Уй-хир ӗҫӗ вӑй илсе пырать

Уй-хир ӗҫӗ вӑй илсе пырать

Ҫанталӑк хӗвеллӗ те уяр тӑрать. Ҫакӑ округри ҫӗр ӗҫченӗсене хирсенче ӑнӑҫлӑ тӑрӑшма май парать.

Апрелӗн 17-мӗшӗнче округри тӗрлӗ формӑллӑ предприятисенче нумай ҫул ӳсекен курӑксен 2002 гектарне апатлантарнӑ, 2928 гектарне сӳреленӗ. Ҫак   ӗҫсенех кӗр тыррисен уйӗсенче те  пурнӑҫлаҫҫӗ: 1875 гектар апатлантарнӑ, 1761 гектар сӳреленӗ.  Хуҫалӑхсенче 5543 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ, 2944 гектар культиваци туса ҫӗр хатӗрленӗ.

Округри 15 хуҫалӑхра акана тухнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне 1081 гектар урпа,1039 гектар тулӑ, 193 гектар викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, 130 гектар сӗлӗ, 75 гектар пӑрҫа акнӑ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӑй илсех пыраҫҫӗ.

Ремис Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *