Воскресенье, 19 мая

Пӳлме сарӑ «ылтӑнпа» тулать

Пӳлме сарӑ «ылтӑнпа» тулать

Уй-хирти ӗҫсен ӑнӑҫлӑхӗ ҫанталӑк условийӗсенчен тӳр-ремӗнех килнине ял ҫынни лайӑх ӑнланать. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма кунран-кун вӑй илсе пырать. Пурте шӑрӑх та типӗ ҫанталӑкпа туллин усӑ курса пулса ҫитнӗ тухӑҫа вӑхӑтра тата тӑкаксӑр пуҫтарса илессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Хирсенче трактор-комбайн шавӗ пӗр самантлӑха та лӑпланмасть.

«Луч» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче те вырма ӗҫӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ. Хуҫалӑхра 720 гектар ҫинче тӗш-тырӑ ҫитӗнтернӗ. Кунта хальхи вӑхӑтра урпана ҫапса тӗшӗлессипе тимлеҫҫӗ. Вӑл 320 гектар йышӑнать, 280 гектар ҫинче  ҫурхи тулӑ, 120 гектар ҫинче сӗлӗ ҫитӗнтернӗ. Сӗлле кӗске хушӑрах пуҫтарса илнӗ. Августӑн 6-мӗшӗ тӗлне 200 гектар ҫинчи урпана ҫапса тӗшӗленӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 32 центнерпа танлашать.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр «ылтӑн» хирте 3 комбайн мӑнаҫлӑн ярӑнаҫҫӗ. Штурвалсем ҫирӗп алӑсенче, вӗсемпе Виталий Шорников тата ӑна пулӑшса пыракан ывӑлӗ — Иван, Анатолий Егоров, Дмитрий Егоров тӑрӑшаҫҫӗ. Валерий Краснов, Сергей Кадыков, Александр Филиппов, Геннадий Пурлушкин водительсем хӑйсене шанса панӑ автомашинӑсемпе тырра йӗтемсене турттараҫҫӗ.

Тырра Анат тата Тури Тимӗрчкассинчи кӗлетсене хураҫҫӗ. Хальлӗхе хиртен типӗ тырӑ кӑна кӗнине палӑртаҫҫӗ. Йӗтемсенче икӗ бригада тӑрӑшать. Вӗсен ӗҫне Мария Земскова кладовщик йӗркелесе пырать. Пӗрремӗш бригадӑра тырра алланӑ, сӑвӑрнӑ ҫӗрте  йӗтем заведующийӗ Геннадий Земсков, Сергей Крылов машинист, Светлана Грачева, Ирина Наумова, Ольга Борисова, Наталья Земскова вӑй хураҫҫӗ.  Иккӗмӗш бригадӑра вара Анатолий Борисов машинист, Елена Борисова, Нина Козлова, Надежда Леонтьева, Татьяна Семенова, Галина Петрова тӑрӑшаҫҫӗ. Аллисенчен ӗҫ хатӗрне вӗҫертмесӗр кал-кал ӗҫлеҫҫӗ.

Хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗн-че пурте ир-ирех ӗҫе пикенеҫҫӗ. Комбайнсем хыҫҫӑнах тракторпа улӑм пресласа пыраҫҫӗ. Ҫак ӗҫре Сергей Андреев, Владимир Герасимов, Юрий Шеверов, Анатолий Степанов тӑрӑшаҫҫӗ.

— Кӑҫал ҫумӑр ҫумарӗ пулсан та тухӑҫ аван, савӑнтарать, анчах тырӑ хакӗ йӳнӗ пулни хумхантарать. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса туяннӑ ҫӗнӗ техникӑна киввипе танлаштараймӑн паллах. Уйрӑмлӑх питӗ пысӑк. ,ҫченсем маттур, пӗр-пӗринпе килӗш-  терсе ӗҫлеҫҫӗ, пур ҫӗрте те ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан вырмана тепӗр 6—7 кунта пӗтерме планлатпӑр, — ӗҫсемпе паллаштарнӑ май палӑртрӗ хуҫалӑх председателӗ Анатолий Васильевич Семенов.

Ҫапса тӗшӗленӗ лаптӑксенче ҫийӗнчех кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Малтанах анасене  дисклаҫҫӗ, каярах сухаласа хӑ- варма палӑртаҫҫӗ. «Кировец» К-525 тракторпа Дмитрий Егоров 150 гектар ҫӗре хуратни те паллӑ. Ҫамрӑк каччӑ комбайнпа та, ҫав вӑхӑтрах тракторпа та ӗлкӗрсе ӗҫлесе пырать. Тӑван кооперативра ҫамрӑксем вӑй хуни савӑнтарать. Уй-хирте ҫирӗп кӑмӑлпа ӗҫлекенсене Ираида Александрова повар кашни кунах тутлӑ та техӗмлӗ апат ҫитерет.

Хуҫалӑхра пӗлтӗр кӗрхи тулӑ акман. Кӑҫал вара «Марафон» ятлӑ сорта туянса акса хӑварма планлаҫҫӗ. «Луч» ЯХПК хирӗнче пӗр тикӗссӗн, ӑнӑҫлӑ ҫитӗнекен куккурус та лайӑх тухӑҫ парасса шанаҫҫӗ ӗҫченсем.

Комбайнерсем ытти хуҫалӑхсене пулӑшма та вӑхӑт тупаҫҫӗ. Маларах «Восток» ЯХПКна кӗрхи тулӑ тата пӑрҫа ҫапма кайса килнӗ. Халӗ те тӑван хуҫалӑхра вырма ӗҫне вӗҫлесен ыттисене пулӑшма палӑртаҫҫӗ.

«Тӑрӑшмасӑр тар тухмасть, тар тухмасӑр тыр пулмасть», тенӗ халӑхра. «Луч» хуҫалӑх ӗҫченӗсене пур ӗҫе те вӑхӑтра туса ӗлкӗрме сунатпӑр, пӳл- месем пуян тухӑҫпа тулли пулччӑр.

Анна Матросова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *