Унра вăй-хал тапса тăрать

Хĕрарăм кил-çурт вучахĕн çемье йăли-йĕркин управçи анне мăшăр асанне-кукамай. Хĕрарăм — лăпкăлăхпа тăнăçлăх çăлкуçĕ тӳпери çут çăлтăр. Унра — черчен çеçке ачашлăхĕ çывăх çыннисен ăнăçлăхĕ. Хальхи вăхăтра  хĕрарăм самана уттипе тан утать. Нумай яваплă вырăнта  арçынтан кая мар ĕçлеме пултарнине ăс-хакăл пуянлăхĕпе                          кăмăл-туйăм шăнăрлăхĕпе çирĕплетет.

Сăмахăм хăйĕнче  вăйлă çыннăн тата черчен хĕрарăмăн пахалăхĕсене — ĕçри çирĕплĕхпе хистевлĕхе тата  хĕрарăма çутçанталăк паракан черченлĕхпе ăшăлăха пĕрлештерме пултарнă Комсомольскинче  пурăнакан Любовь Аркадьевна Волкова çинчен пулĕ.

Вăл Шупашкар хули çывăхĕнчи  Сосновкăра  çуралнă. Унтах шкулта вĕреннĕ хĕр шутне кĕнĕ.

Амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ почта уйрăмĕнче ĕçлени Любăн професси суйласа илес тĕллевĕ çине витĕм кӳнĕ.

— Ача чухне эпĕ пĕрмай почта уйрăмне васкаттăм. Мана унта тăрăшакан ĕçне сăнама питĕ килĕшетчĕ. Анне те эпĕ вăхăтлăха килтен çухалсан ăçта шырамаллине пĕр сăмахсăрах пĕлетчĕ  — ачалăхне аса илнĕ май каласа пачĕ Любовь Аркадьевна.

Çулла Атăл урлă паром çӳренĕ тапхăрта радист-телефонистсене хатĕрлекен курссине çӳресе професси алла илет. Хыççăн Хусанти çыхăну электротехникумне вĕренме каять. Унтан вĕренсе тухсан Шупашкарти телефонпа телеграф тĕп станцийĕнче радист-телефонистра ĕçлеме пуçлать. Унта вăл виçĕ çул тăрăшать. Çак хуларах  Люба пулас мăшăрĕпе Василий Волковпа паллашать.

Çамрăк мăшăр Комсомольскинче тĕпленет.  Любовь Аркадьевна нумай çул районти çыхăну уйрăмĕнче бухгалтерта инструкторта экономистра тăрăшать.  Хĕрарăм обществăлла ĕçсенче те хастарлăхпа палăрать. Вăл хăй вăхăтĕнче  комсомол секретарĕн парторг профком председателĕн парти организацийĕн ревизи комиссийĕн членĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Хастар хĕрарăм чылай çул Комсомольскинчи  803-мĕш  суйлав участокĕнче комисси председателĕнче ĕçленĕ  Çавăн пекех Любовь Аркадьевна нумай çул Комсомольскинчи территорири суйлав комиссийĕн  секретарĕ  пулса тăрăшнă. Вăл  ĕçтешĕсем хушшинче яваплăха туйса ĕçленипе ĕçе тĕплĕ пурнăçланипе палăрать. Любовь Аркадьевнăна район Хисеп кĕнекине кĕртнĕ унăн Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем нумай. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн  Хисеп грамоти  тата Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хучĕ. çри хастарлăхшăн хĕрарăм  В.И.Ленин 100 çул тултарнă     ятпа паракан медале те тивĕçнĕ.

Волковсен  икĕ  хĕрĕ те аслă пĕлӳ  илнĕ. Хальхи вăхăтра Светлана ЧР культура министерствин халăх пултарулăх центрĕн уйрăм заведующийĕнче ĕçлет. Таня Мускаври строительство организацийĕнче аслă бухгалтерта тăрăшать. Любовь Аркадьевнăн икĕ мăнук — Ваня тата Даша. Хĕрарăм çывăх çыннисен çитĕнĕвĕпе савăнать май килнĕ таран пулăшать. Хăй пурăнакан нумай хваттерлĕ çуртăн ушкăн ĕçне активлă хутшăнать.

Зала кĕрсенех диван çинче çыхма пуçланă тапочки тата  тĕрлĕ-тĕслĕ çип çăмхисем тултарнă хутаç сентре çинчи йĕркипе тирпейлĕ тăратса тухнă кĕнекесем куç умне ӳкрĕç.

— Вулама эпĕ яланах   юратнă. Почта урлă та нумай   кĕнеке çырăнса илнĕ.  Тĕрлĕ япаласем çыхма юрататăп. Алла йĕппе çип тытсан чун лăпкăлăхпа тулать. Пуçри шухăшсем те пĕр юхăмпа тикĕссĕн юхаççĕ — калаçрĕ хĕрарăм.

«Хĕрарăмсен çутă та ырă уявĕ çитнĕ май пурне те саламлатăп. Телейлĕ пурнăç ачăрсемпе мăнукăрсенчен пархатар курăр сывлăх сунатăп. Юнашар шанчăклă юлташсем пулччăр».

 

С.Вишнева.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *