Пятница, 19 апреля

Ачасем Олимп кунне хутшăнчĕç

Ачасем Олимп кунне хутшăнчĕç

Июнĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи А. Игнатьев ячĕпе хисепленекен регионти Олимп центрĕнче Пĕтĕм Раççейри XXX Олимп кунĕ иртрĕ. Ăна Минскра пулакан Европа вăййисене тата Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитетне 125 çул çитнине халалласа йĕркелерĕç.
Мероприятие килсе çитнĕ мĕн пур хăнасене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каларĕ.
«Спорт — патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах çирĕплетсе калать. Паянхи куна Чăваш Республикинче пурĕ 51 спорт шкулĕ. Массăллă спорта халăх хапăл тусах çÿрет. Спортсменсем регион шайĕнче анчах мар, Раççей, тĕнче шайĕнче пысăк кăтартусемпе палăрни те куçкĕретех», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Спорт уявĕн хăни Раççейри Олимп комитетĕнче массăллă спорта аталантарассипе ĕçлекен уйрăм ертÿçи Наталья Хамидова пулчĕ. Вăл мероприятие пухăннисене саламланă май, çĕршыври мĕн пур регионсенче Олимп кунĕ хаваслăн иртнине асăнчĕ.
Шупашкар хулине 550 çул çитнине халалласа, мероприятие пухăннисем пурте пĕрле «Çăлтăрпа — зарядка!» турĕç. Массăллă зарядкăна пирĕн районти фитнес-аэроби-ка федерацийĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç. Мария Долгова тренер ачасене республика шайĕнче иртекен мероприятисене тăтăшах илсе çÿрет. Çавăн пекех вĕсем куракансене хăйсен илемлĕ ташшисемпе те савăнтарчĕç. Кăмăл пуррисем массăллă чупăва та хутшăнчĕç. Олимп кунне хутшăнни ачасен сывлăхне çирĕплетет, ыттисен паха опычĕпе паллашма май парать. Вĕсем спортпа туслă пулни тренера та, ашшĕ-амăшне те савăнтарать.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *