Четверг, 18 апреля

Сывлăхшăн сиенлĕ

Сывлăхшăн сиенлĕ

Табак туртни çын сывлăхне пысăк сиен кÿрет. Нерв, чĕре, юн тата сывлав тытăмĕсене сиенлесе рак шыççисене аталанма пулăшать. Сигаретпа пируссенче 4000 яхăн сиенлĕ япала пур, вĕсенчен нумайăшĕ наркăмăшлă. Пирусри никотин юн тымарĕсене пĕрет, чĕре, пуç мими, алă-ура патне юнпа кислород илсе пырассине йывăрлатать. Сĕрĕме пĕрре ĕмсе илни те юн тымарĕсене пĕрет.
Никотин юн пусăмне хăпартать. Туртакансен апат çиес килни чакать, апат хуранĕн ĕçĕ пăсăлать, организма С витаминпа пуянлатасси чакать, ача çуратас тата ар органĕсене сиенлет.
Сигарет сĕрĕмĕ наркăмăшлă, ÿпке тата пĕчĕк юн тымарĕсем тăрăх иртсе эпир сывласа кăларакан углекислăй газ сывлăшри кислорода çăтать. Пирус тĕтĕмĕ гемоглобинпа хутăшса пуç мими тата ытти органсем патне кислород çитерессинче чăрмав кÿрет.
Табак тикĕчĕ сывлав органĕсене питĕ сиенлет, вăраха каякан бронхит, бронх астмин, ÿпке шыççин, ÿпке сывлăш пухăннипе сарăлнин, онкологи чирĕсем аталанма пуçлаççĕ.
Туртни ăс-тăн аталанăвĕн ĕçне чакарать, вăхăтлăх çĕкленчĕк кăмăл ĕшенчĕклĕхпе ылмашать. Туртакансен пуç мимине тĕрĕслени юн тымарĕсен тытăмĕ пăсăлнине, вĕсене юн тулассине, юн çÿрессине чакарнине тата ыттине те кăтартать.
Туртни юн пусăмне ÿстерет, чĕрене пысăк йывăрлăхпа ĕçлеттерет, çакна пула чĕре сарăлать тата сиенленет, çавна май юнри холестерин шайĕ ÿсет. Чĕрене юн хăвалакан тымарсенче çу хурăннипе вĕсем хупланса лараççĕ, çавна пула миокард инфаркчĕ пулать.
Туртакан çынсен туртманнисемпе е маларах туртнисемпе танлаштарсан, пуç мимин инсульчĕ 4—8 хут ытларах пулать.
Çынсем ÿпке ракĕпе чирлессин 85 проценчĕ табак туртнипе пулать. Ÿпке ракĕн паллисем — вăраха тăсăлакан ÿслĕк, хăрăлтатни, юнлă сурни, виçене тата апат çиеслĕхе çухатни, сывлăш пÿлĕнни, сăлтавсăрах шăнтса пăрахни, час-часах бронхитпа тата ÿпке шыççипе чирлени.
Пирус тата табак сĕрĕмĕ çитĕнекен ачасене уйрăмах сиен кÿрет. Ачасен аталанăвне, психика ăс-тăнне хавшатать. Вĕсем япăх ÿсме, илтме пуçлаççĕ, организмра юн сахалланать, инçетрине начар куракан пулаççĕ.
Туртма пăрахас тĕллевпе консультаци илме 5-24-37 телефонпа шăнкăравламалла е район больницин наркологи кабинетне пымалла.
Л.ЯРЫШЕВА,
врач-нарколог

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *