Публикации

Тĕрлĕ тĕслĕ тумламсем

РФ Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви ЭКА юхăм пулăшнипе Пĕтĕм Раççейри ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Тĕрлĕ тĕслĕ тумламсем"  конкурсне ирттерет. Кăçалхипе вăл 6-мĕш хут пулать. Конкурса 5_18 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Çакна валли разноцветныекапли.рф сайтра  регистрациленмелле, анкетăна тултармалла та харпăр хăй кабине-тĕнче конкурс ĕçĕсене вырнаçтармалла. Конкурс 18 номинаципе иртет. Ĕçсене 3 темăна тĕпе хурса хатĕрлемелле: "Раççей шывĕ", "Çутçанталăк вăхăчĕсем", "Хăйне евĕр шыв объекчĕсем". "Планетăна çăлар" ыр кăмăллăх фондĕнчен тепĕр ятарлă номинаци пур: "Планета пурнăçĕ пирĕн алăра". Ĕçсене сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурса хутшăнакан ачасем хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ çеç мар, пирĕн пурнăçра шыв мĕнле вырăн йышăнни çинчен пĕтĕмлетÿсем тă
Тÿрĕ лини

Тÿрĕ лини

Июнĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн «тÿрĕ линийĕ» иртет. Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре «Первый», «Россия 1», «Россия 24», «ОТР» телеканалсен, «Маяк», «Радио России», «Вести ФМ» радиостанцисен эфирне çулсерен кăларакан «Владимир Путинпа «тÿрĕ лини» пулать. Вăл кăçалхипе 17-мĕш хут иртет. Патшалăх Пуçлăхĕ граждансен çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтăвĕсем çине хуравлать. Ыйтусене йышăнма тытăннă та ĕнтĕ. Хисеплĕ вулакансем, ыйтусене эсир июнĕн 20-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» пĕтичченех пама пултаратăр. Çавăн пекех вĕсене 0-40-40 номерпе смс е ммс çырупа е «Вконтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсемпе усă курса яма та пултаратăр. Унсăр пуçне вĕсене 8-800-200-40-40 телефонпа шăнкăравласа çитерме те пулать. Шăнкăравпа смс, ммс çырусем пурте тÿлевсĕр.
Çула тухрăн – тимлĕ пул!

Çула тухрăн – тимлĕ пул!

Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти техникăн юсавлăхне пăхса-асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн кăçалхи 33-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 10—21-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, "Прицеп" профилактика мероприятийĕ иртет. Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем, прицепсем регистраци правилисене пăхăннине, çулталăкри патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, механизаторсен хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе çÿреме ирĕк пуррине тата ыттине тĕрĕслеççĕ. Çул-йĕр, ĕç хăрушсăрлăх техникин, регистраци правилисене пăссан, техника юсавлă пулмасан саккунпа килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ. С.КОКАРЕВ, патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ.  
Хыт каяшсене пăрахаççĕ – укçине тÿлемеççĕ

Хыт каяшсене пăрахаççĕ – укçине тÿлемеççĕ

Тăван тавралăх илемлĕ те хитре пултăр тесе сахал мар тăрăшатпăр: субботниксем йĕркелетпĕр, йывăç-тĕм лартатпăр, чечексем акатпăр. Апла пулин те, çакă çителĕксĕртерех. Пурăнакан вырăн тирпейлĕ теме çук. Хыт каяшсене илсе тухасси те йывăррăн пурнăçланать. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхпе хыт каяшсене тиесе тухма республикăра ятарлă регион операторне çирĕплетнĕ. Вăл — "Экоцентр" МВК. Çак ĕçе пуçăннăранпа 8 уйăх иртрĕ пулин те йăлтах кирлĕ пек йĕркеленĕ теме иртерех. Малтанхи вăхăтра районти хыт каяшсене Патăрьелĕнчи "Полигон" ООО турттарса тухрĕ. Çак вăхăтра калаçмалли, сÿтсе явмалли, кăмăлсăрланмалли чылай пулчĕ. Тĕрлĕ ялсенче, район центрĕнче контейнерсем çеç мар, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем пĕтĕмпех тулса кайнине курма тÿр килчĕ. Хыт каяшсене илсе тухнăшăн тÿлемелли квитанц
Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Кăçал "Парксен маршĕ" акципе килĕшÿллĕн Тискер çутçанталăка сыхлакан центр ачасем хушшинче "Хĕрлĕ кĕнеке страницисем" конкурс йĕркеленĕ. Çамрăк ÿнер-çĕсем Чăваш Республикин е Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕрекен чĕрчунсемпе ÿсентăрансене сăнланă. Унсăр пуçне ачасем мĕншĕн шăпах вĕсене конкурс ĕçĕ валли суйланине, çак чĕрчунсемпе ÿсентăрансем мĕнле хăрушлăхра пулнине кĕскен çырса панă. Республика тапхăрне регионăн 3 хулипе 10 районĕнчен 120 ĕç килнĕ. Вĕсене хак панă чухне ачасем ĕçе хăйсем тĕллĕн ха-тĕрлени, ĕç темăпа килĕшсе тăни, ÿкерчĕк пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрнă. Конкурса 3 ÿсĕмре пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх 15 ĕçе Мускаври Тискер çутçанталăка сыхлакан центра конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма ярса панă. Çулсерен "Парксен маршĕ" акцин çĕнĕ девизне шутласа кăларакансем хушшинче те конкурс ирте
Вăрманшăн тус пулар

Вăрманшăн тус пулар

Çанталăк ăшăтнă май республика территорийĕнчи вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа пурин те вăрмансенче çÿренĕ чухне питĕ тимлĕ пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла, йывăçсем хушшинче кăвайт чĕртмелле мар. Вăрманта çÿренĕ чухне ятарлă йĕркесене пăхăнмалла. Акă, сăмахран, вăрманта нихăçан та кăшкăрашса, тĕл пулнă чĕрчунсене хăратса çÿремелле мар. Вĕçен кайăксен йăвисене тупсан вĕсене тĕкĕнме юрамасть. Унсăрăн кайăк йăвине пăрахса каять те, чĕпписем вилеççĕ. Йăваран тухса ÿкнĕ чĕпсене киле илсе ан кайăр, вĕсем пурпĕр килте пурăнаймаççĕ. Вăрманта вара вĕсем хăйсене килти пек туяççĕ. Унта вĕсен сывă юлас шанчăк пысăкрах. Йывăçсене хуçма, хурăн хуппине сÿме юрамасть. Унсăрăн çак йывăçсем йывăр сиенленме е хăрса ларма пултараççĕ. Енчен те эсир эмел курăкĕсем пуçтаратăр
Йĕркене пăхăнмалла

Йĕркене пăхăнмалла

Вăрман кодексĕнче çырнă тăрăх, граждансен вăрмансенче ирĕклĕн тата тÿлевсĕр çÿреме право пур. Вĕсем хăйсем валли улма-çырла, мăйăр, кăмпа е апата юрăхлă ытти курăк-çимĕçе пухса хатĕрлеме пултараççĕ. Анчах та хăшпĕр чухне çынсен ку правине чарма тивет. Сăмахран, пушар тата санитари хăрушсăрлăхне е вăрманти тĕрлĕрен ĕçсем вăхăтĕнче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе. Çав вăхăтрах граждансен хăйсен те пушарпа санитари правилисене, вăрмана çĕнетмелли тата ăна пăхса тăмалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре пушара хирĕçле уйрăм йĕрке кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăрмансенче тата вĕсен çывăхĕнчи территорисенче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме е çÿп-çап çунтарма чарнă. Вăрман çумĕнчи е ял хуçалăх çĕрĕсемпе юнашар çĕр пайĕсенче те типĕ курăка чĕртсе ям
Пахчаçăсене пĕлсе тăма

Пахчаçăсене пĕлсе тăма

Помидор çитĕнекен теплицăна фитофтор кĕресрен хăшĕ-пĕрисем форточкăпа юнашар пăккине уçнă йод кĕленчи çакса яраççĕ. Кĕркуннечченех 2—3 эрнере пĕр хут кефир хушнă шывпа сирпĕтеççĕ: 5—7 л шыва 1 л. Хăярăн 3—4 çулçи тухсанах пĕр витре шыва 30 тумлам йод, 20 г хуçалăх супăнĕ тата 1 л сĕт хушса шăварсан чир-чĕр çулăхмĕ, çавăн пекех ку апатлантарни те пулĕ. Хăяр чечеке ларсан 10 л шывра 2 л тăпăрчă шывĕ тата 150 г сахăр ирĕлтерсе шăварсан аван. Çимĕç тĕвви нумайланĕ. Хăяр пылакрах пулĕ. Хăяра июльте кашни 2 эрнерен çакнашкал шĕвекпе апатлантарсан аван: хытса кайнă çăкăр хыттисене 10 л шывра шÿтерсе лартмалла, 1 пĕчĕкçĕ кĕленче йод хушмалла, сăрăхтармалла. Çак шĕвеке 10 л шыва 1 л хушса хăярсене сирпĕтмелле.  
Ачасем Олимп кунне хутшăнчĕç

Ачасем Олимп кунне хутшăнчĕç

Июнĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи А. Игнатьев ячĕпе хисепленекен регионти Олимп центрĕнче Пĕтĕм Раççейри XXX Олимп кунĕ иртрĕ. Ăна Минскра пулакан Европа вăййисене тата Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитетне 125 çул çитнине халалласа йĕркелерĕç. Мероприятие килсе çитнĕ мĕн пур хăнасене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каларĕ. "Спорт — патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах çирĕплетсе калать. Паянхи куна Чăваш Республикинче пурĕ 51 спорт шкулĕ. Массăллă спорта халăх хапăл тусах çÿрет. Спортсменсем регион шайĕнче анчах мар, Раççей, тĕнче шайĕнче пысăк кăтартусемпе палăрни те куçкĕретех", — тенĕ Михаил Игнатьев. Спорт уявĕн хăни Раççейр
Кĕнекере – ял историйĕ

Кĕнекере – ял историйĕ

Июнĕн 14-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче Антонина Смирнован /Полякован/ "Души моей уголок на правом берегу Ерыклы" кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Антонина Алексеевна 1946 çулта Хирти Мăнтăр ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1962 çулта Хирти Мăнтăрти сакăр класс вĕренмелли шкултан, 1965 çулта Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Шупашкарти пир-авăр техникумĕнче вĕренсе техник-технолог специальноçне алла илнĕ. 1980 çулта Чăваш патшалăх уни- верситечĕн экономика факультетне пĕтернĕ. Антонина ача чухнех историпе интересленнĕ, кĕнекесем вуланă, интереслĕ статьясене пуçтарса пынă. Çавăн пекех ялти ватă çынсемпе калаçса халăх историне, ял пурнăçне тĕпченĕ, сăвă çырма юратнă. "Тăван ялăм, чĕрери кĕтесĕм" сăвăсен пуххи — талантлă çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки. Çак кĕнекене чăваш