Пятница, 19 апреля

Шыв объекчĕсемпе пĕлсе усă курмалла

Шыв объекчĕсемпе пĕлсе усă курмалла

Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексне кĕртнĕ улшăнусем тăрăх, халĕ шыв объекчĕсемпе усă курассин йĕркине пăснăшăн тыттаракан яваплăха хытарнă.
Енчен те шыв объекчĕсем çинчи шыв сыхлавĕн режимне пăсса çак объектсене вараласан е шыва урăхла сиенлесен, должноçри çынсен — 20—30 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 80—100 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулать.
Саккуна пăхăнмасăр шыв объекчĕсенчен хăйăр, тăм, вак чул, торф кăларнăшăн, пĕренесене шыв тăрăх çыхмасăр юхтарнăшăн, шыв объекчĕсене путнă йывăçсенчен тасатнă чухне йĕркене пăхăнманшăн должноçри çынсен 30—40 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 100—120 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулать.
Çавăн пекех шыв хуçалăхĕн тата шыв управĕн хатĕрĕсемпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманшăн та ятарлă штрафсем çирĕплетнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *