Чун юрлать, чĕрере — çуркунне

Чун юрлать, чĕрере — çуркунне

Апрелĕн 3-мĕшĕнче Канаш хулинче аслă çулхисен «Чун юрлать» /»Поет душа»/ фестивалĕ 15-мĕш хут иртнĕ. Фестивале Раççейри Театр çулталăкне халалланă. Унăн пĕлтерĕшĕ вара çулран-çул ÿссе пырать. Унта Комсомольски, Канаш, Йĕпреç районĕсен пултаруллă çыннисем хутшăннă.
Пирĕн районтан «Чун юрлать» фестивальте «Салам» ушкăн пулнă. Асăннă фестивальте вĕсем пĕрремĕш çул мар. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Душа России» преми лауреачĕ Владимир Павлов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн юрăçи Виктор Кокшин куракансене илемлĕ юрăсем парнеленĕ. «Салам» ушкăн «Алла купăс парăр-ха», «Янра, хут купăс» юрăсене шăрантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *