Пятница, 26 апреля

Кандидатсемшĕн сасăларĕç

Конференцире чылай ыйтăва пăхса тухрĕç, вĕсене сасăласа çирĕплетрĕç. Çавăн пекех унта Комсомольски муниципаллă округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен кандидачĕсене пăхса тухрĕç. Вĕсем кашни суйлав округĕнче пĕрер пулĕç, пĕтĕмпе вара  делегатсем  17 кандидатшăн сасăларĕç.  Конференцире  «Единая Россия» партин  регионти уйрăмĕн XXXIII  конференцине хутшăнакан  делегатсене палăртрĕç. Вĕсем: район пуçлăхĕ Ремис Мансуров,   «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн  исполнителлĕ секретарĕ Людмила Макарова. 

Пуçаруллă та маттур, обществăлла ĕçре хастар парти членĕсене% Александр Батюкова, Лариса Алексеевăна «Единая Россия» партин   Тав хучĕсемпе чысларĕç,  Александр Журавлева  çуралнă кун ячĕпе саламларĕç.

А.Антонова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *