Понедельник, 6 мая

Публикации

«Урмай-Залида» фестиваль – туслăх уявĕ

«Урмай-Залида» фестиваль – туслăх уявĕ

Апрелĕн 4—6-мĕшĕсенче Урмаел ялĕнче тĕрĕк халăхĕсен культурипе пултарулăхĕн Пĕтĕм халăхсен "Урмай-Залида" VII-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Çак фестиваль çичĕ çулта хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, пачах урăхла, вăл тата та ытларах пултарулăх коллективне, пĕччен юрлакансене хăйĕн патне илĕртет. Кăçалхи уява Пушкăртстанран, Туркменистанран, Узбекистанран, Мари Эл, Мордови, Саха /Якути/ республикисенчен, Тутарстанран, Чулхула облаçĕнчен тата Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултарулăх коллективĕсем пуçтарăннă. "Урмай-Залида" фестивале чи лайăх халăх пултарулăх коллективĕсене тата уйрăм юрăçсене тупса палăртас, тĕрĕк тата ытти халăхсен халăх хореографине, инструменталлă кĕввисене анлă сарас, çĕршывăн тĕрлĕ субъекчĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унăн пуçаруçи — Чăваш Республикинчи тутарс
Ыркăмăллăх марафонне тÿпе хывар

Ыркăмăллăх марафонне тÿпе хывар

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Кашни çын хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Укçа-тенке уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕретех. Укçана нумай ачаллă çемьесем, йывăр çемьесенче ÿсекен ача-пăча валли кирлĕ эмелсем, тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтир илме тăкакланă»,— тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев марафона старт панă май. Чăваш Республикинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ пырать. Марафон мартăн 15-мĕшĕнче старт илчĕ. Унăн тĕллевĕ — ачалăха хÿтĕлесси, сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ырă кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси. Вăл пин-пин çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать. Марафон хăйĕн пĕлтерĕшне çулсерен ÿстерет çеç мар, ырă ĕç тăвакансен йышĕ те çулле
Цифрăллă телекурав çине куçатпăр

Цифрăллă телекурав çине куçатпăр

Апрелĕн 15-мĕшĕнче çĕршывăн 20 субъектĕнче, çав шутра пирĕн республикăра та, аналог телекуравне чарса хураççĕ. Çак çĕнĕлĕх пирĕн района та пырса тивет. Ун вырăнне цифрăллă телекурав ĕçлĕ. Ун урлă 20 канала пысăк пахалăхпа тÿлевсĕрех курма пулать. Çавна май çак кунсенче регионти цифрăллă телекурава аталантарас енĕпе тăрăшакан ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Унта видеоконференци мелĕпе район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Тĕлпулăва уçса ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов республикăра çĕнĕ телекуравăн тапхăрĕ пуçланиччен вăхăт нумай та юлманнине палăртрĕ. Вăл районсенче цифра çине куçасси мĕнле пынипе интересленчĕ, мĕнле чăрмавсем пуррине ыйтса пĕлсе вĕсене татса парасси çине уйрăм тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Килт
Çемье командисем ăмăртнă

Çемье командисем ăмăртнă

Çак кунсенче "Кĕтне" ФСКра Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ иртнĕ. Унта çемье командисем /пурĕ 5 команда/ хутшăннă. Командăсем 5 тĕрĕслев витĕр тухнă. Элпуç ялĕнчен килнĕ Зариповсем фестивалĕн  çĕнтерÿçисем  пулса  тăнă.  2-мĕш  вырăна  Комсомольскинчи  Хораськинсем тухнă. 3-мĕш вырăнта — Комсомольскинчи Шемекеевсем.  
Кадетсем конкурсра çĕнтернĕ

Кадетсем конкурсра çĕнтернĕ

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Канашри культура керменĕнче "Çĕнтерÿ çăлтăрĕсем" республика фестивалĕн бал ташшин зонăри VI-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта Канаш, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай, Комсомольски районĕсенчен тата Канаш хулинчен 12 кадет класĕ хутшăннă. Пирĕн районтан конкурса хутшăннă 5-мĕш тата 6-мĕш кадет класĕсен командисем икĕ номинацире ыттисене кая хăварнă. Пĕтĕмĕшле пирĕн команда 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.  
Телефон урлă улталаççĕ

Телефон урлă улталаççĕ

Телефон урлă улталакансем банк ĕçченĕсем тесе хăйсемпе паллаштарса пĕр талăкра республикăра 5 çынна чике тăршшĕ лартнă, пурĕ 130 пин тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Ултавçăсем шăнкăравласа: "Сирĕн счет çинчен такам укçа куçарасшăн, çакна тума парас мар тесен СМС-çырусенче килекен парольсене пире пĕлтерĕр", — тесе ыйтаççĕ. Çакăн хыççăн счет çинчи укçана хăйсем сăптăрса каяççĕ. Пĕр тĕслĕхре телефонпа улталакансем гражданина банкомат патне пыма ыйтнă, ăçта пусмаллине каласа пырса ăна шăнман пăр çине лартнă. ЧР ШĔМĕ асăрхаттарать: телефонпа шăнкăравласа сирĕн банк картти çинчен такам укçа вăрласшăн текенсене ан ĕненĕр. Енчен те иккĕленÿ пур пулсан, банкăн "хĕрÿ линийĕ" çине хăвăр шăнкăравласа е банк учрежденине çитсе ыйтса пĕлĕр. Никама та хăвăрăн картта реквизичĕсемпе парольсене ан парăр! Р.ЗАЙНУЛ
Госуслуги в электронном виде

Госуслуги в электронном виде

В последнее время все больше граждан отдают предпочтение интернету. В современном информационном веке получить государственные и муниципальные услуги можно и посредством использования портала государственных услуг gosuslugi.ru Подать электронное заявление возможно в любое время, независимо от времени суток, праздничных и выходных дней, через любой компьютер, планшет или мобильный телефон, имеющих допуск к сети Интернет. Чтобы получить услугу, вам не придется выходить из дома. Достаточно только отправить электронное заявление и необходимый перечень документов через портал государственных услуг. В дальнейшем вы просто наблюдаете за ходом исполнения своего заявления. Возможностями портала могут воспользоваться физические и юридические лица, предприниматели и иностранные граждане. Портал го
Кашни кун ĕçе васкаççĕ

Кашни кун ĕçе васкаççĕ

Çурхи кун канса ларма вăхăт çук. Çураки вăхăтĕнче нимĕнле кĕтменлĕх те сиксе ан тухтăр тесен паянах техникăна йĕркене кĕртмелле, çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ хатĕрлемелле. Çавăнпа та районти хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсенче паянхи кун ĕç шавĕ илтĕнсех тăрать. Акă, "Рассвет" ЯХПКра тăрăшакансем те çуракине вăхăтра тухмаллине асра тытса пĕтĕм техникăна йĕркене кĕртеççĕ. Денис Киселевпа Владимир Коноплев трактористсем ?сăн ÿкерчĕкре/ хăйсене шанса панă ĕçе туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. "Техника хăйне пăхнине, вăхăтра юсаса йĕркене кĕртнине юратать", — теççĕ вĕсем. Н.КАЛАШНИКОВА.
Çуракине хатĕрленеççĕ

Çуракине хатĕрленеççĕ

Районти хуçалăхсенче çуракине хатĕрленеççĕ: ял хуçалăх техникине тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ, пахалăхлă вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобрени туянаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма 14273 гектар уйăрĕç. Пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 1776 гектарпа танлашĕ, нумай çул çитĕнекен курăксен лаптăкĕ — 4645 гектар. Çĕрулмине 800 гектар çинче çитĕн- терме палăртнă. Пахча çимĕç лаптăкĕ 83 гектарпа танлашмалла. Сăмах май, пĕлтĕр кĕрхисене 4225 гектар çинче акса хăварнă. Хуçалăхсем 30655 центнер вăрлăх хатĕрленĕ, 1640 центнер элита вăрлăх туяннă. "Паха вăрлăхран — ырă çимĕç", — теççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем.
Чун юрлать, чĕрере — çуркунне

Чун юрлать, чĕрере — çуркунне

Апрелĕн 3-мĕшĕнче Канаш хулинче аслă çулхисен "Чун юрлать" /"Поет душа"/ фестивалĕ 15-мĕш хут иртнĕ. Фестивале Раççейри Театр çулталăкне халалланă. Унăн пĕлтерĕшĕ вара çулран-çул ÿссе пырать. Унта Комсомольски, Канаш, Йĕпреç районĕсен пултаруллă çыннисем хутшăннă. Пирĕн районтан "Чун юрлать" фестивальте "Салам" ушкăн пулнă. Асăннă фестивальте вĕсем пĕрремĕш çул мар. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Душа России" преми лауреачĕ Владимир Павлов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕн юрăçи Виктор Кокшин куракансене илемлĕ юрăсем парнеленĕ. «Салам» ушкăн "Алла купăс парăр-ха", "Янра, хут купăс" юрăсене шăрантарнă.