Понедельник, 29 апреля

Cпорт

«Урмайсем» — виççĕмĕшсем

«Урмайсем» — виççĕмĕшсем

Нумаях пулмасть Мускавра мини-футбол вăййин Раççейри чемпионачĕ иртнĕ. Çак турнира пурĕ регионсенчи 16 команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче районти "Урмай" команда та ăмăртура тупăшнă. Вăл район чысне чăннипех çÿлти шайра хÿтĕленĕ. Пĕрремĕш турта "Урмай" команда "Юность" ушкăна 8:1 шутпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш турта вара "Спорт волна" командăна 2:3 шутпа выляса янă. Виççĕмĕшĕнче — 5:3 шутпа "Бавария ДБСсене" çĕнтернĕ. Шăпа янă хыççăн "Урмайсен" 1/8 финалта "Альстромсемпе" выляма тивнĕ. Çамрăксем 3:0 шутпа çĕнтернĕ. 1/2 финалта "Хараба" командăна 1:3 шутпа выляса янă. Палăртса хăвармалла, "Хараба" команда чемпионат çĕнтерÿçи пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăншăн "Спорт волна" командăпа выляса 7:3 шутпа çĕнтерме вăй çитернĕ. "Урмайсем" тăван тăрăха виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медальсемпе, Кубокпа таврăннă.
Раççей чемпионатне кайма хатĕрленеççĕ

Раççей чемпионатне кайма хатĕрленеççĕ

Фидаил Рахимзянов Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçласан вĕренекенсен спортри кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Ялти çамрăксем те спорт ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ турнирсене, чемпионатсене активлăрах хутшăнма пуçларĕç. Уйрăмах волейбол, футбол турнирĕсенче çĕнтерÿçĕ ята алăран вĕçертес мар тесе Урмаелсем мĕн кирлине туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кашни спортсмен хăйĕн яваплăхне туйса спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине çĕнсе илнĕ кубоксем, дипломсем çирĕплетеççĕ. Наградисем вара туллиех, шучĕ çук тесен те тĕрĕс пулать. Ф. Рахимзянов тăрăшнипех шкул ачисем шашка, шахмат вăййисенче те хăйсен пултарулăхне лайăх енчен кăна кăтартса параççĕ. Халĕ Фидаил футбол командин тренерĕ. Ăмăртусене ?турнирсене/ "Урмаел" ?"Урмай"/ ятпа хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть çамрăксен команди Тутар Респ
Спортпа туслăран вăй-хал çирĕп

Спортпа туслăран вăй-хал çирĕп

Шурут ялĕнче пурăнакан   Галинăпа   Владимир Гавриловсем спортпа туслă, пур ĕçре те хастар мăшăр.  Нумаях пулмасть вĕсене физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлама тÿр килчĕ. Вĕсен пурнăç çулĕпе сире те тĕплĕнрех паллаштарар-ха. Володя мĕн ачаранах спортпа туслă. Шурут вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне вăл кашни ăмăртăвах хастар хутшăннă, уйрăмах йывăр атлетикăна кăмăлланă. — Манăн пĕрремĕш тренер —  Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Виталий Васильевич Ефремов. Вăл мана яланах пулăшса, кирлĕ сĕнÿсем парса, хавхалантарса пынă. Виталий Васильевич миçе ăстана хатĕрлемен-ши çак тарана çитсе;!  Çитĕнÿ тума пĕрре те çăмăл мар. Кире пуканĕ çĕклес енĕпе республика шайĕнче иртекен ăмăртăва пĕрремĕш хут Йĕпреçре хутшăннăччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ çиччĕмĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Ун
Бассейна юсаса çĕнетеççĕ

Бассейна юсаса çĕнетеççĕ

Инфекци пандемине пула кăçал спорт объекчĕсем чылай вăхăт ĕнтĕ хăйсен алăкĕсене килен-каян валли уçаймарĕç. Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче çын çÿремен вăхăта усăллă ирттерме шутланă — юсав ĕçĕсене пикеннĕ. Кăçал тума палăртнă тĕп ĕçсенчен пĕри — бассейна юсаса çĕнетесси. Кунта хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать: бассейна хăйне, таврари стенасене, урайсене çĕнĕрен плиткăсем сараççĕ, çăвăнмалли 4 пÿлĕме тĕпрен юсаççĕ, çĕнĕ лейкăсем, алăксем вырнаçтараççĕ. Çак ĕçсене тума пурĕ 1,5 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех кĕрешекенсен залĕнче тата тренажер залĕнче çутăсене ылмаштараççĕ, вентиляци тытăмне çĕнетеççĕ. Çак ĕçсем валли 300 пин тенкĕ ытла кайĕ. Кунпа çеç чарăнасшăн мар-ха ФСК ертÿлĕхĕ. Планра — ятарлă искусствăлла сийлĕ футбол уйĕ тăвасси. Хальлĕхе ку енĕпе ĕçе
Велосипедпа çула тухнă

Велосипедпа çула тухнă

Июлĕн 19-мĕшĕнче районти "Кĕтне" ФСК стадионĕнче "100 км — Потому чТо мы Вместе" республикăри велочупу старт илчĕ. Унăн маршручĕ икĕ республикăна —Чăваш Ене тата Тутарстан Республикине — пĕрлештерсе тăрать. Районта пурăнакансем те республикăра йĕркеленĕ велочупуран айккинче юлман, вĕсем те çула тухнă. Велочупăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова саламланă. "100" цифра кăçал икĕ республикăшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Республикăсем Чăваш тата Тутар автономи облаçĕсем 100 çул тултарнине паллă турĕç. Унпа пĕрлех 100 çул каялла ГОЭЛРО планне йышăннă, чăваш профсоюз организацийĕсем йĕркеленнĕ. Мероприяти тĕллевĕ чупура çĕнтересси мар, пурте пĕр

Виçе ытлашши-и? Марафон пулăшать

Кĕлеткен ытлашши виçи организма сиен кÿни паянхи кун никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакна асра тытса чылайăшĕ, уйрăмах хĕрсемпе хĕрарăмсем, ытлашши килограмсенчен хăтăлас тесе мĕн кăна тумаççĕ-ши? Çакă уйрăмах халĕ — коронавируса пула килте самоизоляцире виçĕ уйăх ларнă хыççăн — çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Виçĕ уйăх килтен тухмасăр, спорт залĕсене çÿреймесĕр ÿт хушнă хыççăн çинçелес, кĕлеткене йĕркене кĕртес текенсем йышлăланчĕç. Шăпах çакăн пеккисене пулăшать те ĕнтĕ диетолог, биотехнолог, Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ Алена Тимофеева. Вăл хăйĕн инстаграмри страницинче çинçелес, илемленес ĕмĕтлĕ хĕрхĕрарăмсене пухать, кашнин валли тĕрĕс апатлану йĕркипе пĕр килекен уйрăм меню йĕркелесе парать, ытлашши килограмсенчен хăтăлма пулăшать. Алена Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе т
Ача-пăча площадки – шăпăрлансемшĕн савăнăç

Ача-пăча площадки – шăпăрлансемшĕн савăнăç

Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей. Паллах, ача ÿсекен çемьере ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ питĕ пысăк. Вĕсем яланах ачисемшĕн тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тем пек пăшăрханаççĕ пулсан та пепкисен кашни утăмне сыхласа лараймаççĕ. Лара-тăма пĕлмен шăпăрлансем пĕтĕм япалана "çыртса" пăхма ăнтăлаççĕ. Час-часах сывлăха сиенлеме пултаракан вырăнсене выляма суйласа илеççĕ. Ялта ача-пăча площадки йĕркелени çак ыйтăва татса пама май парать. Юлашки çулсенче чылай ялсенче шăпăрлансем валли вылямалли ятарлă лаптăксем хута кайрĕç. Кăçал Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакан ачасен те ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вĕсен халь вăхăта усăллă тата сывлăхпа ирттермелли кану вырăнĕнче чуччу та, турник те, карусель те пур. Ача-пăча площадки йĕркелеме укçа-тенкине патшалăх уйăрса пачĕ. Ял администрацийĕн ĕçченĕсем те тăрăшуллă пулчĕç. Ял

Тренировка килтех ирттереççĕ

Çĕршыври коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула республикăри, районти спорт шкулĕсемпе секцисем, бассейнсемпе стадионсем тата ытти объект вăхăтлăха хупăнчĕç. Çак тапхăрта, уйрăмах килте ларнă вăхăтра та, вăй-хала çирĕплетме, сывлăха упрама майсем пур. Çав шутра — социаллă сетьсенче пуçарнă нумай акци. Тренерсем социаллă сетьсенче — Вконтакте, Инстаграмра — килтех тренировкăсем ирттерме пулăшакан видеороликсем вырнаçтараççĕ. Хăшĕ кăмăла каять — çавна суйласа илме пулать. Кăмăл çеç пултăр. Çак тренировкăсене нумай çын хутшăнма та тытăннă. Пĕччен, çемьепех килте тренировка ирттерекенсем пур. Акă, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова пурне те килтех тренировка тума сĕннипе пĕрлех хăйĕн воспитанникĕсем килте еплерех хусканнине тĕрĕслесе тăрать. Мĕнле тетĕр-и? "Фитнес-аэ

Дартс вăййинче çĕнтернĕ

Мартăн 17-мĕшĕнче Етĕрне хулинче пенсионерсем хушшинче "Спортивное долголетие" спартакиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта командăсем шывра ишессипе тата дартс енĕпе тупăшнă. Дартс вăййинче пирĕн район чысне Хирти Явăшра пурăнакан Галина Ивановнăпа Анатолий Клементьевич Давыдовсем хÿтĕленĕ. Вĕсем 25 команда хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Галина Ивановна хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Палăртса хăвармалла: спорта юратакан мăшăр яланах районта, республикăра иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Вĕсене малашне те çирĕп сывлăх, спортра çитĕнÿсем тума сунатпăр. В.ПУНДЯКОВ.  
Турнир иртрĕ

Турнир иртрĕ

Шашка — ăс-тăна аталантаракан кăсăклă вăйă. Вăл наука та, спорт та, искусство та. Çиелтен пăхсан çак вăййа выляма çăмăл пек туйăнать. Тарăнрах пăхсан вара, шашка вăййине выляканăн çивĕч ăслă, тавçăруллă пулмалла. Унăн вăйă йĕркине шутласа хурса хирĕç выляканăн çирĕп кăмăлне парăнтарма тăрăшмалла. Нумаях пулмасть Патăрьелĕнче шашкăлла выляссипе регионсем хушшинче турнир иртрĕ. Кашни спортсмен пăлханнине путарса çĕнтерме ăнтăлчĕ. Хĕрÿ ăмăртура Комсомольски çынни, спорт мастерĕн кандидачĕ, Николай Андриянович Индюков иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Спортсмен ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнать, район чысне çÿллĕ шайра тытать. /ХАМĂР ИНФ./.