Четверг, 25 апреля

Кашни кун ĕçе васкаççĕ

Кашни кун ĕçе васкаççĕ

Çурхи кун канса ларма вăхăт çук. Çураки вăхăтĕнче нимĕнле кĕтменлĕх те сиксе ан тухтăр тесен паянах техникăна йĕркене кĕртмелле, çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ хатĕрлемелле. Çавăнпа та районти хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсенче паянхи кун ĕç шавĕ илтĕнсех тăрать.

Акă, «Рассвет» ЯХПКра тăрăшакансем те çуракине вăхăтра тухмаллине асра тытса пĕтĕм техникăна йĕркене кĕртеççĕ. Денис Киселевпа Владимир Коноплев трактористсем ?сăн ÿкерчĕкре/ хăйсене шанса панă ĕçе туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. «Техника хăйне пăхнине, вăхăтра юсаса йĕркене кĕртнине юратать», — теççĕ вĕсем.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *