Понедельник, 20 мая

Районти уйрăма туса хунăранпа – 20 çул

Районти уйрăма туса хунăранпа – 20 çул

Июнĕн 27-мĕшĕнче  Комсомольски ялĕ çывăхĕнчи «Тимоша» çăлкуç  патĕнче «Единая Россия» партин районти уйрăмне туса хунăранпа 20 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.

Салам сăмахĕсемпе район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ертӳçи Оксана Егорова, Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Патăръел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, «Единая Россия» партин кӳршĕ районĕсенчи уйрăмĕсен секретарĕсем, хăнасем тухса калаçрĕç. Вĕсем пуçтарăннисене малашне те пуçаруллă пулма, район пурнăçне лайăхлатас, ăна аталанма пулăшас тĕлĕшпе хастар ĕçлеме вăй-хал, ăнăçу сунчĕç. Уйрăмах хастарлăхпа палăрнисене «Единая Россия»  партин регионти уйрăмĕн Тав хучĕпе Н.А.Максимова, В.Н.Курицынăна, Н.Г.Ильина, О.Р.Соколовăна, В.И.Пундякова  чысларĕç.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене  район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов,  Хырай Ĕнелĕнчи  ветерансен канашĕн председателĕ                      Л.М.Макарова, Тав хучĕсене  И.Х.Миннетуллин, В.Н.Кокарев тивĕçрĕç. 

Вырăнти партин 20-çулхи уявĕнче çамрăксене парти йышне илчĕç.  А.Г.Трофимовăна, А.С.Ильинана,  Г.Р.Азмухановăна «Единая Россия» парти билечĕсене парса чысларĕç.

«Единая Россия» партин районти уйрăмĕн исполнителлĕ секретарĕ Людмила Макарова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун районти уйрăма  43 пуçламăш организацийĕ тата  пин ытла парти членĕ пĕрлештерсе тăрать.   Вĕсем пурте  районăн обществăлла политикăлла пурнăçне  пуçаруллă хутшăнаççĕ, хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Çак шухăша тухса калаçакансем те палăртрĕç.

Историе аса илес пулсассăн, 20 çул каялла районта пуçласа «Единство и Отечество»  партин политика канашне туса хунă. Ăна ертсе пыма Николай Аркадьевич Максимова шаннă, пулăшуçи пулма Петр Васильевич Лапшина çирĕплетнĕ.  Чи малтан Г.Г.Ракчеев, В.Н.Гордеев,  В.В.Максимов, А.К.Батюков, С.Н.Журавлев, В.Ф.Волков, Х.М.Сафьянов ĕçленĕ.  Пуçласа Анат Тимĕрчкассинче, Кĕçĕн Каçалта,  Александровкăра, Хырай  Ĕнелĕнче, Нĕркеçре, Кĕçĕн Çĕрпӳелте, Чĕчкенте,  Элпуçĕнче партин пуçламăш организацийĕсем ĕçлеме тытăннă.  Тăрăшуллă та маттур çынсем пĕрле пуçтарăнса нумай ĕç пурнăçланă.  

Чăннипех те «Единая Россия» парти пĕр шухăшлă, тăрăшуллă, пуçаруллă  çынсене   пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем   обществăлла ĕçре уйрăмах  хастар.  Хăйсен пуçарулăхне тĕслĕхпе çирĕплетеççĕ.  Парти членĕсем — депутатсем—  тăтăшах  çынсене йышăнаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене уçăмлтаççĕ, татса параççĕ.

А.Ефремова.   

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *