Суббота, 20 апреля

Ĕмĕрĕпе медицинăра вăй хурать

Фельдшер — нумай енлĕ медицина ĕçченĕ çеç мар, ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Унăн ĕçĕ пурин куçĕ умĕнче. Ялти фельдшера пурте пĕлнине, палланине кура шăпах ял тăрăхĕнче çынсен хисепне тивĕçме çăмăл мар. Сывлăхпа мĕн те пулин сиксе тухсан çынсем тӳрех ФАПа васкаççĕ. Ялтан тухса район поликлиникине каясси вара хутран-ситрен çеç пулать.

Тукай ялĕнче тĕлĕнмелле хĕрарăм  Вера Николаевна Моторина пурăнать. Вăл — фельдшер. Вера Николаевна 1985 çулта Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан çак ĕçре вăй хума пикеннĕ. 37 çул ĕнтĕ вăл Тукайри фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшать, пурĕ 550 çыннăн сывлăхне тимлесе тăрать.

Ял халăхĕ вĕсемпе юнашар çакăн пек ырă кăмăллă та тимлĕ медицина ĕçченĕ пулнăшăн питĕ савăнать. Вăл нихăçан та вăхăт çук тесе тăмасть, яланах _ темле çанталăкра та, кăнтăрла та, çĕрле те — хăйĕн пациенчĕсене пулăшу пама васкать. Тарăн професси пĕлĕвĕллĕскер, хăвăрт та çынна пĕлсе пулăшу пама пултарать, çавăн пекех ырă кăмăлĕпе тата ăшă чун-чĕрипе палăрса тăрать. «Паянхи кун чирлисене, уйрăмах ваттисене, хĕрхенни, вĕсемшĕн хумханни, вĕсемпе хутшăнни çитмест. Çакăн пек пациентсемшĕн эмелсем çеç мар, ырă сăмах, чуна уçса калаçма май пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ», — тет Вера Николаевна.

Фельдшерăн ĕç кунĕнче ларса канма вăхăт çук. Ирхине вăл чирлисене йышăнать. Хăш-хăш кун ун патне 10—15 çын та пырать. Халăха планпа палăртнă пулăшусемпе тивĕçтересси, диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕсем, патронаж, чĕннĕ çĕре çитесси, санитари ĕçĕ — пур тивĕçне те вăл ăнăçлăн пурнăçласа пырать. Йăлтах ĕлкĕрсе пырас тесен лайăх ĕçлени çеç çителĕксĕр, ĕçпе пурăнмалла. Нумай çул фельдшерта тăрăшса Вера Николаевнăн тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивнĕ, унăн практикинче чылай йывăр тĕслĕхсем те пулнă. Пĕрре мар вăл ял çыннисен пурнăçне çăлнă, тĕслĕхрен, тĕрĕс мар эмел ĕçнипе анафилактикăлла шок пулсан, алкоголь шĕвекĕсемпе наркăмăшлансан, пыл хурчĕ сăхсан… Çыннăн пурнăçĕ çӳç пĕрчи çинче çеç тытăнса тăнă тĕслĕхсем те пулнă. Нумай çул халăх сывлăхне сыхлас тытăмра тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вера Николаевнăна пĕрре мар Хисеп грамотисемпе наградăланă. 2011 çулта ăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята та панă.

«Эпĕ çак ялта çуралса ӳснĕ, Вера Николаевнăна вăл ĕçлеме пуçланăранпах пĕлетĕп. Пирĕн фельдшер патне хуть те хăш вăхăтра пулăшу ыйтса пыма пулать. Вăл пулăшать, ăнлантарать, яланах ырă кăмăллă, тарават. Ачасем те ăна юратаççĕ: приема пыма тата прививкăсем тума хăрамаççĕ. Ялти кашни çынна вăл ятран пĕлет, çитĕннисенне вара хăçан çуралнине те ас туса тăрать. Тухтăр патне çырăнма пулăшать, анализсем илет, йăлтах тĕплĕн ăнлантарать. Эпĕ ФАП-па юнашар пурăнатăп, çавăнпа та хăш чухне иртсе пынă чухне унта кĕрсе тухатăп. Вера Николаевна яланах ăшшăн кĕтсе илет, ырă сăмахпа чуна ăшăтать. Пысăк тав ăна», — уçать шухăшне Тукай ялĕнче пурăнакан Тамара Ефимовна Казакова.

Вера Николаевна хăйĕн пĕтĕм пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă, нихăçан та професси улăштарасси çинчен шутламан. Юратнă мăшăрĕпе вĕсем виçĕ хĕре пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ĕç хыççăн киле таврăнас килет, ирхине ĕçе каяс килет пулсан çын телейлĕ теççĕ. Эппин, Вера Николаевнăна çирĕплетсех телейлĕ хĕрарăм теме пулать — унăн юратнă çемье тата юратнă ĕç пур.  

И.КОРНИЛОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *