Инкекрен упрамалла

Инкекрен упрамалла

Ытларах чухне хăйсене инкек кăтартма е сусăрлантарма, пурлăха сиен тума пултаракан лару-тăрăва пĕччен хăварнă пĕчĕк ачасем лекеççĕ. Вĕсене килте аслисемсĕр хăварни уйрăмах хăрушă. Пушар пулас пулсан ачасем хăйсем тĕллĕн çунакан çуртран урама тухса хăтăлаймаççĕ.  Çавăнпа, енчен те ашшĕ-амăшĕн пепкине   килте вăхăтлăха хăварма тивсен, аслă ачисене е мăннисенчен кама та пулсан ăна пăхса, сăнаса тăма хушмалла.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтатпăр. Вут-çулăмпа выляни инкек патне илсе пынине вĕсене тăтăшах ăнлантарăр. Килте усă куракан электроприборсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентĕр.

Ачăрсене асăрхавсăр питĕрсе ан хăварăр, уйрăмах пĕчĕккисене! Пепкĕрĕн хăрушсăрлăхĕ сирĕнтен килет!

Аса илтеретпĕр, пушар сиксе тухсан «01» телефон номерĕпе (кĕсье телефонĕпе «101» е «112») шăнкăравламалла.  Асăннă номерсем çине мобиллĕ çыхăнусен операторĕсем урлă тӳлевсĕр шăнкăравлама пулать.  Телефон балансĕ çинче укçа пулмасан та шăнкăрав каять.

И.Ананьев,

31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *