АПК ветеранӗсем ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ
Сентябрӗн 7-мӗшӗнче агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗн пухӑвӗ «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче иртрӗ. Ветерансем унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ.
Пухӑва хутшӑнакансене ЯХПК председателӗ М.Р.Афанасьев, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В.Кондратьева тата художествӑлла пултарулӑх коллективӗ кӗтсе илчӗҫ. Мероприятие ҫавӑн пекех ЧР АПК ветеранӗсен союзӗн президиумӗн членӗ — Комсомольски округӗн кураторӗ В.Б. Шуверов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ф.Ф.Зейнетдинов тата ял хуҫалӑх пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан М.М.Зайнуллин хутшӑнчӗҫ.
Пухӑвӑн практика пайӗнче пуҫтарӑннисем Тукайри Акатуй иртекен вырӑнта, реконструкциленӗ чиркӳре, ҫӗнӗ культура ҫуртӗнче пулса курчӗҫ. Унта ялти шкул ачисем СВОна хутшӑнакансене ха