Воскресенье, 5 мая

Публикации

«Тăрăшса ĕçлетпĕр», — теççĕ Тукайсем

«Тăрăшса ĕçлетпĕр», — теççĕ Тукайсем

Ака вĕçленнĕ пулин те уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ÿсен-тăрана çумкурăкран, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапас тата çĕрулми йăранĕсене хăпартас ĕç хĕрсе пынă вăхăт. Утă çулма та паян-ыранах тухмалла. Кашни ĕçе вăхăтра тума ĕлкĕрмелле. Ку енĕпе ĕçе уйрăмах "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче лайăх йĕркеленĕ. Ĕçченсем ирех ĕçе пуçăнаççĕ те мĕн каçченех уй-хирте тăрăшаççĕ. Хуçалăх уй-хирĕнче çитĕнекен калчасем парка шăтни, аякранах тĕттĕм симĕссĕн курăнса ларни ÿсен-тăран лайăх ÿссе çитĕннине çирĕплетет. Хальхи вăхăтри шăрăх çанталăкра вара лаптăксене хурт-кăпшанкă тапăнас, чир-чĕр ерес хăрушлăх пысăк, çумкурăкĕ те "çывăрмасть". Çĕрулми çитĕнекен уйра та ĕçе вăхăтра пурнăçлани паха. Йăрансене вăхăтра
Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать».

Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать».

Ялта ача-пăча площадки çитмест-и, урамсене çутă кĕртмелле-и е тавралăха хăтлăрах, илемлĕрех тăвас ĕмĕт-шухăш канăç памасть-и — паян çак ĕçсене республикăн "Инициативлă бюджет" программине хутшăнса пурнăçлама май пур. Асăннă программа тĕллевĕ — вырăнти çынсен пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртесси. Кашни çын хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах курасшăн. Ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме кăмăл пур пулсассăн аван та, анчах çакна валли укçа-тенкĕ те кирлĕ. Вырăнти пуçарусене вăя кĕртме "Инициативлă бюджет" программа пулăшать те. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Хушăвне пурнăçласа вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктурăсен аталанăвĕн проекчĕсене аталантарас тĕллевпе республика бюджетĕнчен çулсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Укçа-те
Масарсене тирпейлер

Масарсене тирпейлер

Пурте кĕтекен уяв — Троица çывхарса пырать. Çак кун кашниех масар çине çитсе ку тĕнчерен кайнă тăванĕсене аса илет, вилтăприсене тирпейлет. Уяв умĕн — июнĕн 8—9-мĕшĕсенче — пурте пĕрле пуçтарăнса Комсомольски масарне тирпей-илем кĕртсен питĕ аван пулмалла. Пурне те çак сăваплă ĕçе йыхравлатпăр, Троицăна аякран килекен тăвансем умĕнче масар çинчи тирпейсĕрлĕхшĕн пите хĕретме ан тивтĕр! М.ИЛЛАРИОНОВА, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.   «
Прокуратура хуравлать

Прокуратура хуравлать

Июнĕн 7 тата 17-мĕшĕсенче район прокуратури çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферинчи саккунсемпе çыхăннă ыйтусемпе граждансене йышăнать. Ыйту парас текенсен район прокуратурине 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен çак адреспа пымалла: Комсомольски ялĕ, Совет урамĕ, 1-мĕш çурт. Граждансем çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă ыйтусемпе консультаци илме, йĕркене пăснă тĕслĕхсем çинчен пĕлтерме пултараççĕ. Маларах çак телефонпа çырăнма пулать: 8/83539/5-13-13.  
Ашшĕне çирĕплетессипе суда тухмалла

Ашшĕне çирĕплетессипе суда тухмалла

Чăваш Республикинче "Юристсем — çынсене" проект ăнăçлă ĕçлет. Граждансене хăйсене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшать. Редакци почтине килнĕ черетлĕ ыйту çине асăннă проекта хутшăнакан юристсем тÿлевсĕр хуравлаççĕ. — Ача ашшĕпе мăшăрланăва саккунпах çирĕплетменччĕ. Ача çуратасси пĕр уйăх пек юлсан унăн ашшĕ автомашинăпа инкеке лексе пурнăçран уйрăлчĕ. Кун пек лару-тăрура ашшĕ пулнине çирĕплетме май пур-и? АЛИСА. — Тÿрех палăртам, ку ыйтăва суд урлă çеç татса пама пулать. 2017 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи "Ачасем çуралнипе çыхăннă ĕçсене пăхса тухнă чухне судсем саккунсемпе усă курасси çинчен" Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн Пленумĕн Постановленине йышăннă. Асăннă Постановленин 22-мĕш тата 23-мĕш пункчĕсемпе килĕшÿллĕн ача 1996 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çуралнă е ун хыççăн кун çути кур
Çуллахи кану инкек ан кÿтĕр

Çуллахи кану инкек ан кÿтĕр

Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей, Турă панă парне. Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел çуратса тивĕçлĕ пăхса ÿстерме ĕмĕтленет. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсем çине питĕ пысăк яваплăх илеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ачасем тулаш сăлтавсене пула çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пысăкки пирки пăшăрханса каларĕ, профилактика субъекчĕсен çак сăлтавсене сирес тĕлĕшпе пĕрлехи вăйпа ĕçлемеллине палăртрĕ. Сывă, тĕрĕс-тĕкел çуралнă ача тулашри сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлни —пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри. Шел пулин те, радио-телевидени, хаçат-журнал урлă çакăн евĕр тĕслĕхсем пирки час-часах илтетпĕр. Ача кирек хăш ÿсĕмре те хÿтлĕхсĕр. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплă пулнипе пĕрлех тимлĕ те асăрхануллă
Тавралăха упрасси хамăртан килет

Тавралăха упрасси хамăртан килет

Илемлĕ те таса тавралăх çын сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра тавралăх ытларах та ытларах вараланса пыни, вăрмансем сахалланни, пушхирсем сарăлни, чĕрчунсемпе ÿсентăрансен чылай тĕсĕ Çĕр пичĕ çинчен çухални тата ытти чылай ыйту пĕтĕм тĕнчери экологсене пăшăрхантарать. Çавна кура çутçанталăк тусĕсем чан çапма тытăннă ĕнтĕ: тавралăх — хăрушлăхра! Çутçанталăка, ăна çеç мар, пĕтĕм этемлĕхе сыхласа хăварас тесен пурин те экологи ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрмалла. Тавралăха упрасси, чĕрчунсемпе ÿсентăрансен тĕнчине сыхласа хăварасси, этемлĕхе çăласси кашни çынран пуçланать. Чи малтанах пирĕн хамăр йĕри-тавра пăхса вырăнти çивĕч ыйтусене асăрхама, вĕсене татса пама тăрăшмалла. Паян эпир районти экологи лару-тăрăвĕпе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн ял хуçалăх тата эколог
Макулатура пуçтар та йывăçа çăл

Макулатура пуçтар та йывăçа çăл

Июнĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тавралăх кунне е Эколог кунне уявлаççĕ. Çак уява халалласа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче июнĕн 1—14-мĕшĕсенче макулатура пуçтарас енĕпе "Бумажный бум" экологи акцийĕ иртет. Çак акцие волонтерсен "Вместе" отрячĕпе "Земляне" экоотряд йĕркеленĕ. — Шутласа çеç пăхăр: 60 килограмм макулатура пĕр йывăçа çăлать! Пирĕн планета çинчи çÿп-çапăн тăваттăмĕш пайне яхăн —тĕрлĕ хутсемпе хут юлашкисем. Шел пулин те, планета çинчи вăрмансем чаксах пыраççĕ, хутпа усă курасси вара тĕнчипе ÿссех пырать. Çавна май йывăçсем сахалланса пыни çывăх вăхăтрах пысăк чăрмав пулса тăрĕ. Çавăнпа та пирĕн çутçанталăка пулăшмалла, — теççĕ çак шкулта вĕренекенсем. Чăнах та Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем пуçарнă экологи акцийĕ пирĕн тавралăхшăн питĕ усăллă. Вĕренекенсем унта хастар хутшăнасса, р
Шыв объекчĕсемпе пĕлсе усă курмалла

Шыв объекчĕсемпе пĕлсе усă курмалла

Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексне кĕртнĕ улшăнусем тăрăх, халĕ шыв объекчĕсемпе усă курассин йĕркине пăснăшăн тыттаракан яваплăха хытарнă. Енчен те шыв объекчĕсем çинчи шыв сыхлавĕн режимне пăсса çак объектсене вараласан е шыва урăхла сиенлесен, должноçри çынсен — 20—30 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 80—100 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулать. Саккуна пăхăнмасăр шыв объекчĕсенчен хăйăр, тăм, вак чул, торф кăларнăшăн, пĕренесене шыв тăрăх çыхмасăр юхтарнăшăн, шыв объекчĕсене путнă йывăçсенчен тасатнă чухне йĕркене пăхăнманшăн должноçри çынсен 30—40 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 100—120 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулать. Çавăн пекех шыв хуçалăхĕн тата шыв управĕн хатĕрĕсемпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманшăн та ятарлă штрафсем çирĕплетнĕ.  
Экологи фестивалĕ иртнĕ

Экологи фестивалĕ иртнĕ

Кашни çулах июнĕн 5-мĕшĕнче Раççейре Эколог кунне паллă тăваççĕ. Çак кун тĕрлĕ мероприятисемпе акцисем иртеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — тавралăха упрамалли, тасалăхра тытмалли çине тимлĕх уйăрасси. Июнĕн 6-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çак уява халалланă экологи фестивалĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне вĕрентме квест йĕркеленĕ, ăсталăх класĕсем, экологи вăййисем, "ЭкоДвор" акци ирттернĕ. Фестивале пуçтарăннисем экологи темăллă кĕнекесемпе паллашнă, гербари картинисен, минералсен куравĕсенче пулнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ăс пухакан студентсем тата "Салют" культура çуртĕнчи "Радость" ташă коллективĕ куракансене юрă-ташăпа савăнтарнă.