Тÿрĕ лини

Тÿрĕ лини

Июнĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн «тÿрĕ линийĕ» иртет.
Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре «Первый», «Россия 1», «Россия 24», «ОТР» телеканалсен, «Маяк», «Радио России», «Вести ФМ» радиостанцисен эфирне çулсерен кăларакан «Владимир Путинпа «тÿрĕ лини» пулать. Вăл кăçалхипе 17-мĕш хут иртет. Патшалăх Пуçлăхĕ граждансен çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтăвĕсем çине хуравлать. Ыйтусене йышăнма тытăннă та ĕнтĕ. Хисеплĕ вулакансем, ыйтусене эсир июнĕн 20-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» пĕтичченех пама пултаратăр. Çавăн пекех вĕсене 0-40-40 номерпе смс е ммс çырупа е «Вконтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсемпе усă курса яма та пултаратăр. Унсăр пуçне вĕсене 8-800-200-40-40 телефонпа шăнкăравласа çитерме те пулать. Шăнкăравпа смс, ммс çырусем пурте тÿлевсĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *