Пятница, 26 апреля

Публикации

Паха тухăç илесси мĕнле ĕçленинчен нумай килет

Паха тухăç илесси мĕнле ĕçленинчен нумай килет

Районти хуçалăхсем пирки пĕрне хурласа теприне ырласа калама та çук пулĕ. Пурте тăрăшаççĕ. Агротехникăн малта пыракан тĕслĕхĕсене шута илсе ĕçлеççĕ. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен техника туянаççĕ. Çĕрулми туса илекенсем те кирлĕ техникăсăр пысăк тухăçлă, пахалăх енчен тивĕçтерекен çимĕç туса илме май çуккине ăнланаççĕ. Хуçалăхсем хушшинче лайăххисенчен чи лайăххисем те пур. Çĕр ĕç технологийĕсене çĕнетсе пыни вĕсене ÿсĕм тума май парать. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем 826 гектар çĕрулми лартнă, 12562 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 900 гектар куккурус, 160 гектар сахăр кăшманĕ, 65 гектар пахча çимĕç акнă. Уй-хир кунне "Рассвет" ЯХПК хирĕсемпе паллашнинчен пуçларĕç. Кунта тулă тата урпа уйĕсем чăннипех те пĕр тикĕс шăтса тухнă тата çумкурăкĕсем те курăнмаççĕ. Ахал
Салтак юрри ял тăрăх саланать

Салтак юрри ял тăрăх саланать

"Эх, каяс килмест юратнă тăрăхран", — янăрать ял урамĕсенче салтак ачисен юрри. Тăван вырăнтан пĕр çулталăклăха тухса каясси, ют çĕрте çар тивĕçĕсене пурнăçласси, паллах, хумхантарать яш каччăсене, çавăнпа та хурлăхлăн шăранать салтак ачисен юрри. Çак кунсенче Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариатĕнче 10 каччă салтак тумне тăхăнчĕç, тăванĕсемпе тата тус-юлташĕсемпе сывпуллашса çар ретне тăчĕç.  Çуркуннехи çар призывĕн пĕрремĕш ушкăнĕн йышĕнче çара каякансенчен 8-шĕ пирĕн районта çуралса ÿснĕ. Вĕсем:  Егор Антонов /Йăлмахва/, Марсель Алиуллин /Урмаел/, Никита Иванов /Элпуç/, Спартак Кокшин /Кивĕ Сĕнтĕр/, Николай Егоров ?Кĕçĕн Çĕрпÿел/, Александр Козлов /Йÿç Шăхаль/, Данис Шарафутдинов /Чĕчкен/ тата Дмитрий Николаев /Хирти Явăш/.Призывниксене Комсомольски тат
Çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Майăн 28-мĕшĕнче Шурут ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартас ĕçе пикеннĕ. Культура вучахĕн пĕрремĕш кирпĕчне хунă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов тата "Урожай" колхоз председателĕ Алексей Ершов та хутшăннă. 100 вырăнлăх культура çуртне хăпартма строительство ĕçĕсене ялсене аталантармалли ятарлă патшалăх программипе килĕшÿллĕн пикеннĕ. Унăн сметăра палăртнă хакĕ — 14 миллион тенке яхăн.  
Библиотека – 100 çулта

Библиотека – 100 çулта

Библиотека вăл — хăйне евĕр тĕнче: унта кĕнекесем пурăнаççĕ. Повеç-романсем, сăвă-калавсем, халап-юмахсем кашни килекенех хăйсем патне илĕртеççĕ, тĕлĕнмелле интереслĕ те хăйнеевĕрлĕ тĕнчене кĕрсе курма чĕнеççĕ. Паянхи кун интернет, электрон кĕнекесем питĕ вăй илнĕ пулсан та, библиотекăсен пĕлтерĕшĕ чакмасть. Çакна районти тĕп библиотека 100 çул тултарнине халалланă уява халăх йышлăн пуçтарăнни те çирĕплетрĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, çыравçă, актриса, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ Елена Светлая, Наци библиотекин представителĕ Рената Петрова, Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн ертÿçи Ферит Гибатдинов тата ытти хаклă хăн
Сывлăхшăн сиенлĕ

Сывлăхшăн сиенлĕ

Табак туртни çын сывлăхне пысăк сиен кÿрет. Нерв, чĕре, юн тата сывлав тытăмĕсене сиенлесе рак шыççисене аталанма пулăшать. Сигаретпа пируссенче 4000 яхăн сиенлĕ япала пур, вĕсенчен нумайăшĕ наркăмăшлă. Пирусри никотин юн тымарĕсене пĕрет, чĕре, пуç мими, алă-ура патне юнпа кислород илсе пырассине йывăрлатать. Сĕрĕме пĕрре ĕмсе илни те юн тымарĕсене пĕрет. Никотин юн пусăмне хăпартать. Туртакансен апат çиес килни чакать, апат хуранĕн ĕçĕ пăсăлать, организма С витаминпа пуянлатасси чакать, ача çуратас тата ар органĕсене сиенлет. Сигарет сĕрĕмĕ наркăмăшлă, ÿпке тата пĕчĕк юн тымарĕсем тăрăх иртсе эпир сывласа кăларакан углекислăй газ сывлăшри кислорода çăтать. Пирус тĕтĕмĕ гемоглобинпа хутăшса пуç мими тата ытти органсем патне кислород çитерессинче чăрмав кÿрет. Табак тикĕчĕ сывлав органĕ
Привлечен к административной ответственности

Привлечен к административной ответственности

Прокуратурой район проведена проверка соблюдения трудового законодательства индивидуальным предпринимателем Гоибовым Б.Р. при организации им торговой деятельности в магазине "Фруктовый рай". Проверкой установлено, что в нарушение ст.ст. 65, 67 и 68 Трудового кодекса РФ, индивидуальным предпринимателем трудовые договоры с 2 продавцами, допущенными к работе с апреля 2018 года, не заключены, приказы об их приеме на работу не изданы, трудовые книжки не заведены. Кроме того, несмотря на требования ст.ст. 135 и 136 Трудового кодекса РФ, заработная плата работникам выплачивалась индивидуальным предпринимателем Гоибовым Б.Р. один раз в месяц в произвольном размере, аванс работникам не выдавался, конкретные сроки вы-платы заработной платы работодателем не установлены, форма расчетного листка не у
Приняты меры

Приняты меры

Прокуратурой района по результатам рассмотрения обращения жительницы Яльчикского района в интересах троих несовершеннолетних детей в суд направлено 2 исковых заявления. Проведенной проверкой установлено, что в нарушение требований Семейного кодекса РФ и Федерального закона "Об исполнительном производстве" отец детей на протяжении длительного времени выплачивал алименты на их содержание несвоевременно и не в полном объеме, что привело к образованию значительной задолженности по выплате алиментов на их содержание. В соответствии с абз. 1 ч. 2 ст. 115 Семейного кодекса РФ при образовании задолженности по вине лица, обязанного уплачивать алименты по решению суда, виновное лицо уплачивает получателю алиментов неустойку в размере одной десятой процента от суммы невыплаченных алиментов за кажды
Ирĕклĕ пушарнăйсем тупăшнă

Ирĕклĕ пушарнăйсем тупăшнă

Майăн 24-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнче "Чăваш Республикин ирĕклĕ пушар хурал команди — 2019» ята тивĕçме смотр-конкурс иртнĕ. Ăмăртăвăн тĕллевĕ — пушар сÿнтерессинче тата çăлав ĕçĕсене ирттерессинче кирлĕ пĕлĕве тарăнлатасси, физкультурăпа спорта аталантарасси. Унта Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен ирĕклĕ пушарнăйĕсем хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ енлĕн тупăшса мала тухма ăнтăлнă. Пирĕн район чысне Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн ирĕклĕ пушарнăйĕсем хÿтĕленĕ. Çав шутра: Геннадий Ефремов, Владимир Алексеев, Анатолий Кольцов, Вячеслав Ефремов, Владимир Краснов, Николай Яковлев, Николай Волков. Вĕсем çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме пултарайман пулсан та хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне туллин кăтартса панă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов ăмăртă
Кинофестивале пĕтĕмлетнĕ

Кинофестивале пĕтĕмлетнĕ

Майăн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. Кăçал конкурс программине 11 картина тăратнă, вĕсенчен 5-шне Чăваш Енĕн кинематографисчĕсем хатĕрленĕ. Пурĕ 90 ытла тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем иртнĕ. Кинофорума пурĕ 70 режиссер хутшăннă. Раççей Федерацийĕн регионĕсенчен паллă актерсем, ют çĕршывсенчен те ăста продюсерсем, кино ÿкерекенсем пуçтарăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансене чаплă парне туса панăшăн актерсене мухтаса тав тунă. Республикăра пурăнакансем, мĕн пур хăнасем киносене курса хавхаланнине, уяв мероприятийĕсем 20 пин ытла çынна пĕр чăмăра пухнине палăртнă вăл сăмаха çавăрса. "Ырă кăмăл-туйăм яланах пурăнма хавхала
Ачасемпе тĕл пулнă

Ачасемпе тĕл пулнă

"Пĕрле наркотике хирĕç" акципе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Людмила Ярышева, медицина ĕçченĕ Татьяна Леонтьева, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Фаина Матросова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Светлана Дмитриева Хирти Явăш тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсемпе тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 11-мĕш класс ачисемпе тĕл пулнă. Вĕсем психоактивлă япаласемпе усă курни мĕн патне илсе пыни çинчен калаçу ирттернĕ. Людмила Ярышева ачасене наркотиксен, сигаретсемпе алкоголь шĕвекĕсен сиенлĕ витĕмĕ çинчен каласа панă, электрон сигаретсемпе спайссен сиенĕ, кальян туртни мĕнле чирсем пуçарса яма пултарни çинче чарăнса тăнă. Светлана Дмитриева обществăлла вырăнсенче, урамра, килте хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ачасемпе кала