Пятница, 19 апреля

Турнир иртрĕ

Турнир иртрĕ

Шашка — ăс-тăна аталантаракан кăсăклă вăйă. Вăл наука та, спорт та, искусство та. Çиелтен пăхсан çак вăййа выляма çăмăл пек туйăнать. Тарăнрах пăхсан вара, шашка вăййине выляканăн çивĕч ăслă, тавçăруллă пулмалла. Унăн вăйă йĕркине шутласа хурса хирĕç выляканăн çирĕп кăмăлне парăнтарма тăрăшмалла. Нумаях пулмасть Патăрьелĕнче шашкăлла выляссипе регионсем хушшинче турнир иртрĕ.
Кашни спортсмен пăлханнине путарса çĕнтерме ăнтăлчĕ. Хĕрÿ ăмăртура Комсомольски çынни, спорт мастерĕн кандидачĕ, Николай Андриянович Индюков иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Спортсмен ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнать, район чысне çÿллĕ шайра тытать.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *