Четверг, 25 апреля

Паян та хисеплеççĕ, сума суса тав тăваççĕ

Тивĕçлĕ канăва кайсан та, вĕренӳ ĕçĕнче чылай çул вăй хунă çынсемшĕн сентябрĕн 1-мĕшĕ пысăк уяв пулса юлать. Шăпах çак кунтан вĕсемшĕн яваплă  тепĕр тапхăр  — вĕренӳ çулталăкĕ пуçланнă-çке. Миçе хутчен вĕсемшĕн те, вĕрентекенсемпе пĕрле пĕрремĕш шăнкăрав янăранă-ши? Çавăнпах пулĕ унăн пĕлтерĕшĕ çулсем хыçа юлсан та  çухалмасть ветерансемшĕн.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Алексей Андреевич  Яковлевăн пĕрле ĕçлекенсене, паллакансене уяв ячĕпе  саламласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та вăл  педагогсене шăнкăравлама вăхăт тупрĕ. Уншăн уйрăмах Кĕçĕн Каçал пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  тĕп шкулĕнче пĕрле  тăрăшнă ĕçтешĕсем хаклă. Ара, вăл унта 10 çул ытла ĕçлесе туслă коллектив чăмăртама пултарнă-çке, вĕсемпе чылай чухне  савăнăç-хурлăхне пĕрле пайланă, ачасене пĕлӳ парас енĕпе çине тăрса, пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса ĕçленĕ.  Алексей Андреевичпа  калаçса ларатпăр та, 40 çул ытла  педагогика  ĕçĕнче  тăрăшнăскерĕн, каласа памалли нумай.

Темĕнле пысăк юханшыв та  пĕчĕк çăлкуçсенчен пуçланать теççĕ те, Асанкасси вăтам шкулне çӳренĕ чухне А.Яковлев, тен, хăйĕн пурнăçне ачасене пĕлӳ парас ĕçе халалласса шутламан та. Пур предметсемпе  лайăх паллăсемпе  çеç ĕлкĕрсе пыраканскерĕн малалла вĕренес тĕллевсем пулнах. Алла аттестат илсен вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕр парта хушшинче ларнă Н.И.Чумаковпа (каярахпа Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕнче нумай çул ĕçленĕ) Шупашкарти И.Я.Яковлев  ячĕллĕ педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме шутланă. Вăл çулсенче конкурс  пысăк пулнă. Апла пулин те, Асанкасси каччисем экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн аслă вĕренӳ заведенине вĕренме кĕнĕ. Студентăн хаваслă, çав вăхăтрах çăмăлах мар пурнăçĕ хăвăрт иртсе кайнă. Библиотекăсенче ларса сессисене хатĕрленни, студентсен ĕç отрячĕсенче пулни, институтри мероприятисене хутшăнни… хыçа юлнă.

Дипломлă специалистăн педагогикăри пĕрремĕш утăмĕсем Асанкасси вăтам шкулĕнченех пуçланнă. Кунта унăн хăйĕн тĕп предмечĕсемсĕр пуçне астрономи, рисовани, черчени урокĕсене те илсе пыма тивнĕ. Кашни урока  хатĕрленнĕ май хăйĕн  юратнă вĕрентекенĕсенчен М.Ф.Ахтирековăран, М.О.Салаевран тата ыттисенчен те тĕслĕх илме тăрăшнă. 9 çул вăй хунă вăл кунта. Директор ĕçĕсене пурнăçлакан та, вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ те пулма тивнĕ унăн. Çав çулсенчех Аслă Чурачăк хĕрĕпе Светлана Михайловнăпа  пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ унăн яланах пулăшаканĕ, хавхалантараканĕ пулнă.

Пултарулăхне, хастарлăхне кура ăна 1982 çулта районти халăха  вĕрентес ĕç пайĕн методисчĕ пулма  куçараççĕ. Яваплăхĕ те, ĕç калăпăшĕ те палăрмаллах пысăкланать. Халĕ унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕр уйрăм шкулпа çеç çырлахмасть, районти пур вĕренӳ учрежденийĕсемпе те çыхăнать. Час-часах шкулсене çитме тивет. Чылай чухне çуран е автобуспа çула тухать.  Ачасене пĕлӳ парас енĕпе çыхăннă  çĕнĕлĕхсене сарасси, районти вăл е ку учителĕн паха опычĕсемпе паллаштарасси, предметсене вĕрентнĕ чухне темăсене туллин уçса парса ачасем патне  пуриншĕн те ăнланмалла илсе çитересси тата ытти нумай ыйтупа  тимлеме тивет. Районти методика кабинечĕн заведующийĕ пулнă май  ĕçĕ нумай унăн: секцисем, занятисем, пĕрлешӳсен канашлăвĕсем, уçă уроксем… Шкулсенчи пултаруллă та  анлă тавракурăмлă ачасене палăртас тĕлĕшпе  йĕркелекен предмет олимпиадисем, конкурссем, фестивальсем ирттересси те ун çинче. Канăçсăр кунсем çеç мар, çĕрсем те пулнă.  Кашни мероприятиех вăл тĕплĕн хатĕрленме тăрăшнă.

1989 çулта Кĕçĕн Каçал  пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулĕн директорĕ тивĕçлĕ  канăва кайнă май, Алексей Андреевича унти коллектива ертсе пыма шанаççĕ. Ку татах та пысăкрах, яваплăрах ĕç. Халĕ ĕнтĕ ачасене пĕлӳ парасси çеç мар, коллективри ĕç-пуçа йĕркелесе пымалла, шкулăн пурлăхпа техника никĕсне те тытса пымалла. Пур çĕре те  хуçа куçĕпе пăхмалла. Вăл ертӳçĕре  ĕçленĕ çулсенче çĕршывра та  пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Çакă  татах та ытларах  кăткăслăхпа  йывăрлăх чылай кăларса тăратать. Çапах та  А.Яковлев директор  коллективпа пĕр чĕлхе  тупса йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пултарнă. Çак çулсенчех район администрацийĕ пулăшнипе  шкул çуртне çĕнетнĕ. Каярахпа,  Комсомольски 2-мĕш вăтам  шкулĕ хута кайсан, ялта  кĕçĕн классем анчах юлаççĕ. Ун хыççăн вара, çулсем иртнĕçемĕн, шкул хупăнать.

Алексей Андреевичăн малаллахи ĕç тапхăрĕ вара районти вĕренӳ ĕçĕн профсоюз комитечĕпе çыхăнать. Çыхăнать тени тĕрĕсех те мар пулĕ-ха, маларах та ăна ку енĕпе ĕçлеме тӳр килнĕ. Анчах та унтанпа пурнăç чылай  улшăннă. Çапла вара 2004 çултан пуçласа 2015 çулччен вăл вĕренӳ ĕçĕн профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕнче вăй хунă. Кунта та А.Яковлев  хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Вĕренӳ системинче ĕçлекенсен интересĕсене хӳтĕлеме, вĕсен йăла тата пурнăç условийĕсене лайăхлатма майсем тупас тесе  сахал мар тăрăшнă. Çав вăхăтрах вĕрентекенсен канăвне  усăллă та интереслĕрех ирттерес тĕлĕшпе те тимленĕ. Профсоюз комитечĕ тăрăшнипе спорт енĕсемпе спартакиада ирттерессине йăлана кĕртнĕ, юрă-ташă мероприятийĕсем ирттернĕ. Ăна вĕренӳре ĕçлекенсен республикăри профсоюз комитечĕн членне суйланă. Паянхи кун та вăл  профсоюз ĕçĕпе интересленсех тăрать.

Халĕ Алексей Андреевичпа Светлана Михайловна килĕнче иккĕшех пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахчара ĕçлеççĕ. Çу кунĕсенче вара  мăнукĕсем вĕсене савăнăç кӳреççĕ.  Вĕсем килсен пӳрт-çурт хаваслăхпа тулать. Яковлевсем 3 ывăл пăхса çитĕнтернĕ.  Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçра  тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Виççĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ, çемьеллĕ.

— Ачасем тăтăшах килсе çӳреççĕ.  Уйрăмах 8 мăнукпа савăнатпăр. Вĕсен хаваслă сассисене   илтсен чун-чĕре хăпартланупа тулать, кăмăла уçса ярать, — теççĕ телейлĕ аслашшĕпе асламăшĕ.

Çак кунсенче Алексей Андреевич 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак çулсен чылай пайне вăл вĕренĕве панă. Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем,  Тав çырăвĕсем нумай илме тивĕç пулнă вăл. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ЧР вĕренӳ министерствин, профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисем вăл чăннипех те пултаруллă педагог пулнине çирĕплетеççĕ. А.А.Яковлев — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Çак наградăсенчен чи пахи вара уншăн хăйĕн тĕпренчĕкĕсен юратăвĕ, вăл вĕрентнĕ ачасем хисеплени, пĕрле ĕçлекенсем сума суни.

Кĕçĕн Каçал шкулĕнче пĕрле ĕçленисем ăна паянхи кун та ырăпа кăна аса илеççĕ, ун ячĕпе ăшă сăмахсем чылай калаççĕ. Çакăнтан пахи тата  мĕн пур?

Алексей Андреевичăн пĕтĕм пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çырса та, каласа та пĕтереймĕн. Ăна малашне те çирĕп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Тĕллевĕрсем, ĕçĕрсем ăнса, пурнăçланса пыччăр.

Ю.ГАВРИЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *