раççейре те IT-специалистсем ытларах та ыталарх кирлĕ. Шăпах çавăнпа паянхи кун патшалăх вĕренĕвĕн ку енĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать: бюджет вырăнĕсем ӳсеççĕ, çĕнĕ направленисем валли вĕренӳ программисем хатĕрлеççĕ, IT-предприятисем тата çамрăк специалистсем валли бонуссем тăваççĕ. Халĕ информаци секторне шутлакан, творчествăлла аталанакан, çĕнĕ продуктсемпе технологи йышăнăвĕсем тума пултаракан специалистсем кирлĕ. Эпир вара Чăваш патшалăх университетĕнче çакăн пек специалистсем хатĕр-лес тесе хамăртан килнине тăвăпăр», —  тенĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров.

Палăртса хăвармалла: 2022 çулта республикăри аслă шкулсенче IT-направленисемпе (бакалавриат, магистратура, специалитет) вĕренме 396 бюджет вырăнĕ пур. 

     

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *