Саккуна пăсакансем ан пулччăр

Июлĕн 12-мĕшĕнче районти  муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмра 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва Чăваш Республикин  Ш,Мĕн штаб уйрăмĕн начальникĕн çумĕ И.Семенов,  район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă стрительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ  А.Краснов, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен прокурорĕсем О.Васильев, А.Кудряшов хутшăнчĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланă ĕçсемпе районти уйрăм начальникĕ Р.Зайнуллин паллаштарчĕ. 

 Полици ĕçченĕсен   тĕллевĕ — районта саккунлăха тата обществăлла йĕркелĕхе сыхласси. Ку тĕлĕшпе муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмра ĕçлекенсем кăçалхи çур çулта чылай ĕçсем пурнăçланă. Саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнипе пĕрлех профилактика ĕçĕсем те  чылай тунă.

Кăçалхи 6 уйăхра районти çынсенчен тĕрлĕ ыйтусемпе 1351 заявлени йышăннă. Пурĕ 135 преступление регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 22,7 процент нумайрах пулнă. Преступленисен шучĕ Комсомольски (24 вырăнне 37), Тукай (4 вырăнне 12), Александровка (2 вырăнне 6), Асанкасси (1 вырăнне 3) ял тăрăхĕсенче  ӳсни палăрать. Тунă преступленисене тишкерсе пăхсан вĕсенчен ытларахăшĕ превентивлисен шутне кĕреççĕ% вĕлерессипе хăратни, асаплантарни, хĕнени. Вăтам йывăр преступленисен йышĕ пысăкланни (33,6 процент) палăрать. Уйрăмах йывăр преступленисем вара пулман.

Следовательсемпе дозновательсем 46 уголовлă ĕçе вĕçлесе суда янă.

Çул çитмен ачасемпе ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сотрудниксем  йывăр çемьесенче ӳсекен ачасемпе калаçаççĕ, шкулсенче тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем хушшинче преступленисем тăвакансем пулман.

Маларах судпа айăпланнисене, нумаях пулмасть тĕрмерен тухнисене те асăрхасах тăраççĕ. Çавăн пекех районта миграци саккунлăхĕ  мĕнле пурнăçланса пыни çине те тимлĕх уйăраççĕ. Районта  ют çĕшывăн 86 гражданĕ учетра тăрать, Донецк халăх республикинчен килнĕ 7 çын, вĕсенчен 3-шĕ — çул çитмен ачасем.

«Оперативлă служба ĕçĕ- хĕлĕнче ырă улшăнусем пур пулин те тăрăшмалли пур-ха. Преступленисене уçса парас тĕлĕшпе лайăхрах ĕçлемелле», — тесе палăртрĕ Ринат Семигуллович.

Телефонсемпе тата ытти электронлă майпа укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем пирки халăха пĕлтерсех тăраççĕ, халăха асăрхануллăрах пулма ыйтатпăр пулин те ун пек преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 18,8  процент ӳсни пăшăрхантарать.  Районта пулнă çавăн пек 9 преступленирен 4-шне уçса панă. Ултавçăсене тупса палăртма питĕ хĕн, район çыннисене тепĕр хут тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарса хăваратпăр.

Районта наркотиксемпе тата хĕç-пăшал çаврăнăшĕпе саккуна пăсса усă курнă тĕслĕхсемпе çыхăннă преступленисем тупса палăртман.

Обществăлла вырăнта йĕркене пăсни иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен нумайрах пулни тимлĕхе ытларах ӳстерме хистет. Административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе кăçалхи 6 уйăхра 425 протокол çырнă.

Малтан преступлени тунă çынсем тепĕр хут çав çул çине тăнă тĕслĕхсем те йышланнă (29 вырăнне 40).

Район территорийĕнчи çулсем çинчи лару-тăру та çăмăлах мар. Аварисен шучĕ 18,1 процент ӳснĕ. Вĕсенче иртнĕ çулхи ултă уйăхра 2 çын пурнăçĕ татăлнă пулсан, кăçалхи çак вăхăтра 6 çын вилнĕ. ӳсĕр водительсене пула икĕ авари пулнă. Çул-йĕр йĕркине пăснă 1908 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсене административлă йĕркепе явап тыттарнă. Водительсене çул çинче тимлĕрех пулма, правилăсене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Çул тим-  сĕрлĕхе каçармасть. Асăрхануллă пулăр.

«Малашне те пирĕн сотрудниксем районти йĕркелĕхшĕн тăрăшĕç. Саккуна пăсакансем ан пулччăр тесе профилактика ĕçĕсене ирттерессине те вăйлатĕç» — терĕ ĕçе пĕтĕмлетсе Р.Зайнуллин.

А.Ефремова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *