Четверг, 25 апреля

Cпорт

Пирĕн районта та велоспорт аталанĕ

Пирĕн районта та велоспорт аталанĕ

Декабрĕн 2-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн велосипед спорчĕн уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн директорĕ Василий Павлов, велосипед спорчĕ енĕпе РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, пирĕн районта çуралса ÿснĕ Владимир Краснов хутшăнчĕç. — Олимп резервĕн спорт шкулĕсем тĕрлĕ муниципалитетсенче спорта аталантарас, ертсе пырас, методика пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевлĕ. Комсомольски районĕн спортсменĕсен йышĕнчен çĕнĕ чемпионсем, Раççей чысне пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче хÿтĕлекен олимп «çăлтăрĕсем» тухасса иккĕленместĕп, — терĕ министр пуçтарăннисене саламланă май. Вăл шыв-çăлав спорчĕ енĕпе йĕркеленĕ Раççей

Раççей шайĕнче – призер

Ноябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Мускаври «Динамо» спорт керменĕнче фитнес-аэробикăпа Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Мускавран, Тольяттинчен, Нефтекамскран, Челябинскран, Анапăран, Рязаньтен, Егорьевскран тата ытти хуласенчен чи пултаруллă спортсменсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне çак ăмăртура 100 ытла спортсмен хÿтĕленĕ. Чемпионата районти фитнес-аэробика федерацийĕн Президенчĕ Мария Долгова ертсе пыракан «Свит Бейби» команди те хутшăннă, хĕрачасем хăйсен ÿсĕмĕнчи командăсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Свит Бейби» команда йышĕнче Виктория Степанова, Виктория Федорова, Александра Лазарева, Екатерина Жукова, Ульяна Воробьева хăйсен пултарулăхне кăтартнă. — Ку пирĕншĕн — Раççей шайĕнчи пĕрремĕш чемпионат. Пур команда та питĕ вăйлă, пултаруллă. Çавăнпа та эпир те питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр,
Конкурсра – виççĕмĕш

Конкурсра – виççĕмĕш

Нумаях пулмасть хут çĕленсен куçăмсăр майпа иртнĕ республика шайĕнчи конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăнакансем виçĕ номинацире — лаптак хут çĕленсем, калăпăшлă хут çĕленсем тата эксперименталлă модельсем — хăйсен ĕçĕсене хатĕрлесе тупăшнă. Пурĕ республикăри 11 районпа хуларан 46 ача конкурса хутшăннă. Пирĕн район чысне Асанкасси вăтам шкулĕнче ăс пухакан Артем Маштанов, Александр Демьянов, Яким Филиппов, Егор Козлов, Виталий Чернов, Антон Степанов, Владимир Фадеев тата Даниил Маргиданов хÿтĕленĕ. Вĕсем хут çĕленсем ăсталаса тĕрлĕ номинацисенче хăйсен ĕçĕсене кăтартса панă. «Эксперименталлă модельсем» номинацире Даниил Маргиданов виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ăна эпир чĕререн саламлатпăр. В.САЛАЕВ.  

Район команди «кĕмĕле» тивĕçнĕ

Çирĕп сывлăхлă тата вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен куллен физкультура тумалла, спортпа туслашмалла. Çакна пирĕн республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх фестивальне хутшăннă «кĕмĕл ăрури» спортсменсем те çирĕплетеççĕ. Аслă ăрурисен пысăк спорт уявĕ çак кунсенче Шупашкар районĕнчи «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче иртнĕ. Унта республикăн 18 муниципалитетĕнчен чи пултаруллă спортсменсем хутшăннă. Çăмăл атлетикăра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçес тесе 180 ытла аслă ăрури физкультурник тупăшнă. Комсомольски район команди ăмăртусенче район чысне ăнăçлăн хÿтĕленĕ. Чи малтанах 200 метра чупакансем старта тухнă. Çĕнтерÿçĕрен кăшт çеç кая юлса пирĕн районта çуралса ÿснĕ Евгений Тихонов старта иккĕмĕш çитнĕ. Хĕрарăмсем хушшинче пирĕн район спортсменки Галина Волкова çак дистанцие пĕрремĕш парăнтарма пултарнă

Осиповсем çĕнтернĕ

Октябрĕн 10-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи «Атăл» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче республикăри ял вăййисем иртнĕ. Унта республикăри 21 муниципалитетри 500 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра пирĕн районăн туслă команди те пулнă. Спортсменсем тĕрлĕ спорт вăййисенче тупăшнă. Тĕслĕхрен, Осиповсен çемйи — Лариса, Андрей, Софья — «Спортпа туслă çемье» номинацинче çĕнтернĕ. Механизаторсен тупăшăвĕнче арçынсем иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен. Никита Носковпа Юрий Козлов механизаторсем ăсталăхпа палăрнă. Кире пуканĕ йăтассипе те команда иккĕмĕш вырăна тухнă. Район чысне Анастасия Ильина, Галина Волкова, Владимир Калашников, Виктор Марин хÿтĕленĕ. Владимир Калашников çак тупăшурах пĕччен ăмăртса иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. /ХАМĂР ИНФ./.  

«Эпĕ спорт туризмĕ суйлатăп»

Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçланакан «Эпĕ спорт туризмĕ суйлатăп. Туризм ялти шкулсене» спорт туризмĕн ăмăртăвне хутшăнчĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикин Спорт туризмĕн федерацийĕ пуçарнипе ирттерчĕç. Çак проектпа килĕшÿллĕн пирĕн шкула туризм хатĕрĕсем, вĕренсем, палаткăсем, хурансем, çывăрмалли михĕсем тата кароматсем пачĕç. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçса шкул директорĕ Е.Н.Савельев ЧР Спорт туризмĕн федерацийĕн Президентне В.А.Атачкина тав турĕ. В.А.Атачкин тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Б.В.Малов ăмăртăва хутшăнакансене лайăх кăтартусем тума сунчĕç. Пурĕ ăмăртура 5—11-мĕш классенче ăс пухакан 86 вĕренекен тупăшрĕ. Пĕтĕмлетÿсене 4 ÿсĕм ушкăнĕнче турĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Кирилл Кузьминпа Александр

Çирĕп сывлăхлă пулас тесен хусканмалла, чупмалла

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта «Нацисен кросĕ—2020» чупу иртрĕ. Çак кун, тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Комсомольскинче пурăнакансем «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне пуçтарăнчĕç: пĕрисем — ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç. «Нацисен кросĕ» чупăва район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев уçрĕç. — Нацисен кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт ветеранĕсем те тăраççĕ. Чăваш Енре 2004 çулта старт илнĕ кросăн тĕп тĕллевĕ — халăха сывă пурнăç йĕрки

Старта тухатпăр

Шăматкун, сентябрĕн  19-мĕшĕнче, Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче, йăлана кĕнĕ "Нацисен кросĕ" иртет. Старт — 12 сехетре. Çак кун спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, пурте ăмăртăва хутшăнма пултараççĕ. Мала тухнисене медальсемпе Дипломсем парса чыслĕç. Район çыннисем ăмăртăва хастаррăн хутшăнасса шанатпăр. Старта тăни çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă, вăл ÿт-пĕве çирĕплетме пулăшать.  
Районти футбол: 1975-1990 çулсем

Районти футбол: 1975-1990 çулсем

Çак тапхăрта район ăнăçлăн аталанса пынă май, футбол та аталану çулĕ çине тăнă. Кашни колхозра тата район центрĕнче лайăх футбол уйĕсем пулнă. Ăмăртусене 15 команда ытла хутшăннă. "Гигант", "Россия", "Красный Октябрь", "Восток", "Дружба" колхозсен командисем уйрăмах вăйлă пулнă. Çавăн пекех "Знамя", "Заря", "Урожай", "Луч", "Красный маяк" колхозсен командисем те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Район центрĕнчен кашни ăмăртăва 5—6 команда тăратнă, çав шутра: "Эмитрон", "Комсомольский совхоз", "Сельхозтехника", "Динамо", "Сельэнерго", "Мелиорация" командăсем. Хăш-пĕр турнирсенче Комсомольски вăтам шкулĕн, райпон "Автомобилист" командисем мĕнле вылянине халĕ те ас тăватпăр. Командăсем ун чухне районти чемпионатсенче малти вырăнсене тухассишĕн питĕ вăйлă тупăшнă. Чемпион ятне тата район кубокне чы
Раççей шайĕнче – призер

Раççей шайĕнче – призер

Августăн 28—29-мĕшĕсенче Севастополь хулинче уçă шыв çинче шыв çăлав спорчĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ субъекчĕсенчен чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче районти ачасемпе çамрăксен "Кĕтне" спорт шкулне çÿрекенсем те пулнă. Ăмăртăва хутшăнакансем тĕрлĕ енлĕн тупăшнă: чупнă, ишнĕ, çăлав пиçиххийĕсемпе çыхăнса финиша мала çитессишĕн ăнтăлнă тата ытти енпе те пултарулăхне кăтартнă. 2004—2009 çулсенче çуралнă хĕрачасен ушкăнĕнче пирĕн спортсменкăсем ăмăртнă. Александра Мамуткина Раççей шайĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Элина Тумаланова призерсен шутне кăшт çеç кĕреймен — 4-мĕш вырăна тухнă. Çăмăл мар тупăшура малтисен шутне кĕме пултарнă хĕрачасене чун-чĕререн саламлатпăр. Кунта, паллах, вĕсен тренерĕн Н.С.Сахровăн тÿпи те пур. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене