Йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев

Йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев

РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский»  уйрӑмӗнче кӑҫалхи 3 уйӑхри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ. Канашлӑва ЧР шалти ӗҫсен министерствин обществӑлла йӗркене сыхлассине йӗркелес ӗҫ управленийӗн начальникӗ, полици полковникӗ Н.А.Зологин, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, Елчӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А.Николаев, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӑн Елчӗк подразделенийӗн начальникӗн ҫумӗ Т.Ш.Мингалеев, шалти ӗҫсен пайӗн ветеранӗсен совечӗн председателӗ П.В.Лапшин, пирӗн округ прокурорӗ О.Ю.Васильев тата право йӗркине сыхлас енӗпе тӑрӑшакан ытти ӗҫченсем  хутшӑннӑ. Муниципалитетсем хушшинчи  «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан О.Ю.Миронов отчет туса панӑ.

— Пирӗн уйрӑмра тӑрӑшакансем право йӗркине сыхлас, преступлени пуласран асӑрхаттарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра  пирӗн ятпа панӑ тӗрлӗ ыйтусемпе заявленисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен ытларах пулнӑ — 1197. Вӗсенчен 712-шӗ Комсомольски округӗнчен  килнӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округра 46 преступлени регистрациленӗ. Ку кӑтарту иртнӗ ҫулхинчен ӳснӗ. Александровка (1-рен 7), Элпуҫ (1-рен 5), Аслӑ Ҫӗрпӳел (1-рен 3), Асанкасси (1-рен 2) территори уйрӑмӗсенче пӗлтӗрхинчен ытларах преступлени  туни палӑрать. Вӗсен чылай пайне полици ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе уҫса панӑ. Асӑннӑ тапхӑрта ҫын вӗлернӗ, ирӗксӗрлесе мӑшкӑланӑ, автомототранспорта вӑрланӑ, хурахла тапӑннӑ, хӑратса укҫа ыйтнӑ, вут тӗртнӗ тӗслӗхсем пулман. Следовательсем суда уголовлӑ 14 ӗҫе янӑ.

Халӑх хушшинче тӑтӑшах калаҫусем ирттернипе, ӑнлантару ӗҫӗсене вӑйлатнипе ИТ-преступленисен шутне чылай чакарма май килнӗ. Ялсенче иртнӗ граждансен пухӑвӗсенче те участоксенчи инспекторсем ултавҫӑсенчен асӑрханмалли пирки каласа панӑ. Ку енӗпе профилактика ӗҫӗ анлӑ пырать пулин те,  ултав серепине лекекенсем пур-ха. Кӑҫал пирӗн округра  ун пек тӑватӑ тӗслӗх пулнӑ.

Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени туманни савӑнтарать, анчах та йӗркене пӑсни пулкалать-ха. Вӗсемпе ӗҫлессине те кирлӗ шайра туса пыма тӑрӑшатпӑр.

Округра ӳсӗрле тунӑ преступленисен шучӗ те чакни палӑрать. Ку тӗлӗшпе профилактика ӗҫӗсем тӑвас енӗпе те сахал мар тӑрӑшатпӑр.

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе тимлӗн ӗҫлетпӗр. Кӑҫалхи 3 уйӑхра аварисем пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен сахалрах регистрациленӗ. Иртнӗ ҫул 5 пулсан, кӑҫал — 3. Вӗсем ҫул-йӗр тивӗҫлӗ шайра пулманнипе (2) тата ҫуран ҫӳрекен айӑпӗпе сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе чылай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Ку енӗпе кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра административлӑ йӗркене пӑснӑ 817 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Вӑл шутран 33 водителе руль умне эрех ӗҫсе ларнӑшӑн тата медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшменшӗн явап тыттарнӑ.

Шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсем малтан преступлени тунӑ ҫынсем, надзорта тӑракансем, хамӑр тӑрӑхра пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисем ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче право йӗркине пӑсакансем ан пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Шел пулин те, тепӗр хут преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ тӗслӗхсем те палӑраҫҫӗ.

Обществӑлла вырӑнти йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси те тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать. Ку енӗпе ҫынсем нумай ҫӳрекен вырӑнсенче вырнаҫтарнӑ видеокамерӑсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем урлӑ полици ӗҫченӗсем киревсӗр ӗҫ тунине вӑхӑтра асӑрхама тата вӑл вырӑна хӑвӑрт ҫитме пултараҫҫӗ.

Ҫапла вара полиции ӗҫченӗсем хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас енӗпе чылай ӗҫ тунӑ. Ҫакна кӑҫалхи пӗрремӗш квартал ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн  муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗ республикӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑнни те ҫирӗплетет, — пӗлтерчӗ Олег Юрьевич.

Галина ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *