Воскресенье, 28 апреля

Уй-хир ӗҫӗсем малала пыраҫҫӗ

Уй-хир ӗҫӗсем малала пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен чылайӑшӗнче  тырпул пуҫтаракан комбайнсем хире тухнӑ.  Вырма вӑй илсех пырать.

Августӑн 3-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсемпе фермер хуҫалӑхӗсем 1283 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. Вӑл шутран 843 гектар кӗрхи тулӑ, 457 гектар урпа, 122 гектар сӗлӗ, 100 гектар пӑрҫа вырса ҫапнӑ. Йӗтемсем ҫине 3822,9 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25 центнера яхӑн тухать.

«Урожай», «Искра», «Асаново» хуҫалӑхсем пурӗ 385 гектар кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрленӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем анасене   ҫийӗнчех сухалаҫҫӗ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе  хуҫалӑхсенче 5413 тонна утӑ, 17631 тонна сенаж хатӗрленӗ. Утӑ «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗнче 551 тонна, «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Дружба», «Асаново» ЯХПКсенче 390—350 тонна чухлӗ пур. Сенаж «Слава», «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Урожай» колхоз ытларах янтӑланӑ.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи хирсенче уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *